Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упири пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта Ĕç Геройне Лазарь Васильевич Дергунова халалласа çуллен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттересси йăлана кĕчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Ăна Упи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А.Е.Ярухин темиçе çул каялла йĕркелесе ячĕ. Кăçал та нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирхине 10.00 сехет тĕлне шкул умне тĕрлĕ ялтан темиçе теçетке машина пырса ларчĕ. Çав кун кубока çĕнсе илес тесе районти шкулсен тата кӳршĕллĕ Чăваш Енри Шăмăршă районĕн спортсменĕсем, пурĕ 11 команда, старта тухрĕç. Акă йĕлтĕрçĕсен кĕтнĕ саманчĕ. Вĕсенчен кашни пĕрремĕш вырăна çĕнсе кубок илме ĕмĕтленет. Çанталăкĕ те питĕ кăмăллă.
Яланхи йăлапа ăмăртăва хальхинче те чи çамрăк спортсменсем – 4-5 класра вĕренекен хĕр ачасемпе арçын ачасем уçрĕç. Хĕр ачасен хушшинче чи лайăх вăхăт кăтартаканĕ М.Иванова (Чакă) пулчĕ. Унран кăшт кăна каярах юлса Д.Шигапова (Кĕçĕн Упи) – II, В.Голубчик (Кĕçĕн Упи) III вырăн йышăнчĕç. Арçын ачасен хушшинче: I вырăна – А.Чернов (Упи), II – В.Колпаков (Чăваш Çĕпрел), III вырăна В.Саймуллов (Кĕçĕн Упи) тухрĕç.
Малалла 6-7 класра вĕренекенсем ăмăртрĕç. Хĕр ачасенчен: I – М.Ефимова (Çĕнĕ Упи), II – А.Ярзуткина (Çĕнĕ Упи), III вырăна Т.Моисеева (Кĕçĕн Упи) йышăнчĕç. Арçын ачасен хушшинче: А.Максимов (Кĕçĕн Упи) – I, В.Ларионов (Хурăнвар) – II, К.Саймуллов (Кĕçĕн Упи) – III вырăна тивĕçрĕç.
8-9 классенче вĕренекен хĕрсемпе каччăсем вара виçĕ тапхăрпа ăмăртрĕç. Хĕрсенчен: I вырăна Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи А.Муллина çĕнсе илчĕ, А.Юманова (Çĕнĕ Упи) – II, Л.Макарова (Çĕнĕ Упи) – III вырăна тухрĕç. Арçын ачасен хушшинче А.Макарова (Çĕнĕ Упи) çитекен пулмарĕ, В.Спиридонов (Кивĕ Упи) – II, Ю.Самандеев (Çĕнĕ Упи) – III вырăна çĕнсе илчĕç.
Ăмăртăва малалла 10-11 класс хĕрĕсемпе каччисем тăсрĕç. Хĕрсенчен I вырăна каллех Чăваш Енри шăмăршăсем тивĕçрĕç, П.Егорова чи лайăх кăтартупа I вырăн çĕнсе илчĕ. Н.Павлова (Кĕçĕн Упи) – II, Т.Медведева (Саплăк) – III вырăнсене тивĕçрĕç. Арçын ачасенчен: Д.Ярухин (Çĕнĕ Упи) – I, Колпаков (Чăваш Çĕпрел) – II, Н.Краснов (Чăваш Ен, Шăмăршă районĕ) – III вырăнсене тивĕçлĕ пулчĕç.
Яланхи пекех хальхинче те аслисем ăмăртăва хутшăнмасăр юлмарĕç. 18-30 çултисен хушшинче: I вырăна П.Хемницер (Чăваш Çĕпрел): II – В.Черланов (Çĕнĕ Упи): III – А.Солдатов (Чакă) çĕнсе илчĕç. Хĕрсенчен: Е.Сердцева (Кĕçĕн Упи) – I, С.Цыфаркина (Кĕçĕн Упи) – II, С.Саймуллова (Кĕçĕн Упи) – III вырăн йышăнчĕç.
30-40 çула çитнисен хушшинче: Арçынсенчен: I – И.Сердцев (Кĕçĕн Упи), II – И.Максимов (Кĕçĕн Упи), III вырăн В.Синдюков (Чăваш Çĕпрел). Хĕрсенчен: М.Айметдинова (Кĕçĕн Чăнлă) – I, А.Валеева (Кĕçĕн Чăнлă) – II пулчĕç.
40-50 çула çитнисен хушшинче: П.Спиридонов (Кивĕ Упи) – I, В.Солдатов (Чакă) – II вырăнсене йышăнчĕç.
50-60 çултисен хушшинче: Н.Хрисанов (Чăваш Çĕпрел) мала тухрĕ.
Ăмăртура I вырăн йышăннисене кубок, медаль тата Хисеп хучĕ парса чысларĕç. II-III вырăнсене çĕнсе илнисене медальпе тата Хисеп хучĕпе наградăларĕç.
Çак мероприятие йĕркелесе ирттернĕшĕн вырăнти ял хутлăхĕ Çĕнĕ Упири пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкула, унти физкультура учительне С.П.Еремеева тав тăвать. Мĕншĕн тесен ăмăртăва хутшăнакансене шăпах çак шкул йышăннă-çке, йĕлтĕр трассине хатĕрленĕ, ăмăрту хыççăн вара тутлă апатпа сăйланă.
Упи ял хутлăхĕ таврари йĕлтĕрçĕсене çитес вăхăтра каллех пуçтарма хатĕрленет (сăмах май, мероприятин спонсорĕ ку хутĕнче те хăех пулать). Хальхинче тепĕр хисеплĕ ентеше, СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă П.В.Дементьева халалласа Упири пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул эстафета ирттерет.
 
: 1018, Хаçат: 7 (997)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: