Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Кекусинкай» яппун чĕлхинчен «пысăк чăнлăх обществи» тесе куçать. Масуюцу Ояма 1950-мĕш çулсенче никĕсленĕ каратэн çак чи йывăр та шелсĕр тĕсне. Унтанпа çур ĕмĕр ытларах кăна иртнĕ, кекусинкай вара çĕр чăмăрĕ çинче анлă сарăлма ĕлкĕрнĕ, паллах, пирĕн çĕршывра та. Каратэн çак тĕсĕпе арçын ачасем кăна мар, хĕр ачасем те аппаланаççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕсен сăмахĕсемпе, ытти спорт тĕсĕ пекех вăл хул-çурăма пиçĕхтерет, хӳтĕленме вĕрентет тата ачасем ăс-хакăл тĕлĕшпе те аталанаççĕ.
Иртнĕ вырсарникун Хусанти 143№ шкулта каратэпе Тутарстан кубокĕшĕн Лейб-гвардин 1 ирĕклĕ (добровольный) мобильлĕ корпусĕн тата Исаак Долмат-Пермский ячĕллĕ казак çарĕсен Тутарстан Республикинчи наказной атаманĕн, генерал-майорăн Геннадий Михайлович Волостновăн призĕшĕн кекусинкай турнир иртрĕ. Ăмăртусене Виктор Петрович Кустовский президент ертсе пыракан ТР Кĕрешӳ искусствисен наци ассоциацийĕ йĕркеленĕ.
Тĕп судья Юрий Александрович Белов каласа панă тăрăх, турнира 58 çамрăк пуçтарăннă. Каратистсене виçĕ категорие уйăрнă: 10-11 çултисем, 12-13, тата 14-15. Турнира арçын ачасемпе пĕрлех хĕр ачасем те хутшăннă. Çак турнирăн тĕллевĕ, тĕрĕссипе, 2013 çулхи апрель уйăхĕнче Киров хулинче иртекен Раççейĕн уçă первенствине хутшăнакансене суйласа илесси пулчĕ. Кĕрешӳçĕсем Хусантан кăна мар, районсенчен те пулни турнир сумне ӳстерет. Çапла Лайăшри Габишевăран, Балтаси районĕнчен, Элкел районĕнчи Пасарлă Матакран килнĕ хĕр ачасемпе арçын ачасем вăй виçрĕç.
Чылая тăсăлнă турнирта вăйлисем, çаврăнăçуллисем çĕнтерчĕç.
10-11 çулсенчи 30 килограмм виçеллĕ хĕр ачасен хушшинче I вырăн Лада Сафиуллина çĕнсе илнĕ, II – Екатерина Зинькова. 10-11 çулсенчи 30 килограмран йывăртараххисенчен I вырăна Валерия Филиппова тухнă, II – Екатерина Захарова. 12-13 çулсенчи 50 килограмран иртекен виçеллисенчен чи маттурри Яна Филиппова, Диана Храмова унран кăшт вăйсăртарах пулчĕ курăнать, унăн II вырăнпа çырлахма тиврĕ. Çав çулти хĕр ачасемех, анчах йывăрăшпе 35 килограмм таяканнисенчен Диана Сафиуллина çĕнтерчĕ, Карина Замалетдинова иккĕмĕш пулчĕ.
Кĕрешӳпе çыхăннă спорт тĕсĕсене яланах арçын ачасем кăмăлларах панă. Г.Волостнов призĕшĕн тупăшакансен хушшинче те вĕсем чылайăн пулчĕç. 10-11 çулти 32 килограмм виçеллĕ арçын ачасенчен I вырăна Булат Гараев тухрĕ, II – Александр Ионов, III – Максим Морозов. 40 килограмм йывăрăшлисенчен Данил Яганев I вырăн йышăнчĕ, Геворг Наниджанян – II, Самат Закиров – III вырăнсене тивĕçрĕç. Çав çултисемех, анчах виçипе 40 килограмран иртнисенчен Андрей Зиньков мала тухрĕ, Никита Шашин иккĕмĕш, Егор Карманов виççĕмĕш пулчĕç. 12-13 çулсенчи 45 килограмм виçеллисенчен I вырăна Александр Гаврилов тухрĕ, II – Евгений Курамшин, III – Яков Яганев. Вĕсен тантăшĕсемех, АВС виçеллисем вырăнсене çапла пайларĕç: I – Михаил Тимофеев, II – Руслан Нигматуллин, III – Адель Батыров. 14-15 çулсенчи 40 килограмран ытла таякан арçын ачасенчен чи вăйли Илдан Булатов пулчĕ, Никита Зиньков II вырăн йышăнчĕ, Ильнар Ахметов – III. Вĕсен тантăшĕсем, анчах виçипе 50 килограмран иртнисенчен I вырăна Саид Салахиев йышăнчĕ, II – Булат Шафигуллин, III – Кирилл Косогоров.
 
: 1275, Хаçат: 7 (997)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: