Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алевтина Кузнецова пек пултаруллă çынсем этем утса каçайми пысăк сăрта та вырăнтан хускатĕç. Сăмах Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрелĕнчи ача сачĕн заведующийĕ пирки пырать. Алевтина Ивановна çак ялтах çуралса ӳснĕ. Ульяновскри педагогика колледжĕнчи шкулчченхи вĕрентӳ уйрăмĕнчен вĕренсе тухнипех çырлахман, Хусанта Тутар патшалăх гуманитари институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Çакăн хыççăн та ĕçри телейне Чăваш Çĕпрелĕпех çыхăнтарнă. Вăхăтĕнче, çĕршыври чылай çĕрти пекех, ялти садике те хупнă – ачасем çук, çурт пушă… Анчах юлашки çулсенче самана лайăх енне улшăннă, ача-пăчаллă пулас текенсене влаçрисем те хавхалантараççĕ. Хупăннă садиксем пур çĕрте те çĕнĕрен ĕçлесе кайма ĕлкĕреймеççĕ, хăш-пĕр çĕрте пачах уçăлаймаççĕ. Çапла шкулчченхи пĕлӳ илме черетре кĕтсе тăракан ачасен шучĕ ӳсет те ӳсет. Чăваш Çĕпрелĕнче те лару-тăру çĕршывринчен пит уйрăлса тăман: ачасем пур, йышĕ ӳсет – садикĕ çук.
Çак çивĕч ыйтăва татса парассине Алевтина Кузнецова хăй çине илнĕ тесен йăнăшмастпăр пулĕ, паллах, ăна пулăшакансем те пулнă: кам ырă сăмахпа, кам – ăслă сĕнӳпе, кам – ĕçпе. Çапла садик уçма çурт та тупăннă. 1986 çултах лартнă фински çурта ăшăтма хĕнрех пулнă ĕнтĕ, урайĕсем те çĕрĕшнĕ. Апла пулин те 10 ачаран тăракан ушкăнпа садика уçнă.
Паянхи кун ĕç-пуç йĕркеленсе кайнă темелле. Чăваш Çĕпрелĕнче çĕнĕ шкул уçăлсан аслă çуртра ача садне арендăна памалăх та пӳлĕмсем тупăннă. Халĕ ачасен йышĕ те самай пысăк – 26 çынна çитнĕ. Ушкăнсем тата пысăкрах пулĕччĕç те (халĕ те 15 ача черетре), пӳлĕмсем пысăк йыша шăнăçтараймаççĕ.
Алевтина Ивановна хăйĕн ĕçне чунтан юратакан, хастар, ума лартнă тĕллевĕнчен пăрăнман çын. Кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă чух та вăл çăмăллăн каласа парать, садик ĕçченĕн проблемăсем çук та тейĕн. Анчах кунта та йывăрлăхсем тупăнсах тăраççĕ. Тĕпрен илсен вĕсем укçа-тенкĕпе çыхăннă. Районти вĕрентӳ управленийĕ уйăракан укçа садике çитсе пымасть, халĕ те пахча çимĕç туянса укçа тăкакламаççĕ, хăйсем çитĕнтереççĕ, май пур таран перекетлеме тăрăшаççĕ, апла пулин те çитсе пымасть. Юлашки улшăнусем пуçланиччен, ял хутлăхĕсен тупăшĕсене район пуçтарса илме тытăниччен Чăваш Çĕпрелĕн ача садне Виталий Землемеров ертсе пыракан ял хутлăхĕ пулăшса тăнă. 2012 çултан вара лару-тăру урăхларах, тăтăш пулмасан та, вăл е ку япала кирлĕ пулсан камран пулăшу ыйтмаллине пĕлместĕн.
Çук, йывăрлăхсене парăнма шутламаççĕ чăвашçĕпрелсем. Шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕсен программинчен те пăрăнмаççĕ. Çакăнта Наталья Викторовна Казакова воспитателĕн тӳпи те пысăк: садике çӳрекен ачасем чăвашла, вырăсла, 2012 çулхи сентябрь уйăхĕнчен тутарла та, вĕренеççĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăхне халалланă программăпа вара район шайĕнче «çулталăк воспитателĕ» конкурсра та çĕнтернĕ.
 
: 1075, Хаçат: 7 (997), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: