Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сирĕн ялта кам чи-чи ĕçченни тесе ыйтсассăн эпĕ пĕр иккĕленмесĕр чи малтан Вера Черновăн ятне каланă пулăттăм.
Вера Николаевна Чистай районне кĕрекен Ишельелĕнче çуралса ӳснĕ. Нумай ача-пăчаллă çемьере пĕчĕкренех ĕçе кӳлĕннĕскере сакăр класс пĕтерсен çуллахи вăхăтра хăй ялĕнчи ĕне фермине ĕçлеме чĕнсен вăл ку ĕç алă майлă мар тесе тăман, тӳрех килĕшнĕ. Çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ вĕсем Валя юлташĕпе. Халь çеç пăруланă ĕнесене шанса панă çамрăкскере председатель. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче пулнине выльăх-чĕрлĕх усракан пит лайăх пĕлет. Пĕтĕмпех алă вĕççĕн виçĕ çул хушши кунне виçĕ хутчен утă-улăма урапапа сĕтĕрсе, урайсене çуса, çитерсе-шăварса тăнă вĕсем янаварсене. Пултарулăхне кура виçĕ çултан председатель 23 ĕнерен тăракан ушкăн шанса панă хыççăн Вера чăн-чăн доярка пулса тăнă. Ырă ят мулран та хаклă. Часах ют ял каччи куç хывнă маттур хĕре. Анчах качча кайсан пурнăçĕ ăнман пирки Верăн çур çултанах амăш килне таврăнма тӳр килнĕ. Нумай та вăхăт иртмен, Верăна каллех хăй вырăнне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Пĕр уйăхри ывăл ачине хăварсах тухнă вăл ĕçе. Телее, Сергей сывлăхлă, паттăр ӳснĕ. Кукамăшĕпе амăшне пĕрре те чирлесе тарăхтарман.
Пурнăç малаллах шунă. Часах маттур доярка Емелькино ялне качча тухнă. Малтанлăха вăл май пур таран бригадир хушнă ĕçре ĕçленĕ. 1992 çулта ĕне ферми уçăлсан икĕ ушкăнран çеç тăракан пăрусене Галина Кононовăпа пĕрле пăхнă. Каярах ĕнесен шучĕ тăватă ушкăна çитнĕ, дояркăсен шучĕ те сисĕнмеллех ӳснĕ. Пĕр енчен пĕтĕмпех механизациленĕ пирки самай çăмăлтарах пулнă ĕçлеме, анчах Ишельелĕнчи пек ĕç укçи алла илсе курман Вера. Ун вырăнне сысна çури, тырă илкеленĕ. Енчĕке кĕмен укçан хӳри кĕске пулин те ĕçлеме пăрахман Вера, лайăха ĕмĕтленнĕ. Анчах ĕлĕкхи саккун кама çăкăр, кама чышкă çитернĕ-çке. Мĕнпур çĕрте хуçалăхсем саланма пуçласан Емелькинăри ĕне ферми те сыхланса юлайман. Пур доярка та ĕçсĕр тăрса юлнă. Ку вăхăта тăватă ача амăшĕ пулма ĕлкĕрнĕскерĕн мĕнпе тăрантармалла-ха вĕсене ялта ĕç пулмасан?
Ирĕксĕрех Вера Тутар Майни председателĕнчен хăй кайсах ĕç ыйтнă. Çынна çын ĕçне кура хисеплĕн ыр сунса савать. Тутарла калаçма ăста дояркăна хапăл тусах йышăннă тутармайнисем. Машинăпах килсе илеççĕ, каялла та леçсех хăвараççĕ. Ир тăма çеç ан ӳркен. Виçĕ çул хушши çапла Вера Тутар Майнине пĕчченех çӳренĕ-ха. Ӳркенмен хĕрарăмăн ырă тĕслĕхĕ председатель çĕр сăмах каланинчен те хаклăрах пулни куçкĕретех. Часах Çĕньял, Унтакшă, Емелькино ялĕсенчен ыттисем те туртăнма пуçланă унта. Пĕр канмалли кунсăр, паллах, çăмăл мар ĕнтĕ 7-8 çухрăмри ют ял тăрăх çӳреме. Тăватă ялтан сахал мар çын çӳресе пăхнă ĕнтĕ унтанпа. Анчах Верăн чăтăмлăхне, тăрăшулăхне вара такам та ăмсанмалăх пур. Тутар Майнинче ĕçлеме пуçланăранпа тăватă хутчен председатель улшăннă. Пуринпе те тату, килĕштерсе ĕçленĕ Вера. Ĕçне кура хисепĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн пĕрре çеç мар председатель аллинчен парнесем илме тивĕçлĕ пулнă вăл. Ял хуçалăх кунĕ ячĕпе чейник, мартăн 8-мĕшĕ тĕлне савăт-сапа пуххи парса чыс тунă ăна. Ĕçлеме кĕрсенех (ун чухне те председатель вăлах пулнă), ĕç укçи шучĕпе, паллах, ĕне илме пулăшнăшăн уйрăмах хальхи председателе Фендес Гусмановича тав тăвать Вера Николаевна. Кам нумай ĕçлет, çавă нумайрах илет. Укçан та тӳлеççĕ, ĕç укçи шучĕпе апат-çимĕç те параççĕ. Утă-улăмне те çителĕклĕ параççĕ тесе тулли кăмăлпа калаçать пултаруллă доярка.
 
: 870, Хаçат: 7 (997)

Комментарисем:

Анатолий Якимов (2013-02-20 13:26:47):
Пултаратăн, Вера! Малалла та пысăк ÿсĕмсем тума, çирĕп сывлăх тата ăнăçусем сунатăп! Саламлатăп сана килес хĕрарăмсен праçникĕпе !

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: