Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулталăк пуçламăшĕнче кашни çул тенĕ пекех Пăва районĕнчи ялсенче çуралса ӳссе Тутарстанăн тĕрлĕ хулисене саланнă çынсем Хусанта пуçтарăнаççĕ. Ентешлĕх ирттереççĕ. Астăвасса, малтанхи çулсенче, тĕрĕссипе каласан, 1994-1995 çулсенче районтан кашни колхоз ертӳçисем мăшăрĕсемпе пĕрлех темиçе автобус тулса килетчĕç. Питĕ пысăк праçник туса пĕр-пĕрне саламлатчĕç.
Кăçал Пăва районĕн ентешлĕхне 20 çул пулчĕ. Çапла 20 çул хушши тутарĕ, чăвашĕ тата ытти халăх пуçтарăнса уяв ирттереççĕ.
Февралĕн 9-мĕшĕнче те Пăва тăрăхĕнчи çынсем Хусанти Патшалăх филармонине пуçтарăнтăмăр. Ентешлĕхе уçма тутар халăх поэтне Ринат Хариса сăмах пачĕç. Вăл хăйне Пăва районĕн çынни пекех туять. Çавăнпа та районпа, унти çынсемпе питĕ мăнаçланать. Халăхсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннипе мухтанать.
Сценăн хыçалти чаршавĕ çине диапроекторпа П.Хусанкай сăнне кăларчĕç. Тĕлĕнтерчĕ. Савăнтарчĕ. Шкул ачисем виçĕ чĕлхепе Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввине вуларĕç. Питĕ кăмăллă пулчĕ.
Пăва районĕнчен питĕ нумай паллă çын тухнă. Район пуçлăхĕ Р.Х.Абузяров каланă тăрăх, Тутарстанри министрсем çуррине яхăн Пăваран. Юрăçсем те сахал мар. Пăва хулин тата районĕн ертӳçи çав кун ТР Президенчĕ патĕнче пулса, ентешлĕхе килнисене Рустам Миннихановран пысăк салам каларĕ. Юбилейпе саламларĕ.
Ытти район ентешлĕхĕн ертӳçисем те пăвасене саламлама килнĕччĕ. Вĕсем пăвасем 20 çул пуçтарăннипе тĕлĕнеççĕ. Ытти районсем пуçтарăнаççĕ пулсан та, питĕ сайра тесе пĕлтерчĕç.
Уяв пынă май ентешсем юрри-ташшисемпе те савăнтарчĕç пухăннисене. Нумай пулмасть Пăвари Культура çуртĕнче «Уяв» чăваш фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Ушкăна кашни чăваш ялĕн Культура çурчĕн ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Хитре сасăллă та пултаруллă артистсене Рункă Культура çурчĕн ĕçченĕ Василий Матросов ертсе пырать.
Филармони сцени çинче «Уяв» ушкăн ĕлĕк ярмăрккана мĕнлерех çӳренин йăлине кăтартса пачĕ. Хитре юрăсем юрласа, ташласа тухрĕç пăвасем. Залта ларакансен сăнĕсем уçăлса, çуталса кайрĕç. Пурте хыттăн алă çупса, савăнса ларчĕç. «Уяв» юрри-ташши пурне те «вăратрĕ». Темĕнччен алă çупрĕç ларакансем. Пултараççĕ чăвашсем!
Тепре тĕл пуличчен!
 
: 1071, Хаçат: 7 (997)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: