Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧĂВАШ ЕНРЕ Интернет-сасăлавăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх культурăри тата çут çанталăкри çичĕ чи паллă вырăна палăртнă. Вĕсен шутне тăватă музей, тĕнпе çыхăннă икĕ объект тата Шупашкарти залив хĕрри лекнĕ. Сасăлав кăçалхи февралĕн 1-11-мĕшĕсенче иртнĕ, унта 1245 çын хутшăннă. Пурĕ сасăлава çут çанталăкри, культурăри, историри еткерлĕхе палăртакан 22 объекта тăратнă пулнă. Пĕтĕмлетӳ çапларах: пуринчен ытларах сасă пуçтараканни (11,5 процент) – Улатăрти Свято-Троицки мăнастирĕн чиркӳ тăррийĕ. Ун хыççăн СССР летчик-космонавчĕн А.Г.Николаевăн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче вырнаçнă мемориал-комплексĕ (10,38 процент) тата Шупашкар районĕнчи Кӳкеçре вырнаçнă «Бичурин тата хальхи самана» музей (9,33 процент) тăраççĕ. Шупашкар заливĕпе Хĕрлĕ тӳремĕ 7,94 процент сасă пухнă, Çĕрпӳри Турă Амăшĕн Тихвински мăнастирĕ – 6,08, В.И.Чапаев музейĕ – 5,76, Чăваш наци музейĕ 5,24 процент сасă пухайнă.
Чăваш Енре февралĕн 12-мĕшĕнче театр реформаторĕ, Мускаври Илемлĕх театрне никĕслекенсенчен пĕри Константин Станиславский çуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă театр форумĕ иртнĕ. Унта профессиллĕ театрсен режиссерĕсемпе актерĕсем, республикăри халăх театрĕсен ертӳçисемпе артисчĕсем, Чăваш Енĕн театр деятелĕсем, журналистсемпе библиотекарьсем хутшăннă. Форума хутшăнакансем Станиславскин театрсене йĕркеленинчи вырăнне, вăл шухăшласа кăларнă системăн пĕлтерĕшне сӳтсе явнă. Ытти çивĕч ыйтусене те хускатнă. Сăмах май, халĕ ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствине пăхăнса тăракан патшалăх учрежденийĕсен шутне 6 театр кĕрет.
ПУШКĂРТСТАНРА февралĕн 1-мĕшĕнчен летчиксемпе шахтерсене пенси çумне хушса паракан тӳлевсене çĕнĕлле çирĕплетнĕ. Халĕ летчиксене пенси çумне хушса парăнакан тӳлев 11,5 пин тенкĕпе, шахтерсен – 3 пин тенкĕпе танлашнă. Май, август тата ноябрь уйăхĕсенчен вĕсен тӳлевĕсене тата ӳстерме палăртса хунă. Хальхи вăхăтра Пушкăртстанра 600 летчикпа 200 шахтер пенси çумне хушма тӳлев илсе тăрать.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ 2012 çулта алкоголь ĕçсе наркăмăшланнипе вилесси 30 процент чакнă. Алкоголь психозĕпе чирлесси 20 процент сахалланнă. Вырăнти власть хăй умне 2015 çулччен çын пуçне тивекен алкоголь шĕвекĕн шайне тата 0,6 литр таран чакарма тĕллев лартнă. Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ С.Морозов РФ Правительствин 2012 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче тухнă постановленине пурнăçа кĕртме хушу панă: алкоголь продукцине сутма юраман вырăнсене палăртнă. «Рюмочнăйсен» шутне чакарассипе, врач-наркологсен шутне ӳстерессипе те ĕçлеççĕ регионта.
РАÇÇЕЙĔН тĕрлĕ хулисенче ку эрнере вырăссен паллă юрăçи Федор Шаляпин çуралнăранпа 140 çул çитнине паллă турĕç. Тĕп мероприятисем Ĕпхӳ хулинче иртнине хаçатăмăрта çырнăччĕ ĕнтĕ. Мускавсем вара февралĕн 13-мĕшĕнче паллă юрăçăн вил тăприйĕ çине чечексем хунă, Шаляпинăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă куравсем, концерт йĕркеленĕ. Хусанта аслă юрăçăн музейне уçасси пирки сăмах хускатнă. Чулхулапа Тверь хулисенче те Шаляпина халалланă куравсем йĕркеленĕ.
 
: 872, Хаçат: 7 (997), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: