Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Виçĕмкун, февралĕн 13-мĕшĕнче, Хусан хулине питĕ пысăк хăна килсе кайрĕ. РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко ТР Президенчĕпе Рустам Миннихановпа тата ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕпе Фарид Мухаметшинпа темиçе çĕре çитсе тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă. Республикăри депутатсемпе, студентсемпе курса калаçнă. Юлашкинчен Валентина Матвиенко Хусан хулин 1000 çуллăхне килнĕ пулнă, унтанпа Тутарстанăн тĕп хули палăрмалла улшăнни çинчен хĕпĕртесе пĕлтернĕ пирĕн хăна. Уйрăмах ăна Хусан студенчĕсем питĕ савăнтарнă. Вĕсемпе çавра сĕтел хушшинче ларса вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлнĕ хыççăн Раççейĕн пуласлăхĕ лайăх пуласса шанать. Тутарстанра питĕ нумай халăх пурăнни пирки те пĕлет Валентина Матвиенко. Пурте туслă, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем хушшинче килĕшӳ пулни те ăна савăнтарать, канăç парать. Кун пирки вăл Хусанти Туслăх çуртне килсе курса, халăхсемпе калаçса хăйĕн шухăшне тата та хытăрах çирĕплетрĕ. Туслăх çуртĕнче чăваш обществи çине пусăм турĕç. Чăваш ӳнерçисен куравне пăхса, «Салам» фольклор ушкăнĕпе çывăхрах паллашрĕ хăна. Вĕсене курсан Валентина Ивановна: «Бурановские бабушки» айккинче тăччăр», – тесе малашне тĕнче шайне тухма сунчĕ. Хусанта иртекен Универсиадăра та пĕр-пĕринпе тĕл пуласса шанса «Салам» артисчĕсене хыттăн ыталарĕ. Çакăн пек тĕлпулу иртнишĕн, чăвашсене Тутарстанра хисепе хунишĕн, паллах, ТР ЧНКА пуçлăхне Константин Яковлева тав тумалла.
 
: 930, Хаçат: 7 (997)

Комментарисем:

Микулай Павловский (2013-02-19 21:59:37):
Матвиенко çакăнта апла каланă, урăх çĕрте - республикăсене пĕтересси пирки чышса хунă...

Игорь Сайман (2013-02-25 00:30:42):
Апла-капла лару-тăру сиксе тухас пулсан Валентина Матвиенко паллах пирĕн пек вак халăхсене хÿтĕлесе пĕр сăмах та чĕнмĕ.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: