Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АГРЫЗ. ТР Патшалăх Канашĕ ырласан районта тата тепĕр ял – Алмалы – йĕркеленет. Çак ыйтăва нумай пулмасть депутатсем пăхса тухнă. Агрыз районĕн пуçлăхĕ Р.Нурисламов пĕлтернĕ тăрăх, ку ял çĕнĕ мар, чĕрĕлекенскер. Кунта пĕрремĕш çуртсене XX ĕмĕр пуçламăшĕнчех лартнă. Анчах Куйбышев водохранилищине тума тытăнсан, яла шыв айне хăвараççĕ тесе çынсен урăх çĕре куçса кайма тивнĕ. Шыв çитменнине кура халăх каялла таврăнма тытăннă. Салауш ял хутлăхне кĕрекен çак ялта халĕ 15 çуртран 4-шĕнче 9 пенсионер пурăнать, ытти çуртсен хуçисем çулла пурăнма килеççĕ. Депутатсем Алмалы ялне официаллă йĕркелес ыйтăва ТР Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвĕн кун йĕркине кĕртме йышăннă.
АНАТ КАМĂРИ Хĕрарăмсен канашĕпе Салтак амăшĕсен комитечĕ Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунĕ умĕн, февралĕн 22-мĕшĕнче, «Салтака – анне кукăлĕ» акци йĕркелеççĕ. 5561№ çар чаçĕнче хĕсметре тăракан салтаксем валли акă ĕнтĕ иккĕмĕш çул Анат Кама хĕрарăмĕсем тутлă апат-çимĕç сĕтелĕ, студентсемпе шкул ачисем концерт хатĕрлеççĕ. Акцие кирек кам та хутшăнса чаçри 80 салтак (вĕсем Тутарстанран кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен) валли кукăль пĕçерсе килме пултарать. Çимĕçсене февралĕн 21-22-мĕшĕнче ирхине 9 сехетчен Агропромышленность колледжне е çар чаçнех кӳрсе памалла.
ÇАРĂМСАН муниципаллă район канашĕн районти автобус маршручĕсен тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарма тивет. Районти автотранспорт предприятине çак тĕллевпе 500 пин тенкĕ укçа уйăрма йышăннă. Мĕншĕн тесен пассажирсен шучĕ сахалланни автобуссем вуçех кирлĕ мар тенине пĕлтермест-çке. Тата кашнин хăйĕн транспорчĕ те çук. Район хушшинче автобуссене çӳретме халăх ыйтнипе хальлĕхе ултă маршрутпа рейссем уçма йышăннă.
ЭЛМЕТ. Экологипе çут çанталăк департаменчĕ хулара «Вĕçен кайăксене хĕлле çитерĕр!» пултарулăх конкурсне пуçланă. Унта хула çыннисене хутшăнма чĕнеççĕ. Конкурс виçĕ номинаципе («Чи лайăх сăнӳкерчĕк», «Чи лайăх ӳкерчĕк» тата «Чи лайăх сырăш») иртет. Унта 3 çултан пуçласа аслисем таранах хутшăнма пултараççĕ. Пултарулăх конкурсне апрелĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерӳçĕсене Дипломпа хаклă парнесем параççĕ.
ТЕЧЧĔРИ кадетсен шкул-интернатĕнче нумай пулмасть выпускниксен тĕлпулăвĕ иртнĕ. Сăмах май, ку шкултан пурĕ 140 каччă вĕренсе тухнă. Вĕсем халĕ Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Выпускниксенчен иккĕшĕ Олег Сазановпа Евгений Малкин РФ Президенчĕн премийĕн лауреачĕ те пулнă, хăй вăхăтĕнче вĕсене «Раççейĕн чи лайăх кадечĕсем» тесе йышăннă. Аслă çар училищинче вĕренекенсем те сахал мар. 140 çынран пурте çар пурнăçне суйласа илмесен те вĕсене кунта вĕренни пурнăçра питĕ пулăшни каламасăрах паллă.
 
: 917, Хаçат: 7 (997), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: