Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КАРАНТИНА ХУПНĂ
Урнă чир республикăра вырăн-вырăнпа палăрни çинчен эпир хамăр хаçатра хыпарласах тăратпăр. Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийĕн пресс-служби çак кунсенче чирĕн çĕнĕ территорийĕсене пĕлтерчĕ. Çапла вара Теччĕ районĕнчи (Бакрчи ялĕ), Алексеевски районĕнчи (Арбузов-Баран ялĕ) тата Анат Кама районĕнчи (Афанасово ялĕ çывăхĕнче) урнă чир палăрнипе ку вырăнсене февралĕн 19-мĕшĕччен карантина хупнă.
ЭМЕЛ КУРĂКНЕ ЫТЛАРАХ ХАТĔРЛĔÇ
«Татпотребсоз» кăçал 500 тоннăна яхăн эмел курăкĕпе 3 пин тонна çырла хатĕрлеме планланă. Пĕлтĕр 430 тонна курăкпа 1977 тонна çырла типĕтнĕ пулнă. Юлашки çулсенче «Татпотребсоюз» республикăри аптекăсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Потребкооператорсен е эмел курăкĕсем пуçтарма вырăнти халăх, аслă классем, пенсионерсем, социаллă ĕçченсем пулăшаççĕ.
РИС КӲМЕ ЧАРНĂ
Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийĕ февралĕн 19-мĕшĕнчен Индирен рис кĕрпипе арахис мăйăрне вăхăтлăха кӳме чарнă тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Сăлтавĕ – Инди халăхсен хушшинчи тата Раççей фитосанитари требованийĕсене пăхăнманни, продукцире капр нăррине тупни.
КĂÇАЛХИ – ЧИ ЙЫВĂРРИ
ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ Марат Ахметов çак кунсенче ТР Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура кăçалхи çур аки юлашки вунă çулта чи йывăрри пуласса пĕлтернĕ. Çур аки кампанийĕ валли республикăна 11 миллиард тенкĕ кирлĕ. Хальлĕхе пурĕ те 50 кредит килĕшĕвĕ кăна (1,1 миллиард тенкĕлĕх) тунă-ха. Пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан ку икĕ хут сахалрах. Банксен даннăйĕсем тăрăх, республикăри 17 район халĕ те заявка паман.
Çак кунсенче Раççей Правительствин Председателĕ ака кампанийĕ валли паракан кĕске вăхăтлă кредитсене субсидилеме 7 миллиард тенкĕ укçа уйăрма йышăннă. Федераллă бюджетран паракан пулăшу та кăçал урăхларах пулать-мĕн, çур аки ирттерме кирлĕ суммăран 10 процентран та сахалрах парăнать. Кун çине Раççей ВТОна кĕни те витĕм панă.
Телее, хальлĕхе кĕрхи тырă калчисем япăхах мар-мĕн, ТР ял хуçалăх министрĕ çавăнпа çĕр ĕçченĕсене тырă нумайрах туса илмеллине каланă.
10-15 ПРОЦЕНТ ӲСТЕРМЕЛЛЕ
Республикăри пулă ĕрчетекен хуçалăхсенче хальлĕхе лару-тăру япăх мар. Çакна специалистсем пĕвесенче ваксем касса тĕрĕсленĕ. Уçă çĕре чи малтан чирлĕ е кислород çителĕксĕррипе хавшанă пулăсем туртăнаççĕ-мĕн. Çапах та кун пекки палăрман. ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин специалисчĕсем юлашки çулсенче хăш-пĕр пулă ĕрчетекен хуçалăх ĕç правилисене пăсса пĕвесене тасатманнине, юсаманнине пĕлтернĕ.
2013 çулта республика пĕве пуллине сутассине 10-15 процент ӳстерме планлать. Сăмах май, пĕлтĕр тутарстансене 650 тонна пулă сутнă тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА.
 
: 954, Хаçат: 7 (997), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: