Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Февраль уйăхĕ пуçлансан Çĕпрел районĕнчи спортзалсем кĕрлеме тытăнаççĕ. Кĕрешӳ сезонĕ тытăнать спортпа туслă районта. Ытти районсенчи чăваш ялĕсенче ун чухлĕ кĕрешӳ турнирĕ ирттернĕ пулсан, нимĕн те каламан пулăттăмăр, анчах Çĕпрел районĕ паянхи кун спортăн ку енне аталантарса республикăра тивĕçлипе малти вырăна тытса пырать.
Кĕрешӳ федерацийĕн Тутарстанри уйрăмне ертсе пыраканĕ çĕпрелсем пулни те витĕм кӳрет пулмалла кунта. Çапла февралĕн 9-мĕшĕнче Хулаçырми ялĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, «ТУС» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕн Николай Угасловăн призĕсемшĕн регионсен хушшинчи кĕрешӳ турнирĕ иртрĕ. Çак мероприятипе районта чăваш улăпĕсене халалланă ăмăртусем пуçланчĕç.
Çĕнĕ Упире вăл кун вырăнти Чăваш наципе культура центрĕ Социализмла Ĕç Паттăрне Лазарь Дергунова асăнса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттерчĕ. Февралĕн 16-мĕшĕнче Çĕнĕ Йĕлмелĕнче Чечня вăрçинче пуç хунă салтака Александр Шуркина асăнса ирĕклĕ кĕрешӳ турнирĕ иртĕ. Çуркунне пуçлансан Аслă Аксу ял хутлăхĕ кĕрешӳ турнирĕ ирттерекенччĕ. Майăн 9-мĕшĕнче Матак ялĕнче Совет Союзĕн Паттăрне Семен Уганина асăнса кĕрешме хатĕрленеççĕ.
Юлашки пилĕк çуллăхра тăватă кĕрешӳ кавирĕ парнеленĕ Николай Угаслов компанийĕ Тутарстанри чăваш ялĕсене. Турнирсене йĕркеленин, судьясен квалификацийĕн, спортсменсен ăсталăхĕн шайĕ çулран çул ӳссе пыни сисĕнет. Халĕ ыттисенчен ниме те ытла уйрăлса тăман Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕсем регионсен хушшинчи турнирсем ирттерееççĕ. Ку вăл пĕрле хутшăнса ĕçлеме пĕлнин, юлташсен тĕревĕн, пуçлăхсен ăнланăвĕн кăтартăвĕ. Анчах Николай Угаслов веçех ăна пула çапла лайăх йĕркеленсе пырать тенипе килĕшмест.
«Хăш чух çынсене нумай та кирлĕ мар, хускалса каймашкăн кăшт кăна тĕртсе ямалла, – тет Николай Федорович. – Ырă ĕçсен усси пултăр».
Çуралнă кунĕнче хăй ялĕнче кĕрешӳ турнирĕ ирттерекен Николай Угасловăн тава тивĕçлĕ ятсем, регалисем чăнах та нумай. Вĕсемпе нихăçан та каппайланса çӳремест вăл, аслă тусĕсен умĕнче те, кĕçĕннисемпе те хăйне çав тери сăпай тытать. Ыр кăмăллăх енĕпе вăл нумайăшĕшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Ăна пăхса ыттисем те хускалаççĕ. Ав, Пăва тăрăхĕнчи чăвашсем те нумай пулмасть Г.Тимофеев палăкне уçрĕç, спорта аталантарасшăн тăрăшаççĕ. Çĕнĕ турнирсем иртеççĕ республикăри чăваш ялĕсенче. Çакă савăнтарать.
Хулаçырминчи ытти строительсем те кая юласшăн мар Николай Федоровичран. Ак, тĕслĕхрен, Ульяновскра пурăнакан Петр Исли. Вăл çак ăмăрту вăхăтĕнчи тăхтавра Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕн пĕрремĕш председателĕ пулнă Валерий Григорьевич Ислине асăнса мĕнле те пулин спорт турнирĕ ирттерме сĕнчĕ, спонсорла пулăшу пама пулчĕ. Хальхинче вăл Хулаçырми шкулне спорт хатĕрĕсем парнелерĕ. Чиркӳ тума та май çитнĕ таран пулăшать. Çапах яла хăтлăх кĕртес тесе тумалли ĕçсем нумай-ха.
Тăватă команда ăмăртрĕ турнирта: Самар облаçĕ, Ульяновск облаçĕ, Чăваш Республики, Тутарстан Республики. Чăваш кĕрешĕвне хутшăнакансем тахçанах интернационаллă ушкăн ĕнтĕ, Шлангăри тутар ачисем те кĕрешеççĕ чăвашла, Çĕрпӳри вырăссем те. Кăткăс ăмăртура Тутарстансем командăпа малти вырăна çĕнсе илчĕç.
Çĕнтерӳçĕсене чыслама нумай кубоксемпе парнесем хатĕрленĕ турнир спонсорĕсем. Мана Çĕпрел районĕн администрацийĕ панă парнесем тĕлĕнтерчĕç. Спортра пуçламăш утăмсем туса çĕнтерӳçе тухнă пĕчĕк шăпăрлансене хавхалантарса DVD проигрывательсемпе чысларĕç. Курсанччĕ эсир çак саманта! Аллине ыраттарнипе никама та çĕнтереймесĕр турнир тăршшĕпе кĕтесре куççуль кăларса ларакан сар ачана та пĕчĕк кубок тыттарчĕç. Ывăлĕнчен ытларах амăшĕ хĕпĕртерĕ-тĕр.
Хулаçырмисем хоккейла выляма та ăста. Формисем те вĕсен çĕршыв сборнăйĕнни пекех. Сайра ялта кун пеккине курма пулать. Çак кун кĕрешекенсемпе пĕрле хоккеистсем те çĕнтерӳшĕн тупăшрĕç.
 
: 902, Хаçат: 7 (997)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: