Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУРТМА ЮРАМАСТЬ
РФ Патшалăх Думи обществăлла вырăнсенче пирус туртма чаракан закона йышăннă. 2013 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вĕрентӳ (çав шутра шкулсемпе вузсенче те), сывлăх сыхлав, культура тата спорт учрежденийĕсенче, патшалăх влаçĕн, çамрăксен ĕçĕсен органĕсем вырнаçнă çуртсенче, ĕç вырăнĕсенче, хула тата хула çум транспорчĕ çинче, метрора, вокзалсемпе аэропортсенче, лифтсемпе пусма тăваткалĕсенче, ача-пăча вылякан вырăнсенче, автозаправкăсемпе автобус чарăнăвĕсенче тата ытти хăш-пĕр вырăнсенче туртма юрамасть. Закона пăхăнмасăр туртакансене 1000-1500 тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ.
ПĔРЛЕХИ НОМЕР
Раççейре оперативлă ятарлă службăсене чĕнмелли пĕрлехи телефон номерĕ – 112 – ĕçлеме пуçланă. РФ Президенчĕ çакăн çинчен калакан закон çине алă пуснă. Документпа килĕшӳллĕн, пĕрлехи номер Раççейĕн пĕтĕм территорийĕнче ĕçлемелле, вăл хальхи 01, 02, 03 тата 04 номерсене ылмаштарать. Кивĕ номерсемпе усă курассине 2017 çул тĕлне тĕпренех пăрахăçласшăн. «112» номерпе халĕ шăнкăравлама пулать ĕнтĕ, анчах та мобильлĕ телефонпа кăна-ха.
ПРИВАТИЗАЦИЕ ТĂСАСШĂН
Юнкун РФ Патшалăх Думин вице-спикерĕ Сергей Неверов журналистсене Патшалăх Думи çурт-йĕре тӳлевсĕр майпа приватизацилессин срокне 2013 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн та малалла тăсма шутлани пирки пĕлтернĕ. Çакна РФ Президенчĕ те ырлать.
ĔÇСĔРЛĔХ
Тутарстанра ĕçсĕррисен шучĕ 23872-пе танлашать. Февралĕн 7-13-мĕшĕсенче республикăри ĕçлĕх службин органĕсенче 1134 çын регистрациленнĕ. Вĕсенчен 765-шне ĕçрен кăларса янă, 600-шĕ хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен кайнă, 65-шĕ – ĕç вырăнне ликвидациленипе е штата чакарнипе ĕç вырăнĕпе сывпуллашнă. Çав вăхăтрах республикăри вакансисен банкĕнче 33500 ĕç вырăнĕ пурри паллă.
ЕЛЧĔКРЕ КĔТЕÇÇĔ
Февралĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енри Елчĕк районĕ кире пуканĕ йăтакансене йышăнать. Елчĕкри «Улăп» спорткомплексра çак кун ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн призĕсемшĕн кире пуканĕ йăтакансен турнирĕ иртет. Çак мероприятие елчĕксем Тутарстанран пысăк хăнана ТР Патшалăх Канашĕн Председательне Фарид Мухаметшина кĕтеççĕ.
 
: 965, Хаçат: 7 (997), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: