Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнере «Татмедиа» массăлла коммуникацисен агентстви Тутарстан халăхĕсен съездне хатĕрленĕ çĕре хутшăнакан ведомствăсен представителĕсемпе пресс-конференци йĕркелерĕ.
2002 çулти перепись хыççăн Тутарстанра 115 тĕрлĕ наци пурăнни паллă пулнă. Тутарсем чи йышлине эпир пурте пĕлетпĕр, вырăссемпе чăвашсем нумайăн. Çав вăхăтрах хăш-пĕр нацинчен (долган, яппун, саам, русин, ороч, караим, Вăтам Ази еврейĕ, Вăтам Ази арабĕ, алеут) пĕрер çын кăна. Паллах, нацин пĕр çыннине тупма хĕн, çавăнпа съезда йĕркелекенсем наципе культура обществисем çине таянса делегатсене суйлама йышăннă. I съезд 1992 çулта Хусанта Г.Камал ячĕллĕ театрта иртнĕ, çирĕм тĕрлĕ наци çынни хутшăннă унта. Вун пилĕк çул хушшинче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Халĕ АНКО 37 наципе культура обществине пĕрлештерсе тăрать. Çавăнпах съезд делегачĕсен шучĕ те палăрмаллах ӳсет.
Кăçалхи июлĕн 24-мĕшĕнчен (М.Ш.Шаймиев Указĕ тухнă кун) республикăра халăхсен II съезчĕ умĕн нумай мероприяти ирттереççĕ, тăтăшах «Сувара» вуласа тăракансем пĕлеççĕ вĕсем çинчен. Пресс-конференцире вĕсене йĕркелекенсем тĕплĕнрех паллаштарчĕç хăйсен планĕсемпе. ТР Культура министерстви йĕркелекен Этнокультура фестивалĕ пирки эпир асăннăччĕ ĕнтĕ. Май уйăхĕнчех пуçланнă республика шайĕнчи «Тутарстан – пирĕн тăван кил» творчество ĕçĕсен конкурсне Хусанти 149№ лицейре пĕтĕмлетеççĕ. Унта тутар, вырăс, чăваш, мари, мордва, еврей, удмурт тата ытти халăхсен ачисен пултарулăхĕпе паллашма пулать. Октябрĕн 31-мĕшĕнче тĕп хулари «Ак Барс» çамрăксен центрĕнче «Эпир пĕрле» студентсен фестивалĕ пулать. Тепĕр кунне вара Г.Камал ячĕллĕ тутар патшалăх академи театрĕнче «Пирĕн вăй туслăхра» шкулта вĕренекенсен фестивалĕ иртет.
Йĕркелӳ комитечĕ халăхсен съезчĕн сĕмне республикăн кашни кĕтесне çитересшĕн курăнать. Октябрĕн 19-20-мĕшĕсенче «Эпир пĕрле» этноэстафета маршручĕсем иртеççĕ. Творчество ĕçченĕсем – писательсемпе журналистсем, ТР Культура министерстви çумĕнчи РНМЦ ĕçченĕсем, АНКО представителĕсем, ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерствин ĕçченĕсем пулаççĕ унта. Октябрĕн 19-мĕшĕнче 10.30 сехетре Г.Камал ячĕллĕ театр умĕнчи тӳремрен вĕсем çула тухаççĕ. 1№ маршрут Пăвана тухса каять. Теччĕ, Çĕпрел, Апас, Тури Услон, Кайпăç, Камское Устье районĕнче пурăнакансен автобуспа килекенсене тĕл пулма 13.30 сехете Пăвари Культура çуртне пухăнма тӳр килет, кунта вĕсем кăркăс обществипе паллашĕç. 2№ маршрут Мензелинска, октябрĕн 20-мĕшĕнче Сармана, Çырчаллине çитет, ку маршрутпа казахсен обществинче тăракансем пыраççĕ. 3№ маршрутпа Пĕкĕлмене (Азнакаевăра, Павлăра, Ютазара пурăнакансен унта пымалла) грузинсен обществи те çул çӳреве тухать. Тепĕр кунне Лениногорскра пулать, элметсене унта кĕтеççĕ. Çав кунах Заинска çитет, анаткамăсене те тарават пулĕç. 4№ маршрута Балтасипе Атняна палăртнă, этноэстафетăна армянсен обществи хутшăнать. 5№ маршрут октябрĕн 19-мĕшĕнче Нурлатра (Аксу, Элкел, Спас районĕсенче пурăнакансен те унта пымалла), 20-мĕшĕнче – Çарăмсанра (çĕнĕшуçăмсен те унтах пымалла), çаплах Чистая (алексеевскисем унта пыраççĕ) та çитет. Ку автобуспа азербайджансем пуçтарăнса пырĕç. 6№ маршрут Маматăша каять. Елабугăпа Менделеевскра тата Агрызра пурăнакансен унта пыма тӳр килет. Этноэстафетăна кĕтсе илекенсене Хусантан килекен чăвашсене хапăл туса йышăнма ыйтатпăр. 7№ маршрут октябрĕн 19-мĕшĕнче Ешĕлвара каять, Çӳлту çыннисене те кĕтеççĕ этноэстафетăна йĕркелекенсем. Октябрĕн 20-мĕшĕнче çавсемех Лайăша çитеççĕ, Пĕтреçпе Рыбная Слобода çыннисен те Лайăшах пымалла. Ешĕлварпа Лайăша АНКОран тĕрлĕ наци çыннисем каяççĕ.
Съездăн йĕркелӳ комитечĕ тепĕр интереслĕ пуçару йĕркеленĕ: ноябрĕн 3-мĕшĕччен алăпа çырса, илемлетсе альбом хатĕрлемелле. Кашни страница пĕр-пĕр район пурнăçне сăнласа парать (çав район ăна хăех хатĕрлет). Октябрĕн 30-мĕшĕнче ТР Художниксен союзĕн Курав залĕнче тĕрлĕ наци ӳнерçисен куравĕ уçăлать.
 
: 1151, Хаçат: 42 (720)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: