Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юмах
(Малалли. Пуçл. 3–5 №№.)
 
Кĕмĕл чӳлмек йăтнă паттăр Тайман
Ту тăрринче тăнă! Хĕп-хĕрлĕ анăç
Хĕрлĕ тĕспе паттăра саламланă,
Кайăк шăпланнă, шыв шăнкăртатман.
Паттăр çине куççульне пытармасăр
Шăппăн пăхса тăнă хăтăлнă халăх.
Ту тăрринчен çĕнтерӳçĕ ансан,
Ашшĕ чупса пынă: «Ывăлăм, – тенĕ, –
Эсĕ-ши ку? Халиччен те пĕлмен-и
Эпĕ ман ывăлăм ар пулнине!»
Вăл ачине арçынла ыталанă,
«Ывăл!» – тесе халăха ăнлантарнă,
Халăх пуç тайнă Тайман ашшĕне.
 
Çич çухрăма аçтахан çитмĕл пуçĕ
Сирпĕннĕ пулнă. Ырхан халăх выçă,
Халсăр пулсан та, Тайман ыйтнипе,
Çуткăç çутса пур ене те саланнă,
Шуçăм шуса тухиччен пуç шыранă –
Тупнă пурне те. Тайман хĕçĕпе
Ăвăс, юман тӳнтерсе вутă татнă,
Пысăк кăвайт чĕртнĕ. Халăх çунтарнă
Çитмĕл пуçне те хĕрӳ кăвайтра!
«Çитмĕл пĕрмĕш пуçĕпе ик çуначĕ
Хыççăн кайма ан ман, – тенĕ пĕр
карчăк, –
Эп – хĕр кукамăшĕ, ашшĕ – çумра.
Амăшĕ йывăрлăха чăтаймарĕ,
Ӳкрĕ. Тăма вăйĕ-халĕ юлмарĕ…»
Савнă Илен ашшĕне пуç тайса
Паттăр Тайман чӳлмекне панă, тенĕ:
«Сиплĕ симпыл чӳлмекре. Халь çĕкленĕ
Çак симпыла çăварне тумлатсан!»
 
Ту тăррине тепĕр хут вăл хăпарнă,
Çиçĕм-хĕçне тепĕр хут йăлтлаттарнă.
Икĕ катмар çунатне те пуçне
Ăйăрĕпе сĕтĕрсе хăвăрт аннă.
Ывăннă пулнă çав паттăр, курман вăл
Йывăç пек выртнă хӳре татăкне.
Ик çунатне кунĕпе вăл çунтарнă.
Пуçĕ çунман – вакласа ăшаланă.
Пуçĕ, çунтарнă чух, макăрнă тет
Пĕчĕк пепке пек. «Ан шан! – тенĕ ашшĕ, –
Сĕмсĕр, чее чун сана улталасшăн».
Тăнă пăхсах хĕр кукамăшĕ те.
 
Тĕрлĕ ене саланса кайнă халăх:
Хăшĕ хуллен утнă, хăшĕ юрланă.
Халăх сасси шăплансан, чăтлăхран
Тухнă туя туяланнă хĕрарăм –
Кĕмĕл чӳлмек пăчăртанă мăнтарăн.
Ун упăшки, Илен ашшĕ, аран
Хыçĕнченех пынă. Мăшăр каланă,
Йăлăннă та: «Аçтаха ăрăмланă.
Мĕскĕн Илен ал-урасăр выртать!
Пирĕн хĕре сан кăштах хĕрхенесчĕ,
Çак шĕвеке пĕр тумлам ĕçтересчĕ.
Сиплĕ симпылсăр ăна чир хăртать».
Паттăр Тайман хуравланă: «Пĕлетĕп.
Çак хуйхăпа эпĕ хам та çӳретĕп.
Савнă хĕре эпĕ таврăнсанах
Çак симпыла ĕçтерсе сыватасшăн.
Сирĕн хĕрне эпĕ арăм тăвасшăн!
Эпĕ юратрăм ăна курсанах».
«Илтрĕн иккен эс мана, Аслă Турă!
Çĕр çывăрмасăр йĕрсе кĕлĕ турăм.
Тупăнчĕ паттăр!» – хĕрарăм ӳксе
Тарăн пуç çапнă. Тайман чĕркуçленнĕ,
Хĕр амăшне ыталанă. Йĕпеннĕ
Куçĕсене вăрттăн шăлнă арсем.
 
Çил çуната çавăтса хĕр кукамăшĕ
Хурăнлăхран тухнă та: «Хĕвел анăçĕ
Çутă, вăрман витĕр каç пуличчен
Тухăпăр, – тенĕ, – çĕрле тулли уйăх
Халь çутатать – çӳреме лайăх пулĕ,
Ăйăр та вăй илчĕ хурăнсенчен,
Шуçăм шуса тухнă чух улăх урлă
Каçăпăр… Эпĕ темле тĕлĕк курнă
Йывăç çумне çурăмпа çыпçăнса:
Акăшсене кураксем хăвалаççĕ,
Хурăнсене çĕленсем хупăрлаççĕ!..
Пĕлнĕ вăрман çумĕпе васкасан,
Çитĕпĕр – сывлăм типсе ĕлкĕреймĕ…»
 
Çутă чух тĕттĕм вăрман та илемлĕ:
Кайăк юрлать, йывăç алă çупать.
Каç пуличчен сĕм вăрман витĕр тухнă
Ăслă çынсем. Каçĕ уйăхлă пулнă.
Уйăх тухсан, хир те çутă пулать.
Сывлăм йĕпетнĕ çулман улăх урлă,
Тӳррĕн, çынсем кай ене утнă. Шурлăх
Пӳлнĕ сасартăк вĕсен çул-йĕрне.
Хăмăшлăхран уçă сасăллă вутăш
Тухнă та: «Кĕтнĕ çынсем те тĕл пулчĕç, –
Тенĕ, – мана чӳлмекне е хĕçне
Парăр, вара эп сире çул кăтартăп!
Килĕшмесен… Шурлăха эпĕ сартăм
Çĕр çухрăма. Танккăр, халăр пулсан».
«Шурлăх хуçи, ăнлантар-ха, тархасшăн:
Эс чӳлмекпе е хĕçпе мĕн тăвасшăн?» –
Шыв хĕрĕнчен ыйтнă паттăр Тайман.
«Йывăç туру шӳрĕ, çӳç тураймастăп,
Çивĕтлемен пуçăма ухаймастăп.
Кĕмĕл тура шур сухаллă Шыври
Парĕ мана чӳлмекӳшĕн-хĕçӳшĕн…
(Малалли пулать.)
 
: 735, Хаçат: 6 (996), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: