Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнере, январĕн 31-мĕшĕнче, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, «Хресчен сасси» хаçатăн директорĕ – тĕп редакторĕ, ЧР Писательсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов, РФ Пенси фончĕн Шупашкар хулинчи уйрăмĕн, Шупашкар хулин Мускав районĕн администрацийĕн представителĕсем чăвашсен паллă çыравçине, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Валентина Эльпие çĕр çул тултарнă ятпа саламланă.
Министр хисеплĕ çыравçа РФ Президенчĕ В.В.Путин тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ячĕсенчен саламланă.
Валентина Андреевна Эльпи (Андреева) 1913 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Енри Тăвай районне кĕрекен Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă. Шупашкарти медицина техникумĕнче, пединститутăн хатĕрленӳ уйрăмĕнче, КПСС Чăваш обкомĕ çумĕнчи Чăваш хаçатпа парти шкулĕнче вĕреннĕ. Вăрмар районĕнчи участок больницинче, Куславкка районĕн хаçатĕнче, республикăри «Канаш» хаçатра, ЧАССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиовещанипе телевидени комитечĕн ача-пăча вещанийĕн редакторĕнче ĕçленĕ.
Литература ĕçне Валентина Эльпи 1946 çулта кӳлĕннĕ. Унăн пирвайхи хайлавĕсем «Хыпар», «Советская Чувашия», «Чăваш Ен» хаçатсен страницисенче пичетленнĕ. Калавсен пĕрремĕш «Куçса çӳрекен çурт» кĕнеки вара 1956 çулта Мускавра вырăсла пичетленсе тухнă. Валентина Андреевнăн хайлавĕсем шкул программине те кĕнĕ. «Пепке çуралсан...» кĕнеки «Литературная Чувашия: книга года 2006» республика конкурсне хутшăнса вулакансенчен нумай ырă сăмах илтнĕ.
Эльпин хайлавĕсемпе радиопередачисене вуласа-итлесе темиçе çамрăк ăру çитĕннĕ. «Шăпах ачасемпе ĕçлени çамрăклăха чылайлăха упраса хăварма пулăшрĕ те», – тет çыравçă. Валентина Эльпин кĕнекисем патриотизм, туслăх, шанчăклăх, паттăрлăх туйăмĕсене вăратаççĕ. Вĕсене вырăс, мари тата ытти чĕлхесене те куçарнă.
Валентина Эльпи – 20 ытла кĕнеке авторĕ. Унăн хайлавĕсем интереслĕ тата хăйне евĕрлĕ: чĕлхи çыпăçуллă, ăнланмалла; сăнарĕсем ырă кăмăллă, çаврăнăçуллă, ăслă ачасем; сюжечĕ тыткăна илсе вулакана асамлă ачалăха илсе çитерет. Ачасем, вĕсемпе пĕрлех аслисем те, çав кĕнекесене темиçе хутчен вулаççĕ.
Эльпин хăш-пĕр произведенийĕсем К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче иккĕмĕш пурнăç курнă. Тĕслĕхрен, «Çав кунсен чапĕ çухалмĕ» драма театрăн репертуарĕнче нумай çул пулнă. Кăçал ЧР Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнипе Чăваш патшалăх пукане театрĕ Эльпин произведенийĕсемпе спектакльсем лартма хатĕрленет. Валентина Эльпин нумай çулхи ĕçне медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе палăртнă. 1989 çулта ăна «Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
100 çула çитнĕ пулин те Валентина Андреевна паян та хăйĕн произведенийĕсенчи сăнарсен шухăшĕсемпе, сывлăшĕпе пурăнать-ха. Чăн телее вăл çемьере курать. Унăн икĕ хĕр, тăватă мăнук тата çичĕ кĕçĕн мăнук.
www.cap.ru порталти хыпарсемпе усă курса
 
: 1465, Хаçат: 6 (996), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: