Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 50-52 №№, 1-4 №№.)
Мухтарĕç мана ун чухне çухалса кайманнишĕн. Çавăн чухне çуралчĕ те тухтăр пулас ĕмĕт. Анчах, пĕлтĕр кукка кирлĕ эмел çуккипе вилсе кайсан, ĕмĕте улăштартăм. Мĕншĕн тесен тухтăр чире тĕрĕсех палăртсан та кирлĕ эмел çук пулсан çын пурнăçĕ татăлать. Çавăнпа та çынна сыватассинче, ăна вилĕмрен хăтарассинче пĕрремĕш вырăнта эмел тăрать, çавăнпах эпĕ те фармакологи уйрăмне вĕренме кĕресшĕн.
– Апла, унта вĕренме кĕрсен те, эпир санпа пĕрлех пулатпăр.
– Кĕрейсен. Халь калаçăва татар-ха. Эпир санпа хамăр килсен умĕнче, çул хытти çинче çур сехет ытла тăратпăр ĕнтĕ. Сан кукаму та, ман анне те кантăкран пăха-пăха илеççĕ. Анне юлашки пăхура чăмăрĕпе юнарĕ. Кăнтăр кунĕнче хĕрпе йĕкĕт урамра темччен тăни илемлех мар вăл, килсене кĕрер.
– Чим-ха, чим, эсĕ ман тĕп ыйту çине хуравламарăн, атя кĕçĕр укăлча хĕрринчи виç хурăн патĕнче тĕл пулар? – тархасларĕ Кирюк.
– Юрать, тулĕк кая ан юл, – тесе Çинук хапхи еннелле утрĕ, Кирюк та пӳртне кĕчĕ.
 
***
Кукамăш мăнукне тутлă апатпа кĕтсе илчĕ. Хăй тем пек савăнăçлă, пур-çукшăн та йăл-йăл кулкаласа илет. «Кукамая та çуркунне «сĕрĕмĕ» тивнĕ-ши?» – шутлать Кирюк, мĕн пулнине ыйтса кӳрентересрен шикленет. Кукамăш савăнăçне текех пытарса тăраймарĕ, мăнукĕ апатланнă май сăмах пуçарчĕ.
– Тинех куçу уçăлчĕ-им? Çинук чиперрине эсĕ асăрхани мана савăнăç кӳчĕ. Юрату сăннисем чĕрене тирĕнсе куçсене уçаççĕ. Анчах хăватлă туйăм вăхăт шунине мантарать. Сирĕн умăрта экзаменсем тăнине асăрта тытăр.
– Кукамай, эпир ун çинчен пĕрре те манмастпăр, кĕнекесене пĕртте алăран ямастпăр, – пусарчĕ ват çын пăшăрханăвне Кирюк. – Эсĕ ĕнер мана Яхруçсен тăхăмĕ çинчен каласа пама пулнăччĕ. Кăштах пуçа кантармалла эпĕ сана итлеме хатĕр.
– Вĕсен йăхĕ çинчен аса та илес килмест, анчах панă сăмаха тытмаллах. Итле эппин эпĕ вĕсем çинчен мĕн пĕлнине, – тенкел илсе Кирюка хирĕç ларчĕ кукамăш. Вăхăт ун питне ăста тĕрĕçĕ пекех йĕрленĕ. Пурнăçра килсе тухнă йывăрлăхсем хăварнă вĕсене. Çӳçне те шеллемен ав, шупка тĕс кĕртнĕ. Çулĕсем те пысăк унăн, çавах вăл сывлăх енчен аптрамасть-ха, хăйĕнчи ăшăлăха пĕр шелсĕр мăнукне парать.
– Вĕсен хушамачĕ – Телешев, – пуçларĕ калавне кукамăш. – Ял-йышра вĕсене Тилишухсем теççĕ. Яхруç ашшĕн аслашшĕ Тăрнапуçĕнче вăтам хресченсен шутне кĕнĕ. Хăй пурлăхне тĕрлĕ майпа ӳстерсе пынă – ăçта вăрланă, ăçта улталанă. Тыр-пула пухса кĕртсен кĕр мăнтăрĕпе ялта савăнăçлă ĕçкĕсем пуçланаççĕ. Тăван-хурăнташсем кампанисене чăмăртанса килĕрен-киле çӳресе хăналаннă. Эрех те, сăра та ĕçнĕ, анчах хальхи пек намăса пĕлмесĕр ăçта килчĕ унта ӳсĕрпе тăсăлса выртман. Çав йăла халь пачах та çук. Виççĕн пухăнса лавкка хыçĕнче кĕленчене пушатаççĕ те килĕсене саланаççĕ. Хăшĕ-пĕри пĕчченех килте ĕçсе выртать. Яхруç ашшĕн аслашшĕ эрех ĕçсе кăмăлне килентермелли аван меслет шутласа кăларнă. Вăл нихăçан та кил-çуртне кампани кӳртмен, хăй ют кампание ермешсе эрех сĕрсе çӳренĕ. Какăриччен ĕçсе-çисе тултарсан килне юрласа таврăннă.
Юратман ăна çакăн пек нĕрсĕрлĕхшĕн ял халăхĕ, тĕттĕм кĕтесре чышкăласа та илнĕ, анчах килпетсĕр йăлана пăрахман, вăл ывăлĕсене, хĕрĕсене те куçса пынă. Яхруç ашшĕ, Карачăм, мăн аслашшĕсенчен те ирттерчĕ, кампанисемпе ĕçес йăла пĕтсен те вăл мухмăр чух кирек хăш çурта кĕрсе: «Ах Тур вилеп, пĕрер черкке парса чĕртĕр-ха», – тесе тарăхтарнă. Эрех çук тесе хуравласан одеколон та пулин ыйтса илнĕ. Çавăнпах эрех сĕрсе çӳрекенсене пирĕн ялсем «Тилишух» теççĕ.
Яхруç сан аннӳпе пĕр çулта çуралнă, çав тери чарусăр ӳсрĕ. Сакăр класс пĕтерсен вăл хулана тухса кайрĕ. Ăçта ĕçлени паллă мар. Унта вăл йĕркерен тухса тĕрлĕ арçынсемпе кĕрт йытти пекех чупнă пирки Хусанта тĕпленнĕ пирĕн ял çыннисемех тăванĕсене çырса пĕлтернĕ. Кăмăлĕ пăтранса хăсса пĕтсен вăл чухласа илет – унăн çие юлнă. Тӳрех яла таврăнать вăл. Малтан сан аçу çине куç хывать, анчах ĕç тухмасть. Унтан Артамун Петруçне хăмăтлама тĕвĕлет.
Петруç ялта чи йăваш каччăччĕ, çамрăк чух вăл сан аннӳ çине куç хывнă пулнă. Яхруç ун çумне çыпçăнма тытăнсан, йăваш пулсан та, ăна пăрса яма хăюлăх çитерет. Анчах Яхруç каварлăхне Петруç пĕлмен çав. Чупкăн хĕр хăй шутланинчен пĕр утăм та чакмасть. Хăй йывăрланнине вăл ашшĕне каласа парать, хырăм пăрахма та килĕшмест. Амăшĕ йывăр чире пула ир çĕре кĕчĕ. Епле те пулсан Петруçа ĕçтерсе ӳсĕртсе Яхруçпа пĕр вырăн çине вырттармалла. Каварлă шухăша пурнăçа кĕртме мел те ӳкет. Карачăм ялта лавкка лартма пуçăннăччĕ ун чухне. Шуршывран цемент, шифер тата ыттине турттарса килме Петруçа чĕнет вăл. Каччă ун-кун çинчен шухăшласа тăмасăрах килĕшет. Ĕç хыççăн эрехпе сăйлану, техĕмлĕ апат-çимĕç… Пĕр-ик черкке ĕçсен картишне туртма тухаççĕ. Çав вăхăтра Яхруç черккисене тултарса хурать, Петруçăнни çине çывăртакан эмел ярать. Çав эрехе ĕçсен çамрăк арçын кăшт ларсанах ыйха путать. Ăна самантрах труççикпе кăна хăварса Яхруçăн вырăнĕ çине вырттараççĕ. Ашшĕ кунтелей шырама тухса каять, хĕрĕ труççикпе те кăкăр çыххипе юлса Петруç çумне выртать.
– Эсĕ, кукамай, çаксене ху курса тăнă пекех каласа паратăн, – татрĕ ват çынна Кирюк, – тен, ку çынсен пуш сăмахĕ кăна?
– Эсĕ шăпăрт итлесе лар. Ялта кирек хăш çын та ал тупанĕ çинчи пекех. Темле вăрттăнлăх та тăрă шыв çине тухать. Итлеме тӳсĕмĕ пĕтрĕ-им?
– Çук, çук, кукамай, – хăраса ӳкрĕ калав татăласран мăнукĕ, – кала малалла.
– Нумай шырамасть Карачăм кунтелей пулмалли çынна. Хăйсен кассинче хусахла пурăнакан Пракух патне кĕрет. Лешĕ хуппипе пĕçернĕ çĕр улмине килька пулăпа каçхи апат туса ларать.
– Ытла та ансат-çке сан апату, – пуçлать калаçăва каçхи хăна, – атя ман пата хăнана, юна хĕртмелли те кăштах пур…
Пăракух çакна илтсен шалтах тĕлĕнет. Тилишух Карачăмĕ халиччен хăй патне эрех ĕçме никама та чĕнмен, хăй ял тăрăх эрех сĕрсе çӳренĕ. «Ай-хай, ку хыт пăрçа манран куласшăн мар-ши? – тесе те шухăшлать. – Анчах мĕн çухататăп-ха эпĕ? Каç тĕттĕмĕнче кам курĕ мана хур кăтартса кулнине?» Утаççĕ вара вĕсем Пӳлме кас урамĕпе. Карачăмсен çурчĕн кантăкĕсенче çутă çуккипе Пракух чунĕнче темле кĕтменлĕх йăшăлтатса илет. Кĕреççĕ вĕсем çурта, çутă çутса сĕтел хушшине лараççĕ. Пĕрер черкке пушатсан Карачăм сасартăк ăшталанса ӳкет.
– Ах, ку Яхруçа, алăксене питĕрмесĕрех клуба тухса чупнă, кĕр те çаратса кай пĕтĕм пурлăха, – сиксе тăрса япалисене никам та илмен-ши тесе малти пӳртне кĕрсе çутă çутатать. Шăналăк хыçĕнче тем ĕсĕкленĕ сас илтет те:
– Пракух! Кĕр-ха кунта. Те Яхруçа такам хĕнесе хăварнă…
Пракух кĕрсен шăналăка уçаççĕ те Петруç труççикпе кăна иккенне кураççĕ. Вăл хăяккăн выртнă та Яхруçа хыçалтан ытакланă, аллисем хĕрĕн кăкăрĕ çинче. Яхруç ашшĕпе Пракуха курсанах:
– Атте, эпĕ айăплă мар, эсĕ тухса кайсанах Петруç мана пусмăрлама тытăнчĕ, – çухăрашма тытăнчĕ вăл. – Тем пек хирĕç тăрсан та вырăн çине вырттарчĕ. Кăшкăрас тетĕп, унпа кĕрмешнипе, пăлханса кайнипе сасă та тухмасть. Пĕтерчĕ ман хĕр чыслăхне çак путсĕр! Халь кам мана качча илĕ ĕнтĕ?..
– Ан çухăраш-ха, хĕрĕм. Эсĕ, Пракух, кунтелей пулăн. Енчен те Петруç Яхруç çине авланма хирĕçлесен эпĕ ăна суда паратăп. Эсĕ судра ху куçусемпе курнине тĕрĕс каласа парăн.
– Курнине калăп-ха ăна, анчах эпĕ вĕсен уринчен тытса тăман – те Яхруç Петруçа пусмăрланă, те Петруç – Яхруçа? Петруçăн пичĕ çинче пĕр чĕрмеленĕ йĕр те çук. Хĕрсем вĕсем кушак евĕр чăрмалама ăста.
(Малалли пулать.)
 
: 814, Хаçат: 6 (996), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: