Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хальхи вăхăтра тем тĕрлĕ савăт-сапа та туянма пулать. Пурпĕрех кил хуçисен тĕпелĕнче алюмини кастрюльсем курма пулать-ха. Ара, ăна упрамашкăн тем тумалла мар, вăл çăмăл, йӳнĕ тăрать. Тата мĕн кирлĕ? Ӳксе авăнсан та хăйĕн тивĕçне пурнăçлама пăрахмасть вăл. Апат çунса тĕпне ларсан та кастрюле çăмăллăнах çуса тасатма май пур. Хытă мунчалапа тата савăт çумалли порошокпа сăтăр та – пулчĕ те, кастрюль каллех çĕнĕ чухнехи пекех ялтăртатса тăрать. Анчах та… алюмини пирĕн сывлăха сиен те кӳме пултарать-мĕн.
Ĕçĕ акă мĕнре. Алюмини йӳçек (улма-çырла вĕретнĕ шыв) е сĕлтĕ шĕвекпе (сĕт) тĕл пулсан апат çине те лекет иккен. Паллах, пĕрре кунашкал апата çинипех организма сиенлĕ веществосем нумай лекмеççĕ. Анчах та «металл çимĕçпе» куллен апатлансан Паркинсон тата Альцгеймер чирĕсемпе чирлес хăрушлăх пысăк.
Çапах та алюмини савăтсене кăларса пăрахма васкамалла мар, вĕсемпе тĕрĕс çеç усă курмалла. Апла-тăк алюмини савăтпа мĕн тума юрать, мĕн тума юрамасть – çакна асра тытар.
Юрать:
– шыв вĕретме;
– шыв çинче пăтă пĕçерме;
– хупăллă пахча çимĕç пĕçерме.
Юрамасть:
– варени вĕретме (улма-çырласем пурте тенĕ пекех йӳçĕ пулаççĕ);
– сĕтпе пăтă пĕçерме;
– хуппине шуратнă пахча çимĕç, аш, пулă пĕçерме;
– сĕт вĕретме.
Савăтăн ăшне абразивлă порошоксемпе çума тата хытă мунчалапа хырма юрамасть – çакă алюмини оксичĕн çӳхе пленкине сиенлет, вăл вара шăпах метала апат çине кайма чарса тăраканни пулать те.
 
: 811, Хаçат: 6 (996), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: