Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (04.06.2020 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, çумăр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Диетологсем ирхи апат тумаллах теççĕ пире, анчах мĕн кăмăла килет çавна çимелле мар иккен. Çиме юраман продуктсен «хура списокне» те хатĕрленĕ вĕсем. Мĕн кĕрет çав списока? Мĕншĕн çиме юрамасть ăна?
Чи малтанах эпир йогуртпа банана куратпăр. Ку самай тĕлĕнтерет, мĕншĕн тесен чылайăшĕ, кăшт та иккĕленместĕп, куна шăп вĕсенчен пуçлать. Апла пулин те выçварла çимелле мар иккен вĕсене. Медиксен сăмахĕпе, бананра магни нумай. Ирсерен банан çиессине йăлана кĕртсен çыннăн кальципе магни шайĕ пăсăлма пултарать. Ку вара чĕрепе юн тымар системи çине ырă витĕм кӳмест.
Пуш апат хуранне лекнĕ йогуртăн усăллă веществисем çухалаççĕ. Апатланнă хыççăн 2 сехетрен çинĕ йогуртран самай ытларах усă пулать.
Выçварла апельсин çинине те ырламаççĕ диетологсем – гастрит е аллерги пуçланас хăрушлăх ӳсет. Пектинпа тир тăвакан йӳçексенчен (вĕсене пула апат хуранĕнче чулсем пуçтарăнаççĕ) пуян хурмапа помидора та сивленĕ тухтăрсем.
Çаплах хура списока ыхрана, консервланă, тĕтĕмленĕ продуктсене кĕртнĕ.
Выçварла çинĕ пылак пăрăç, чĕрĕ купăста, симĕс хăяр апат хуранĕн стенкисене суранлатать. Çак пахча çимĕçсене уйрăмах вар-хырăм чирĕсемпе час-час аптракансен çимелле мар.
Çавăн пекех сивĕ соксем-лимонадсем те ĕçме хушмаççĕ, вĕсене пула хĕрарăмсен уйăх хушшин çаврăмĕ те пăсăлма пултарать иккен. Асра тытмалли тата пур: выçварла çинĕ сахăр организмшăн пысăк кĕтменлĕх, стресс пулса тăрать: апат хуранĕ айĕнчи парсем кирлĕ чухлĕ инсулин уйăрма ĕлкĕреймеççĕ, çавна пула йӳçеклĕхпе щелочь шайĕ пăсăлать.
 
: 1400, Хаçат: 6 (996), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: