Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тухтăр ĕçĕ – питĕ пархатарлă ĕç. Çак ĕçре ĕçлеме, ман шутпа, кашниех пултараймасть. Медицинăра вăй хураканăн этемĕн органĕсене, чирĕсене витĕр пĕлсе сиплеме пултарнисĕр пуçне çынпа калаçма та, кирлĕ канаш пама та пĕлмелле. Япăх тухтăр патне, тем тесен те, çынсем пырасшăнах мар. Лайăххисем патне килекенсем вара пĕрмай нумай.
Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче нихăçан та çын татăлмасть. Çакăнта кунта ĕçлекен Людмила Петровна Захарова фельдшерпа Надежда Васильевна Евграфова акушеркăн та тӳпи пысăк, паллах. Вĕсем кашни килекен çынна ăшшăн кĕтсе илсе пулăшу параççĕ, сиплеççĕ. Тухтăрсен ăшă сăмахĕ чирлисене эмел пекех сыватать, вăй хушать. Эпир пынă чух та шкул çуртĕнче вырнаçнă медпункта темиçе минут хушшинчех 7-8 çын пычĕ: пĕрин юн пусăмĕ ӳссе кайнă, теприн укол тутармалла, виççĕмĕшĕ кăкăр ачине тĕрĕслеве илсе пынă… Вăл кун медпунктра Надежда Васильевна пĕчченех ĕçлетчĕ, пурне те çийĕнчех йышăнчĕ вăл, кирлĕ пулăшу пачĕ. Н.В.Евграфова кунта Пăвари медучилищĕне пĕтернĕренпех тăрăшать. Ĕç стажĕ – 21 çул.
Кашни кун ирхине 8-тан пуçласа 15 сехетчен ФАП алăкĕсем кунта килес текенсемшĕн уçă. Кирлех пулсан ялти тухтăрсем чирлекенсене талăкăн хуть хăш вăхăтĕнче те пулăшу пама хатĕр. Ĕçĕ çавнашкал вĕсен – пĕр чирлĕ çынна та пулăшусăр хăвармалла мар. Çĕнĕ Йĕлмелти медицина ĕçченĕсене малашне те халăхăн сывлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлемешкĕн çирĕп вăй-хал сунатпăр.
 
: 1544, Хаçат: 6 (996), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: