Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПЕРМЬ КРАЙĔ. Тӳлевсĕр приватизаци вĕçлениччен уйăхран та сахалрах вăхăт юлчĕ. 2013 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕнче çурт-йĕр фондне приватизацилесси çинчен» РФ Законĕн вăйĕ пĕтет. Пермь хулинчи Çурт-йĕр харпăрлăхçисен юлташлăхĕсене пулăшакан фонд тата общежитисенче пурăнакансем çурт-йĕре тӳлевсĕр приватизацилессине пăрахăçланине хирĕç, вĕсем çак закона яланлăхах хăварма ыйтаççĕ. Асăннă фонд РФ Патшалăх Думине Пермь крайĕнчен суйланнă депутатсем тата крайăн Закон кăларакан Пухăвне çурт-йĕре приватизацилессине тăсма ыйтса сĕнӳпе тухнă.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔН представительстви ку эрнере Берлинра уçăлнă. Вăл Раççейĕн Германири посольстви çумĕнче ĕçлĕ. Представительствăна уçнă çĕре Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов та хутшăннă. «Представительство малашне кулленех ĕçлĕ. Мĕншĕн шăпах çак çĕршыва суйласа илнĕ-ха? Мĕншĕн тесен Германи Ульяновск облаçĕн экономика енĕпе чи тĕп партнерĕсенчен пĕри. Хальлĕхе ведомство штатĕнче пĕр çын çеç ĕçлет-ха. Представительство Ульяновск компанийĕсене нимĕçсемпе килĕштерсе ĕçлеме пулăшĕ», – ăнлантараççĕ Ульяновск облаçĕн Правительствин пресс-службинче. Регионăн кĕпĕрнаттăрĕ Германире автокомпонентсем кăларакансемпе тĕл пулса калаçнă, Раççейри Германи çулталăкне хупассин церемонине Ульяновск облаçĕнче ирттерме май пурри çинчен те сăмах хускатнă.
ПУШКĂРТСТАН. Февралĕн 13-мĕшĕнче Раççейре вырăссен паллă юрăçи Федор Шаляпин çуралнăранпа 140 çул çитнине уявлаççĕ. М.И.Глинка ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри музыка культурин музейсен пĕрлешĕвĕ пуçарнипе Шаляпин çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă тĕп мероприятисене Ĕпхӳре ирттерме йышăннă. Çак кун иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех асăннă хулара аслă юрăçа халалланă тĕрлĕ мероприятисем иртмелле. Мĕншĕн Ĕпхӳ хулине суйласа илнĕ-ха? 1890 çулта шăпах çак хулара Федор Шаляпин пуçласа опера партийĕнче юрланă-мĕн. Пĕрремĕш контракт çине те юрăç çакăнта алă пуснă. Тата унăн ятне афишăсем çине пуçласа Ĕпхӳре çырма тытăннă.
ЧĂВАШ ЕН. Иртнĕ эрнере РФ Президенчĕ В.В.Путин Сталинграда хӳтĕленĕ вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулчĕ. Унта Чăваш Республикинче пурăнакан Алексей Яковлев фронтовик та хутшăннă. Хĕрлĕ çар нимĕç фашисчĕсене Сталинград патĕнчи çапăçусенче аркатса тăкнăранпа 70 çул çитнине халалланă чаплă йышăну Кремлĕн Пысăк керменĕн Георги залĕнче иртнĕ. Унта Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă 300 ытла ветерана чĕннĕ. Сăмах май, паянхи кун тĕлне Чăваш Енре Сталинград çапăçăвне хутшăннă 73 ветеран пурăнать, вĕсенчен 35-шĕ – Шупашкарта. Пурĕ вара «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе 2 пин ытла Чăваш Ен çыннине наградăланă. Алексей Яковлев ахальтен мар Президентпа тĕл пулмашкăн кайма тивĕçнĕ. Вăл Иккĕмĕш тĕнче вăрçине Финн вăрçинчен пуçласа Япони вăрçичченех утса тухнă.
 
: 874, Хаçат: 6 (996), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: