Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанра чăвашсем халăх шучĕпе виççĕмĕш вырăнта. Çавна кура ентешсем республикăн мĕнпур сферинче ĕçлеççĕ. Çав шутра, паллах, промышленноçăн тĕп отраслĕнче – нефть уçланă çĕрте те. Акă ĕнтĕ 70 çул республика хура ылтăн кăларать. Сăмах май, 2012 çулта Тутарстан пĕтĕмпе 32,7 миллион тонна нефть уçланă. Кунта чăвашсен те тӳпи çук мар, мĕншĕн тесен нефть кăларма тытăннă пĕрремĕш кунранах ĕçе пуçăннă ентешсем те пур пирĕн. Çак 70 çулта нефтяниксен çемье династийĕсем те пайтах йĕркеленнĕ. Кун пек çемьесенчен пĕри – Элмет районĕнчи Ереспел ялĕнчи Мироновсем. Вĕсен çемйин пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 90 çула яхăн.
Пĕртăван Михаил, Валерий, Алексей Мироновсен пĕрле пуçтарăнса ларсан мĕн çинчен калаçмалли яланах тупăнать. Паллă ĕнтĕ, нумай чухне вĕсен калаçăвĕ ĕç çинчен, мĕншĕн тесен «Ямашнефть» НГДУн 5№ ЦДНГра нумай çул пĕрле ĕçлеççĕ вĕт. Вĕсенчен Михаил Васильевич кăна хальлĕхе тивĕçлĕ канура, вăл кунта 33 çул ĕçленĕ, шăллĕсен Валерипе Алексейĕн те ĕç стажĕсем 20 çул ытла ĕнтĕ. Сăмах май, пĕртăвансен ачисем те нефтяниксем, чăн та, тĕрлĕ хулара тăрăшаççĕ.
Ереспел çывăхĕнче вырнаçнă 5№ ЦДНГ ĕçлекен 11 çынран 10-шĕ чăваш пулнине пĕлсен эпир вĕсемпе паллашас тесе вăрман ăшĕнчи базăна ятарласах çитсе курма тăрăшрăмăр, анчах ентешсемпе тĕл пулаймарăмăр. Вĕсем кашни хăйсен участокне кайнăччĕ. Валерий Васильевича та канмалли кунĕ пулман пулсан тĕл пулаймастăмăрччĕ пуль. Пирĕн телее, эпир пынă чух вăл килтеччĕ.
Валерий Васильевич ахаль лармастчĕ пулин те пире ăш-пиллĕн кĕтсе илчĕ. «Пирĕн темех каласа памалли çук пуль», – текелерĕ сăпайлăн. Тĕрĕссипе, вăл 5№ ЦДНГри операторсенчен чи пысăк стажлисенчен пĕри, нефтьпе газ кăларас енĕпе ĕçлекен 5-мĕш разрядлă оператор. Тăрăшуллă ĕçшĕн, профессионализмшăн «Татнефть» УАОн генеральнăй директорĕн Тав çырăвне те, Хисеп хучĕсене те пĕрре мар тивĕçнĕ. 2012 çулта ПДК (предельно-допустимы й концентрат) енĕпе тĕрĕслев тăрăх, вĕсен бригади I вырăн та йышăннă-мĕн.
Валерий Васильевич базăна Михаил тетĕшĕ хыççăн килнĕ те акă ĕнтĕ 21-мĕш çул пĕр чарăнмасăр тăрăшать. Пытармăпăр, эпир, урăх сфера çыннисем, нефтяникăн ĕçне мар, нумай чухне унăн ĕç укçи пысăк пулнине çеç пĕлетпĕр. Тĕрĕссипе, операторăн ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар-мĕн, çитменнине тата сывлăхшăн калама çук сиенлĕ. Çанталăка, çулталăк вăхăтне пăхмасăр темиçе çухрăм утса нефть уçлакан станоксене, насуссене, нефть пăрăхĕсене тĕрĕслемелле. Çитменнине кунĕпех сероводород шăршламалла. Валерий Васильевичăн кăна, тĕслĕхрен, 16 станок-качалкăна пăхас тесе 14,5 километр утмалла тата 17 километр тĕп нефть пăрăхне тĕрĕслесе çаврăнмалла. Çапла кашни кун ирхине 8 сехетрен тытăнса каçхине 5-ччен. Паллах, шăнасси те, юр-çумăр айне юласси те пулать. Ĕçĕ пӳлĕмре лармалли мар-çке. Ахальтен мар, çак отрасльте тăрăшакансем 55 çултах пенсие тухаççĕ.
Предприяти хăйĕн ĕçченĕсене сывлăха çирĕплетме санаторисене те ярать-ха, анчах ял çыннин ялан вăхăт çук. Çавăнпа канма та нумай чух каяймасть. Валерий Васильевич та акă: «Кăçал канма каймаллах пулать ĕнтĕ», – текелерĕ каллех иккĕленӳллĕн. Кил-тĕрĕшре ĕç нумаййине пытармарĕ ентешĕмĕр. Выльăхĕсем кăна мĕн чухлĕ те вĕсен. Мăшăрĕпе Людмила Константиновнăпа хурт-хăмăр та ĕрчетеççĕ иккен. Ӳссе çитĕннĕ виçĕ ачи тăван килтен саланнипе хальлĕхе килте мăшăрĕпе иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ вĕсем.
Сăмах май, ывăлĕ Василий те нефтяник, Сургутра ашшĕ пекех операторта тăрăшать. Эппин, Мироновсен çемйин ĕç династийĕ малаллах тăсăлать-ха. Опытпа паллашас тесен вĕсен аякка каймалла мар вĕт, пĕрле пуçтарăнмалла çеç. Валерий Васильевичăн та тивĕçлĕ канăва тухиччен нумай ĕçлемелле-ха, ют регион опычĕ вара уншăн та интереслĕ пулни иккĕленӳллĕ мар. Çавах та «Татнефть» УАОра тăрăшакан мĕнпур ентеше отраслĕн 70 çулхи юбилейĕпе саламланă май хамăр вулакансен ятĕнчен çирĕп сывлăх, ĕçре пысăк çитĕнӳсем сунас килет.
 
: 997, Хаçат: 6 (996)

Комментарисем:

Марина (2013-02-11 22:18:19):
манан атте :)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: