Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

СУБСИДИ ЫЙТĂВĔПЕ ПУХУ
ТР Ял хуçалăх министерствинче çак кунсенче иртнĕ ларура шăварăнакан çĕрсен лаптăкне анлăлатакан ял хуçалăх производителĕсене субсиди парас ыйтăва сӳтсе явнă. «Татмелиоводхоз» ФПУ директорĕ М.Хисматуллин пухăннисене «2012-2014 çулсенче мелиораци ĕçĕсемпе çĕр пулăхлăхне ӳстернĕ çĕрсен лаптăкне анлăлатса ял хуçалăх продукцине ӳстересси çинчен» программăна пурнăçа кĕртесси çинчен пĕлтернĕ. Çак программăпа килĕшӳллĕн, ял хуçалăх продукцине туса илекенсене тăкаксене саплаштарма 50 процент субсиди параççĕ, çаплах мелиораци системин строительство, реконструкци, техника енчен çĕнетес ĕçĕсемшĕн те компенсаци парăнать. Çаплах ларăва хутшăнакансем уçă грунт çинче çĕр улми тата ытти пахча çимĕçе ӳстерессине анлăлатмалли программăн проекчĕпе те паллашнă.
ХĔЛ ХЫÇÇĂН ÇУЛЛА ПУЛМАСТЬ
Юлашки вăхăтра Раççей метеорологĕсем çанталăк тăрук ăшăтса ярса хĕлле хыççăнах çулла пулать тесе пĕлтернĕччĕ. Анчах Тутарстанри ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, республикăра çанталăка темиçе çул сăнаса тăракан О.Шайтанов ку шухăша сивлесе кăçал та хĕлле хыççăн яланхи пекех малтан çуркунне пулать, шăннă çĕр майпен ăшăннă май тавралăха чылайччен сулхăнлатать тесе çирĕплетнĕ. Çавăнпа та çанталăк тăрук ăшăтса ярасси пирки сăмах пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен çĕр ăшăнасси вăраха тăсăлакан процесс.
ХАМĂР ÇĂКĂР ТУТЛĂРАХ
Темиçе çул каялла кăна-ха кашни ялтах тенĕ пек пекарньăсем пурччĕ. Таврана тутлă çăкăр шăрши сарăлатчĕ. Каярах нумай пекарньăна тăрук хупнипе çăкăра ытти ялсенчен кӳресси йăлана кĕчĕ. Тюлячи районĕнчи Мрясево ялĕнче шăпах çăкăр турттарса ывăннипе хуçалăх хăй валли пекарня лартса малтан кунне 50 буханка çăкăр пĕçерме тытăннă. Каярах 150-200 буханкăна çитернĕ. Çавна кура çăкăра ытти ялсене хăйсем турттарма тытăннă. Халĕ вара унта талăкне 700-800 буханка таранах пĕçереççĕ. Çур аки, ĕç çи вăхăтĕнче вара сменăпа ĕçлеççĕ вĕсем. Юлашки вăхăтра тата вырăнти армана та хута янă, çапла майпа çăкăра хăйсен çăнăхĕпе пĕçерме тытăннă. Пекарня валли çĕнĕ кăмакасем те туяннă.
ЗООТЕХНИКСЕМ ПАРТА ХУШШИНЧЕ
Тутарстанри агробизнес кадрĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра зоотехниксемпе зоотехник-селекцион ерсен вĕренĕвĕ пуçланнă. Ял специалисчĕсем унта сĕтпе аш-какайăн хăйхаклăхне мĕнле чакармалли, вĕсен пахалăхне мĕнле ӳстермелли çине тимлĕх уйăрĕç, тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхĕн продуктивлăхне пăхса рацион хатĕрлеме вĕренĕç. Практика пайĕнче вара Апас районĕнчи «Рахимов ячĕллĕ ЯХПК» тулли мар яваплăхлă обществăна, «Элита» предприятие çитсе вĕсен пуян опычĕпе паллашĕç.
 
: 916, Хаçат: 6 (996), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: