Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«ХАЛĂХШĂН ТĂРĂШАÇÇĔ»
Юлашки çулсенче «дача амнистийĕ» çинчен нумай калаçаççĕ. Вăл дачăллă çынсем валли кăна-и? Е пурте усă курма пултараççĕ-ши унпа? Ял çыннисене те çак çĕнĕлĕх тивет пулсан, закон хăçанччен вăйне çухатмасть?
Элшелсем.
Пăва районĕ
2006 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче йышăннă 93№ «Дача амнистийĕ» Федераллă законпа питĕ анлăн усă курма пулать. Унăн тĕллевĕ – харпăр çыннăн пурлăхне патшалăх регистрацине çăмăлрах майпа тăратасси. Урăхла каласан – çĕр лаптăкĕн тата тĕрлĕ çурт-хуралтăн пĕтĕм докуменчĕсем пулманнисем те харпăрлăх тума пултарнине пĕлтерет. Çавăнпа та сăмах дача çурчĕсем çинчен кăна мар, сад пахчисем, çĕр лаптăкĕсем тата ялсенчи çуртсем, гаражсем, мунчасем çинчен те пырать.
Закон вара 2006 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчен 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен вăйне çухатмасть.
ПАТШАЛĂХА ЮЛАТЬ-ШИ?
Манăн тăватă гектар çурă çĕр пайĕпе усă курма ирĕк пур. Анчах та çĕрĕн кадастр номерĕ пулмасан тата регистрацире тăмасан пай патшалăха юлать тенине илтрĕм. Чăнах та çапла-и вăл?
Екатерина ЛЕОНИДОВА.
Камско-Устьински районĕ,
Кирельское ялĕ.
2007 çулхи январĕн 27-мĕшĕччен тара паракансемпе (çĕр хуçисем) тара илекенсем (фермерсем, акционер обществисем тата ыттисем те) хушшинче килĕшӳ тумалла пулнă. Çавăнпа та паянхи кун сирĕн çĕрĕрпе кам усă курнине тата хуçаланнине тĕпчесе пĕлмелле. Енчен те килĕшӳсем тунă пулсан, палăртнă вăхăтчен канăçлă пурăнма пултаратăр. Анчах та сирĕнсĕр пуçне ниепле те килĕшӳ тума çук. Мĕншĕн тесен ун çине пайпа усă курма ирĕк паратăп тесе алă пусмалла.
Тата çакна манмалла мар, çĕр пайне суд урлă, унăн йышăнăвĕ тăрăх çеç туртса илме пултараççĕ.
ЮТ ÇЫН АЙККИНЧЕ ТĂТĂР
Тăхăр çул каялла эпĕ 4 сотка çĕр лаптăкĕ туянтăм. Вăл вăхăтра документсене саккунлă майпа çирĕплетмен. Ĕнентерӳ хучĕ çыртăм та – суту-илӳ пулчĕ те. Ял канашĕнче çирĕплетрĕмĕр, паллах. Пĕлтĕр çак çĕрĕн малтанхи хуçи вилсе кайрĕ. Кăçал эпĕ çĕре çĕнĕ йĕркепе çирĕплетес терĕм. Анчах та малтанхи хуçан еткерçи ман çĕре туртса илесшĕн. Тăхăр çул каялла вăл çак çĕре йышăнман. Урăхла каласан, ăна ун чухне кирлĕ пулман вăл. Вырăнлă-и çак япала?
Алă пусман.
Паллах, вырăнлă мар. Енчен те эсир суту-илӳ килĕшĕвĕ тунă пулсан, çĕр лаптăкĕ законпа сирĕн харпăрлăхăр пулса тăрать. Çĕрпе те вара ют çын мар, сирĕн тĕпкĕчĕр çеç усă курма пултарать.
 
: 1153, Хаçат: 42 (720)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: