Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАН. Универсиада вăхăтĕнче Хусанта пĕтĕм тĕнчипе паллă Cirgue du Soleil циркăн урамри шоуне курма пулать тесе пĕлтернĕ тунтикун хула мэрĕ И.Метшин. Хальхи вăхăтра циркпа пирвайхи килĕшĕве алă пуснă-мĕн. Универсиадăн ĕç тăвакан дирекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Универсиадăн культура паркĕ Казанка шывĕ хĕрринче, Çĕр ĕçченĕсен керменĕ умĕнче пулать. Унтах апатланмалли зонăсем, наци кил-çурчĕн элеменчĕсем, Универсиада партнерĕсен экспозицийĕсем тата сцена плошадкисем вырнаçĕç. Кунсăр пуçне хулара çак вăхăтра ирттерме анлă культура программине палăртнă, çав шутра опера фестивалĕ те.
ЭЛКЕЛ районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнчи вăтам шкулта январĕн 29-мĕшĕнче хăйне евĕрлĕ конкурс иртнĕ. Чăваш Пăрнай, Тутар Пăрнай, Тури Çĕньял шкулĕсенчи педагог-пенсионерсе м компьютерпа ĕçлес енĕпе ăмăртнă. Паллах, çĕнтерӳçĕсене сумлă жюри суйласа илнĕ. Çапла вара Тури Çĕньял шкулĕн математика учителĕ Н.Ларионова – пĕрремĕш, Чăваш Пăрнай шкулĕн хими учителĕ Н.Андреева – иккĕмĕш, Тутар Пăрнай шкулĕн вырăс чĕлхи учителĕ С.Гиниятова – виççĕмĕш вырăн йышăннă. Жюри Тури Çĕньялти ача сачĕн заведующийĕ Н.Льдиновăпа Хусанкай шкулĕн хими учителĕ Н.Курзаева та компьютерпа лайăх ĕçленине палăртнă. Çĕнтерӳçĕсене Хисеп грамотипе, пултарулăхпа палăрнисене Хусанкай шкулĕ Тав çырăвĕпе чысланă, вырăнти «Хузангаевский» ЯХПК (ертӳçи Е.Чугунов) вара мĕнпур конкурсанта хăй кăларакан продукцин наборне панă.
 
ПĂВА. 11 çул каялла дезертирсене тытса чарнă чух паттăрлăх кăтартса пуç хунă йĕрке хуралçисене тата Рунгăн икĕ çыннине асăнса лартнă палăк умне кăçал та пăвасем февралĕн 4-мĕшĕнче чечек çыххисемпе кăшăлсем хунă. Паттăрлăх кăтартнă ентешсен ячĕсене ĕмĕр асра хăварас тĕллевпе кунта нумай ĕç пурнăçланă: хула урамĕсене вĕсен ятне панă, Ульяновск-Пăва трасса çинче пуç хунă çул-йĕр патруль службин инспекторне тата штатра тăман икĕ сотрудника асăнса лартнă палăка, ведомство тулашĕнчи хурал уйрăмĕн дежурнăйне асăнса лартнă палăксене çĕнетнĕ, Лощи станцийĕнче, йĕрке хуралçисем юн тăкнă вырăнта, Паттăрсен аллейине, варрине вĕсен палăкĕсене вырнаçтарнă. Çӳлерех асăннă сотрудниксен дезертирсене тытса чарассинче кăтартнă паттăрлăхĕ пирки çитес вăхăтра тутарла тата вырăсла кĕнеке кăларма хатĕрленеççĕ.
АНАТ КАМА районĕн çыннисене çитес вăхăтра пурне те флюорографи ирттерес шутпа ялсене куçса çӳрекен цифрăллă флюорограф яраççĕ. Çапла вара выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, обществăлла апатлану сферинче ĕçлекенсен тата 15 çултан иртнĕ çул çитмен çамрăксен флюорографие обязательнăй йĕркепе иртмелле пулать.
ЭЛМЕТРЕ кăçал пĕрремĕш хут ялсенчи çул çитменнисен хоккей клубĕсен хушшинче турнир йĕркеленĕ. Унта харăсах 20 ушкăн, пурĕ 400 ытла арçын ача, хутшăнать. «Татнефть» УАО турнир ирттерес тесе районти мĕнпур ялта тенĕ пекех хоккей коробкисем лартнă, ятарлă хатĕрсемпе тумсем туянма укçа уйăрнă. Çапла майпа нефтяниксем регионта хоккей спортне анлă сарма, çул çитмен ачасене спорта явăçтарма тăрăшаççĕ.
 
: 781, Хаçат: 6 (996), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: