Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Февралĕн 5-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн оборона министрĕ Сергей Шойгу ĕçлĕ визитпа Тутарстанра пулса курчĕ. Чи малтанах министр ТР Президенчĕпе Рустам Миннихановпа тата ытти официаллă çынсемпе Хусанти танк училищине çул тытнă. Сергей Шойгу курсантсен казармисене, канмалли тата çăвăнмалли пӳлĕмсене пăхса çӳренĕ. Çаплах столовăйне те кĕрсе курас тенĕ министр. Кунта, куç-пуç алчăраса каймалла, Мускаври училищĕсенче те апла çитермеççĕ пуль, сок кăна пилĕк тĕрлĕ. Питĕ кăмăллă пулнă Сергей Шойгу курсантсене çитерекен апатпа.
Раççей министрĕн тепĕр çитмелли вырăнĕ – «Хусанти С.П.Горбунов ячĕллĕ авиаци производство пĕрлешĕвĕ» уçă акционерлă общество. Питĕ пысăк делегаципе çӳренĕ кунта министр. ТР Президенчĕ Рустам Миннихановпа пĕрле ТР вице-премьерĕ – ТР промышленноçпа суту-илӳ министрĕ Равиль Зарипов, «Туполев» УАО президенчĕ Александр Бобрышев, «Вертолеты России» УАО генеральнăй директорĕ Дмитрий Петров, «Объединенная авиастроительная корпорация» УАО пуçлăхĕ Михаил Погосян Раççей оборона министрне Хусанти авиаци производство пĕрлешĕвĕн аэродромне тата тĕрлĕ цехсене кĕрсе кăтартса çӳренĕ, ятарлă самолетсем мĕнлерех ĕçлени, стратегилле авиаци ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Продукцисене курса çӳренĕ май, Оборона министерствин пуçлăхĕ «Открытое небо» халăхсен хушшинчи программăпа хатĕрленĕ Ту-214ОН самолет борчĕ çине ларса пăхнă. Унта ăна ятарлă оборудовани мĕнлерех ĕçленине кăтартса панă. Аэросăнӳкерӳ тата сăнав приборĕсем те кăсăклантарнă ăна.
Хусанти вертолет туса кăларакан заводра та пулса курма кăмăл тунă Раççей министрĕ. Кунта вертолетсен чи юлашки пайне пуçтаракан цехра пулма тӳр килнĕ вĕсен. Завод туса кăларакан продукцисене курса çӳренĕ май, Ми-17 вертолетпа, «Ансат» нумай тĕллевлĕ çăмăл вертолетпа тата Ми-38 нумай тĕллевлĕ çĕнĕ вертолетпа паллашнă.
Çак заводрах лару та иртнĕ. Ларăвăн тĕп ыйтăвĕ – Раççей çарне вертолетсемпе тивĕçтересси. РФ Оборона министерствине питĕ нумай çăмăл вертолетсем кирли пирки каланă Сергей Шойгу. Уйрăмах Хусанта туса кăларакан «Ансат» çинчен сăмах пынă. Анчах та кирлĕ чухлĕ техникăна завод туса кăларма пултарайнине килĕшӳ çине алă пусиччен ĕнентерӳ кирли çинчен пĕлтернĕ министр.
ТР Президенчĕ Рустам Минниханов министрпа пĕтĕмпех килĕшет. Апла пулсан та республикăри КАМАЗ тата Хусанти вертолет завочĕсем Раççей Оборона министерствине яланах техникăпа тивĕçтерсе тăни çинчен аса илтернĕ. Çаплах Тутарстан ертӳçисем асăннă предприятисем килĕшӳре кăтартнă пек ĕçлессе, унта çырнине пăхăнса пырасса шаннине, вĕсене сăнаса тата пулăшса тăрасси пирки пĕлтернĕ.
Хусанти авиаци производствинче вăй хуракан çынсем Раççей министрĕ вĕсемпе интересленни, килсе курни тата малашне ĕç пуласса шантарнипе питĕ савăннă тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен Хусанти чи пысăк заводсем юлашки çулсенче питĕ япăх лару-тăрăва лекнĕччĕ. Çитменнине Сергей Шойгучченхи министр та хальхи пек килсе курман, калаçман, интересленмен.
 
: 825, Хаçат: 6 (996)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: