Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çутă тĕнчере пурсăмăр та пĕр ĕмĕр çех пурăнатпăр. Вилсен, мĕнле-тĕр йĕр юлать. Григорий Тимофеевран та çавăн пек ас юлнă. Шкулта ачасене 25 çул вĕрентнĕ, Турă çуртĕнче 15 çул кĕлтунă, анчах палăрмалла йĕр хăварайман.
110 çул каялла Сĕве тăрăхĕнчи чăвашсем мĕнле пурăннине çырса хăварнă вăл. Ĕç хыççăн, ĕçкĕ-çикĕсенче, уявсенче халăх юррисене, кĕлли-хӳхлевĕсене, туй-çуй, уявсен мешехисене, пурнăç йĕркисене çырса илнĕ. Çак ĕçе хăй вĕрентекен шкул ачисене те явăçтарнă. 6 çул ĕçленĕ алçырупа. Хăйĕн ĕçне вăл пурнăçĕнчи тĕп ĕç вырăнне те хуман. «Тăхăрьял» ал çырăвне çынсем патне çитерейменнипе аптăраса, ăна 250 тенке сутса янă. Чăваш патшалăх архивĕнче 70 çул выртнă хутсем, анчах вĕсене пичетлемен. Пăхăсăн, çак ĕç Г.Т.Тимофеев ятне чăваш халăх историне яланлăхах ылтăн саспаллисемпе çырса хучĕ. Паянхи ăсчахсем Г.Тимофеевăн «Тăхăрьялне» чăвашлăх энциклопедийĕ тесе хисеплеççĕ. Экер те çавăн пек ĕçе ыттисем çĕр çул иртсен те асăнаççĕ пулсан, ун пеккисене чăнтан ĕç теме пулать.
Г.Т.Тимофеев «Тăхăрьялта» çырса кăтартнă пурнăç йĕрки, хăй вăхăтĕнче, чăвашсемшĕн чи тĕрĕс, хăйсен кăмăлĕсене тивĕçтерекен пурнăç йĕрки шутланнă. Вăхăтлă ĕç, вăхăтлă уявсем, çут çанталăкпа килĕшӳллĕ йăла-йĕркесем çĕр ĕçченне пĕр калăпра тытнă: иртĕхме, пăсăлма, ашкăнма, усалланма паман. Çавăнпа вĕсем сывлăхлă пулнă, аслашшĕсем хушса хăварнă пек тĕреклĕ пурнăç тытса пынă.
Анчах пурнăç еплерех пуласси чăвашсенчен кăна килмен. Раççейре пăлхавсем, вăрçăсем, революцисем, выçлăхсем, колхозсем, çĕнйĕркелӳсем пуçланса каяççĕ. Тăхăрьял тăрăхĕ çавсене хутшăнмасăр пурăнайман, паллах. Пурнăç пăлхавăрĕсем çынсене хаярлатнă. Çĕнĕ хуçасем чăвашсен пиншер çул пуçтарăнса туптаннă пахалăхĕсене кирлĕ мар çӳп-çап вырăнне хурса çилпе вĕçтерчĕç. Çакăн «çимĕçĕсене» эпир паян та туятпăр. Тен, çавăнпа Г.Тимофеев çырса хăварнисем кивелмеççĕ-тĕр? «Ан кивелччĕр!» – тесе çак кунсенче Элшелĕнче этнографа асăнса палăк çĕкленчĕ. Йывăрпа пулсан та. Ĕмĕрĕ вăрăм пултăр унăн. Килсе куракан пуç тайтăр, асне илекен чечек çыххи килсе хутăр. Кашнинех хăйĕн Тимофеевĕ хаклă: Тимофеев – вĕрентекен, Тимофеев – священник, Тимофеев – этнограф. Вăл çавăн пек чыса тивĕçлĕ çын пулнă.
Çак пархатарлă ĕçе пуçаракансене, нухратпа хавхалантаракансене пуç тайса пуç та çитес çук. Ăстасен алли-урисем сурансăр пулччĕр, малашне те ан ывăнччăр. Укçа хуçисене – тăкаксем вырăнне виçĕ хут ытларах тупăш кĕтĕр. Пурсăра та тавтапуç, мулăрсене перекет, пуçăрсене сывлăх.
 
: 797, Хаçат: 6 (996)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: