Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Тăхăрьял» кĕнеке авторĕ Г.Т.Тимофеев 1878 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Куславкка районне кĕрекен Тĕрлемес ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан 1891 çулта Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулне вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухнă хыççăн, 1896 çулта, пирĕн яла, Элшелне ĕçлеме килнĕ. Ку тăрăхри ялсен çĕрĕсем патша саманинче удел ведомствин аллинче пулнă – патша çемйин харпăрлăхĕ шутланнă. Çак ведомствăна пурĕ тăхăр ял (Элшел, Таккавар, Раккасси, Киштек, Пимĕрсел, Пӳркел, Хирти Кушкă, Мертлĕ, Чăваш Саркамăш) кĕнĕ. Çавăнпа та пирĕн çĕрсене «тăхăр ял çĕрĕ» е «тăхăр ял таврашĕ» тенĕ.>
Тăхăрьял чăвашĕсен хăйне евĕр йăли-йĕркисем, вĕсен сăвви-юррисем çамрăк учителе питĕ интереслентернĕ. Вăл çине тăрса унти çынсен пурнăçне сăнама тытăнать, вĕсен йăли-йĕркине тĕпчесе очерксем çырать. Уйрăм тетрадьсем çине тĕрлĕрен аваллăх халапĕ, юрă-юмах, сăвă-такмак, тупмалли юмахпа каларăшсем, ваттисен сăмахĕсене çырса илет. Çак ĕçе хăйĕн вĕренекенĕсене те, ватă çынсене те хутшăнтарать. Çапла вара вăл пуçласа чăвашсем çинчен «Тăхăрьял» ятлă пысăк ĕç хатĕрлет.
Г.Т.Тимофеев – тури чăваш, пурăнасса вăл анатрисен хушшинче пурăннă. Вăл тĕрлĕ çĕрти чăвашсен пурнăç йĕркисене танлаштарса кăтартать, вĕсен тумне, кил-çуртне, ĕç-хĕлне, калаçăвне тĕплĕн сăнласа çырать, куç тĕлне мĕн пулнине пĕтĕмпех çырса кăтартать. Автор хăй те «Тăхăрьяла» чăваш хресченĕн пурнăçне мĕнле курнă çаплипех çырса кăтартас, малашнехи ăрусемшĕн летопись евĕр ĕç çырса хăварас тĕллев лартнине ал çыравĕнчех палăртса хăварнă: «Тĕрлĕ енчи тĕрлĕ йăла, аса иле-иле калаçма, хăйне уйрăм илемлĕ тесе эпĕ хам çакăнта пурăннă çĕрте çичĕ çул хушшинче икĕ куçăм мĕн курнине, икĕ хăлхам мĕн илтнине каласа çырас терĕм. Астăвакан-илтекен «ытла сахал каланă», «ытла суйса кăтартнă» тесе ан калатăр: пĕри ман чухлĕ каласан, тепри çавăн çумне хăйĕнне пырса хушсассăн, хамăр асаттесем епле майпа пурăннине тĕшмĕрткелĕттĕмĕр: ачалла иртнĕ пурăнăç епле хаклă, çавăн пекех авалхисем çинчен калани те кăмăллă».
«Тăхăрьял» сюжетлă, илемлĕ произведени мар, вăл историпе этнографи очеркĕсен тата халăх сăвви-юррисен, юмах-халапсен пуххи, М.Я.Сироткин калашле, «чăваш пурнăçĕн фотографилле ӳкерчĕкĕсем майлах».
Çак пысăк ĕçре Г.Тимофеева паллă ученăй-чĕлхеçĕ Н.И.Ашмарин хавхалантарса, пулăшса пынă. Г.Тимофеев хăй те Ашмарина чăваш словарьне пухса хатĕрлес ĕçĕнче пысăк пай кĕртнĕ. И.Яковлев та ал çырăвне тĕплĕн вуласа стиль тĕлĕшĕнчен юсама сĕннĕ. Çак ĕçре чăвашсен тепĕр паллă çынни Н.В.Никольский (чăвашсен пĕрремĕш «Хыпар» хаçачĕн редакторĕ) паллашать, тивĕçлĕ пулăшу парать. Анчах, чăваш йăли-йĕркин «энциклопедине» авторĕ хăй пурăннă чухне кĕнеке халлĕн алла тытса курайман. 1908 çулта ал çырăвĕн пĕчĕк пайĕсене пичетленĕ. Пĕрремĕш хут «Тăхăрьял» кĕнекене Шупашкарта 1972 çулта пичетлесе кăларнă. Г.Тимофеев Элшелĕнче нумай çул пурăннă. Кунтах çемье çавăрнă. Унăн арăмĕ, Дарья Никифоровна Озерова, 12 ача çуратса панă. Шел пулин те пурте пурăнайман. Çемйипе, тăванĕсемпе те килĕштерсе пурăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ Элшел халăхĕ Г.Тимофеева тата унăн çемйине ырăпа аса илет. Г.Тимофеев 1908-1915 çулсенче ялтах священник пулса ĕçленĕ. Хăй вăхăтĕнче ăна пĕлекенсем «пуп йысна» тесе чĕннĕ.
1915 çулта Г.Тимофеев Çĕпĕре, Томск кĕпĕрнине куçса каять. 1923 çулта каллех Элшелне таврăнать, икĕ çула яхăн татах священникра ĕçлет. Анчах пурнăç улшăнса пынине шута илсе хăйĕн вырăнĕ халăха çутта кăларас, ун культурине çĕклес çĕрте пулнине ăнланса илет. «Чăваш халăхне тĕттĕмрен çутта тухма ирĕк парăр», – тет вăл. 1925 çулта Шупашкарта ЦИКра тăлмачра ĕçлет. 1927 çулта ăна Çĕрпӳ хулине учительте ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл икĕ çул хушши чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. 1929 çулта писатель татах Çĕпĕре Щеголовск хулине тухса каять, унтах тĕрлĕ шкулсенче ĕçлет.
1932-1937 çулсенче Григорий Тимофеевич Оренбург кĕпĕрнинчи Абдуллино районĕнче Анат Курмей ялĕнче вăтам шкулта вĕрентет.
1937 çулта сăлтавсăр айăпланине пула писатель-этнографăн хайĕн юратнă ĕçне пăрахма тивнĕ. Октябрь уйăхĕнче ăна персе вĕлернĕ. 1968 çулта унăн ырă ятне тавăрнă.
Г.Т.Тимофеев нумай пĕлме тăрăшакан çын пулнă. Вăл вырăс чĕлхисĕр пуçне тутар, ирçе, пушкăрт, казах, калмăк, чикан чĕлхисене пĕлнĕ, çав чĕлхесемпе çăмăллăнах калаçма пултарнă. Музыкăна юратнă, сĕрме купăспа ăста каланă. Пушă вăхăтра халăх юррисем юрланă. Вĕсене Дарья Никифоровна та юратнă. Писателĕн кĕçĕн хĕрĕ аса илни упранса юлнă: «Час-часах эпир вĕсене пĕрле кураттăмăр: анне юрлать, атте итлет». Ачисен асаилевĕ тăрăх Г.Т.Тимофеев «Елюкпа Петюк» ятлă пьеса çырнă, ăна шкул ачисен вăйĕпе ялти сцена çинче лартнă. Пьесăри ташă-юрăсене автор сĕрме купăспа хăй каланă.
Пурнăç тăршшĕпех ачасене вĕрентес ĕçре вăй хунă пултаруллă педагог. Талантлă вĕрентекенсен вĕренекенĕсем те талантлă теççĕ. Тимофеев пирĕн шкулта ĕçлени элшелсемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн ялшăн кăна мар, пĕтĕм Тăхăрьялшăн.
Тăхăрьял! Ахаль мар ĕнтĕ, пирĕн чĕлхе тата культура чăвашăн литературине тата культурине аталантарас ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Çак сумлă та пĕлтерĕшлĕ ĕçре пирĕн тăрăх пысăк пай кĕртнĕ. Мĕн чухлĕ çыравçă тухман пулĕ пирĕн тăрăхран: Владимир Чебоксаров, Николай Дедушкин (Элшел), Александр Кăлкан (Çĕнĕ Мертлĕ), Валентин Урташ (Раккасси), Анатолий Ерусланов (Ескӳл), Мĕтри Юман, Владимир Ухли, Иван Юркин (Пӳркел), Николай Симунов (Хирти Кушкă), Тайăр Тимкки, Константин Петров (Шемек) тата ыттисем те.
Шел, вĕсенчен чылайăшĕ пиртен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Анчах вĕсен чапĕ сӳнмест, çăл куçĕ типсе лармасть. Пур-ха чăвашсен пултаруллă ачисем. Паянхи савăнăçлă пухура пирĕнпе пĕрле тавра ял пĕлекен писательсемпе поэтсем лараççĕ.
Тĕслĕхрен, Николай Трофимович Зимин – Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, 30 çула яхăн Элшел шкулне ертсе пырса çакăнта ларакансенчен нумайăшне пурнăç çулĕ çине тăратнă. Николай Трофимович – пултаруллă поэт, çак кунсенче хăйĕн пĕрремĕш сăввисен пуххине кăларса халăха савăнтарчĕ.
Валериан Антипович Ашкеров – Раççей Писательсен союзĕн членĕ, темиçе кĕнеке кăларса пире хăйĕн сăввисемпе паллаштарчĕ, Журналистсен союзĕн членĕ, Пăва районĕнчи чăваш хаçатне уçма нумай вăй хуракансенчен пĕри. Ывăнма пĕлмесĕр халĕ те сăвăсем çырать.
Пирĕн çынсем тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ, тĕрлĕ çĕрте çыраççĕ. Акă Михаил Григорьевич Ложниковах илер. Мускав университетне пĕтернĕ хыççăн тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе хăйĕн поэт пултарулăхне кашни кун туптать, çĕнĕрĕн те çĕнĕ кĕнеке кăларса савăнтарать.
Паянхи чăваш поэзине вирхĕнсе, хăйне евĕрлĕ вичкĕн те уçă сасăпа килсе кĕчĕ Галина Кĕмĕл. Унăн сăввисене кăмăлласа нумай композитор юрă хыврĕç. Эпир те унпа пĕрле савăнатпăр.
Пуян Тăхăрьял таврашĕ çыравçăсемпе. Николай Михайлович Дворова пурте пĕлеççĕ. Элшелĕнче çуралса, Элшел хĕрĕпе çемье çавăрса хăй вăхăтĕнче пирĕн колхоза ертсе пырса асăнмалăх нумай çитĕнӳ турĕ. Хальхи вăхăтра Николай Михайлович хăйĕн творчествипе тĕлĕнтерет, кашни çул тенĕ пекех çĕнĕ кĕнеке кăларса чăваш чĕлхине тата унăн культурине аталантарас ĕçе тивĕçлĕ пай кĕртет.
Пӳркелĕнче пурăнакан тавра пĕлӳçĕ Анатолий Меркурьевич Малышев Тăхăрьял историне, унта пурăнакан çынсен çитĕнĕвĕсене, ĕлĕк-авалхи халăх тымарĕсене тĕпчес ĕçе нумай вăй хуракансенчен пĕри. Тата Анатолий Меркурьевич пултаруллă поэт, унăн юлашки кĕнеки Тăхăрьялшăн çĕнĕ страница пулса тăчĕ.
Çапла, мухтанать Тăхăрьял хăйĕн пултаруллă çыннисемпе: Роман Чепунов – публицист-писатель; Василий Цыфаркин – журналист, тавра пĕлӳçĕ; Анатолий Тимофеев – журналист-писатель; Анна Никонорова – пултаруллă писатель, юрăçă тата ыттисем те.
Писательсемпе поэтсемпе кăна мар пуян пирĕн тавралăх. Тăхăрьял чапне кунсерен хăйсен ĕçĕсемпе хирте, фермăра, шкулта, клубра, ача садĕнче çĕклеççĕ. Николай Зиновьевич Васияров – РФ тата ТР тава тивĕçле механизаторĕ, Любовь Андреевна Барбарова – ветеринари наукисен кандидачĕ, Николай Петрович Бахтинов – социологи наукисен кандидачĕ, Олег Николаевич Купцов – тава тивĕçлĕ комбайнер, Пăва районĕн хисеплĕ çынни. Ун пек çынсем пирĕн нумай...
Паян Элшел ялĕ çинчен каласа хăвармасăр май çук. Питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă вăл. Йĕри-тавра уй-хир, юнашарах вăрман, Сĕве хăй патне илĕртеççĕ. Çавсем хавхалантармаççĕ-ши пирĕн писательсемпе поэтсене çакăн пек илемлĕ сăвăсем çырма?
Хăй вăхăтĕнче Г.Тимофеева та пирĕн пуян тавралăх, чăвашăн пурнăçĕ, йăли-йĕрки, шухăшĕ-кăмăлĕ тĕлĕнтернĕ пулмалла. Çавăнпа та эпир паян Григорий Тимофеева сума суса палăк лартнă кун ырă сăмахпа аса илсе пуç таятпăр, чăвашлăха, унăн культурине аталантарма сăмах паратпăр.
Эппин, типмест-ха Тăхăрьялăн хăватлă çăл куçĕ! Çапла пултăрах!
Н.Кондрашкин.
Н.Кондрашкин.
В.Ильин.
В.Ильин.
 
: 1520, Хаçат: 6 (996)

Комментарисем:

Игорь Сайман (2013-02-11 17:05:50):
Манăн инке - Тĕрлемесрен. Çавăнпа та çирĕплетсех калама пултаратăп:Григорий Тимофеев тури чăваш мар. вирьял мар.

Susmet (2013-02-12 11:06:27):
Пĕлме интереслĕ, ăçтисем вара вăл?

Игорь Сайман (2013-02-12 19:37:44):
Г.Т. ,паллах, Тĕрлемесренех. Анчах та унта тури чăвашсем(вирьялсем) мар пурăнаççĕ. Çакна эп инкепе унăн çывăх çыннисен калаçăвĕнчен те чухлатăп.

ол (2013-02-23 10:46:13):
кккк

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:

© 2006–2014 Сувар. Сайтри материалсене усă курас тетĕр пулсан — сайт çине ссылка лартмалла. Унсăр материалсене урăх çĕрте пичетлеме юрамасть.