Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕнчи чăвашсем тахçантанпа пухăнса канашлу ирттерменччĕ. Вырăнти чăваш центрĕн пуçлăхĕ кӳршĕ облаçе куçса кайнипе çĕнĕ председателе те суйламалла, малашнехи ĕçсене те сӳтсе явмалла. Анчах шав вăхăт çук, шав ĕç…
Çавăнпа та февралĕн 2-мĕшĕнче районти чăваш ялĕсен представителĕсем Элшелне палăк уçма пухăннине пĕлсен, Тутарстанри ЧНКА Канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев малтан Пăва районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн черетсĕр ларăвне ирттерме сĕнчĕ. Конференцие «Сувар» хаçат редакторĕ К.А.Малышев ертсе пычĕ. Президиумра ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев, Шупашкарти ЧНК Президенчĕ Г.Н.Архипов, Пăва муниципаллă районĕн пуçлăхĕ Р.Х.Абузяров, ТР тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.А.Дедушкин. Конференцире хисеплĕ хăнасем те – Çĕрпӳ район администрацийĕн ертӳçисем – пурччĕ.
Район пуçлăхĕ Р.Х.Абузяров район пурнăçĕ, çитĕнӳсем çинчен каласа пачĕ. Ун сăмахĕсемпе, ялта социаллă инфраструктурăна аталантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ: «Мĕншĕн тесен ял вăл çăл куç пекех, ăна типме памалла мар. Çăл куç типсен, юхан шыв пĕтет. Ял пĕтсен çĕршыв халсăрланать». Çавăнпа та ялта пурăнакансене пулăшакан программăсене Пăва районĕнче чакарма шутламаççĕ. Администрацие 230 çемье çурт тăвас тĕллевпе заявлени çырса панă. Паллă, çурт-йĕр çавăрасси пĕр кунта йĕркеленеймест, пĕчĕккĕн. Ĕç малалла пырать.
Пухура йĕркелӳ комитечĕ сĕннипе 19 çынран тăракан Канаш суйларĕç. Кашни ялтан пĕрер, Пăваран 3 çын: Хирти Кушкăран Е.А.Бондарев, Шемекрен Е.А.Савельев, Ескӳлĕнчен Н.И.Ракова, Таккавартан А.С.Никонорова, Рункăран В.В.Ярхунов, Альшихрен С.К.Киргизов, Пӳркелĕнчен М.П.Вериялов, Çĕнĕ Мертлĕрен В.К.Иванов, Кипеккассинчен В.А.Сидоров, Элшелĕнчен Е.И.Афанасьев, Мăкăртан Ю.М.Смирнов, Киштекрен Ф.В.Петров, Кивĕ Пăрăнтăкран В.Г.Николаев, Раккассинчен В.А.Охотин, Кивĕ Мертлĕрен Ю.Е.Кузьмин, Янтуганран Н.Г.Курчаткин, Пăваран В.Н.Егоров, А.А.Никифоров, В.А.Ильин. Сумлă йыш.
Малалла К.Г.Яковлева сăмах пачĕç. Вăл Пăвара чăвашсен районсем хушшинчи (Çĕпрел, Апас, Пăва, Теччĕ районĕсенчи чăваш обществисене пухăнма) культурăпа кану центрне туса хума сĕнчĕ. Ялсенчи шкулсен, культура çурчĕсен ячĕсене вырăсла тата тутарла кăна мар, чăвашла та çырма чĕнсе каларĕ. Район пуçлăхĕ çак сĕнĕве ырларĕ. Çавăн пекех К.Г.Яковлев Пăвари ЧНКЦ Канашĕн председателĕ В.П.Бабайкин урăх хулана пурăнма куçнипе хăйне çак обществăлла ĕçрен хăтарма ыйтни çинчен пĕлтерчĕ. Çĕнĕ председатель пулма вăл районти чăвашсен общество ĕçне нумайранпа хутшăнакан, Пăвара пурăнакан В.А.Ильина сĕнчĕ. Конференцие çак кандидатурăшăн сасăлама ыйтрĕ. Пухăннисем пĕр саслăн пулса сасăларĕç.
В.А.Ильин Пăва районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн Канашĕн çитес ларăвĕ февралĕн 21-мĕшĕнче Пăвари театрта 18.00 сехетре пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Унта ентешсем малашнехи çул-йĕрсене пăхса тухма палăртаççĕ.
Çакăн хыççăн пухăва ертсе пыракан сăмах илчĕ. Вăл пуçару ушкăнĕ ыйтнипе «Тăхăрьялăн хисеплĕ çынни» хисеплĕ ята парассипе çыхăннă Положенипе кĕскен паллаштарчĕ. Çак наградăна малашне Тăхăрьял çĕрĕ тата халăхĕ умĕнче тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Пăва районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн ятĕнчен парĕç. Конференци çак проектшăн та сасăларĕ.
Пуху вĕçленсен чĕннĕ хăнасем пурте Культура çурчĕ умĕнче иртекен савăнăçлă митинга хутшăнчĕç. Унта çав тери нумай çын пухăннăччĕ. Çакă тăхăрьялсем хăйсен историне çырса хăваракана, культурипе тĕнчене паллаштаракана еплерех хисеплени çинчен калать. Пуçлăхсем «Тăхăрьял» кĕнекене çыракан Г.Т.Тимофеева асăнса лартнă палăка уçрĕç. Бюста ăсталаканĕ Ульяновск облаçĕнче пурăнакан Н.Кондрашкин, вырăнти агрофирма вăйĕпе лартнă, мĕншĕн тесен хуçалăхăн ячĕ те «Тăхăръял». «Палăка уçакансем нумай, тăвакансем сахал», – тесе Пăва муниципаллă районĕн пуçлăхĕ Р.Х.Абузяров «Тăхăръял» агрофирмăн директорне Р.Р.Гисматова Тав çырăвĕ парса чысларĕ.
Палăка уçнă хыççăн Культура çуртĕнче уяв концерчĕ, Г.Т.Тимофеева асăнса чыслани иртрĕ. Унта Хусан хулин, Пӳркел, Шемек, Киштек, Элшел тата ытти ялсен ансамблĕсем хутшăнчĕç. Пухăва Тăхăрьял музейĕн директорĕ Е.И.Афанасьев ертсе пычĕ. Юрăсемпе ташăсен тăхтавĕнче писательсемпе поэтсем, чĕннĕ хăнасем сăмах каларĕç. Вĕсен хушшинче Г.Т.Тимофеев çуралнă Тĕрлемесрен килнĕ Л.П.Серебряков та пурччĕ. Чăваш Наци Конгресĕн Президенчĕ Г.Н.Архипов «Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать» юрă юрласа пачĕ тăхăрьялсене. Элшелĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Мышкова Г.Т.Тимофеев пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тата Тăхăрьял тăрăхĕнчи çыравçăсем çинчен анлă доклад вуларĕ (унпа сире те паллашма сĕнетпĕр. – Ред.). Çак кун Элшелĕнче Хисеп хучĕсем çав тери нумай пачĕç. Палăк уçăлни, паллах, пысăк, пĕлтерĕшлĕ ĕç. Çапах тата тумалли ĕçсем те нумай-ха. Кун çинчен Пӳркелĕнчи тавра пĕлӳçĕ М.П.Вериялов каларĕ. «Вунă çул каялла эпир Евгений Ильичпа кун çинчен калаçнă кăна пулсан, паян пирĕн Тăхăрьялта паллă вырăнсем, асăну хăмисем 10 ытла. Харпăр ял вăл мерчен. Унта паллă вырăн пур. Ĕçсем пĕтмен-ха. Чылай вĕсем. Шемекре кăçал асăну хăмисем пулаççĕ тесе шантарчĕç пире. Пӳркелĕнче кăçал çуркунне И.Н.Юркинăн юбилейĕ. Киштекре те паллă вырăнсем пур. Киштекре И.Я.Яковлев чарăнса вăйă каланине итленĕ. Яковлев Пăрăнтăкра вĕреннĕ, Тăхăрьялти шкулсене уçма укçа панă, Пăва хулин хисеплĕ гражданинĕ пулнă, ăна вара хальхи вăхăтра нимĕнпе аса илтерекен вырăн та çук кунта. Пирĕн çакна тумалла кăçал…»
Юлашкинчен Элшел ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.А.Емельянов çак ĕçе хутшăнакансене пурне те тав турĕ.
Çынсен кăмăлĕсене, вăй-хăватне курса районти чăвашсене хавхалантаракан мероприятисем малашне тата вăйлăрах иртессе шанса тăрас килет.
 
: 907, Хаçат: 6 (996)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: