Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТӲЛЕВСĔР ĔÇ
Февралĕн 6-мĕшне Тутарстанри нумай ачаллă 19808 çемье патшалăхран тӳлевсĕр çĕр илме черете тăнă. Çак куна Хусанта кадастр учетне 1952, Çырчаллинче 2306 çĕр пайĕ тăратнă. Пурĕ республикăра кадастр учетне 22002 участок кĕртнĕ, вĕсенчен 78 процентне виçĕ е ытларах ачаллă çемьесем йышăнма та ĕлкĕрнĕ. Ку енĕпе Пăва, Заинск, Менделеевски, Ютаза, Çĕнĕ Шуçăм районĕсене тĕслĕхе тăратма пулать.
19 ПИННЕ ВĔÇЛЕНĔ
Тутарстанри Суд приставĕсен управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çул çитмен ачасене е ватăлнă ашшĕ-амăшне пăхмалăх укçа тӳлессинчен пăрăнса çӳренĕ çынсем пирки пĕлтĕр 1043 уголовнăй ĕç пуçарнă. Алимент тӳлеменшĕн 42 пине яхăн суд йышăнăвĕсене пурнăçлас ĕç хускатнă пулнă, 19 пинне суд приставĕсем тăрăшнипе вĕçлеме пултарнă.
АСФАЛЬТЛĂ ÇУЛ
2012 çулта Тутарстанри 62 яла асфальтлă çул çитнĕ. Вĕсенчен 33 яла çити такăр çула федераллă бюджетран парăннă субсидисен шутĕнчен сарнă. Раççей бюджетĕнчен парăнакан субсидисен йĕркипе асфальтлă çула ял чикки таран кăна çитермелле. Анчах Тутарстанра йышăннă тăрăх, республика бюджечĕн шутĕнчен асфальтлă çула тĕп урамсенчен пĕринпе шкул е ытти социаллă объект таранччен тăсаççĕ.
СЫХĂ ПУЛМАЛЛА
Чукун çул урлă тăхтаса тăмасăр каçса кайнă чухне водительсене тата вĕсем çумĕнче ларса пыракансене çак цифрăсене аса илме сĕнес килет. 2012 çулта Раççейре чукун çул урлă машинăпа каçмалли вырăнсенче хăрушă 256 авари пулса иртнĕ, 181 çын хур тӳснĕ, 57 çын вилнĕ. Поезд иртекен çула пӳлнипе 2011 çулта 228 çул-йĕр аварийĕ пулнă, 191 çын хур тӳснĕ, 49 çын вилнĕ.
 
: 917, Хаçат: 6 (996), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: