Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ахальтен каламаççĕ, паллах: «Çын çуралать кăна-ха – тӳпере унăн малалли пурнăçне çырса та хунă», – тесе.
Елизавета Павловăн та шăпи çапла пулнă пуль: хăй пурнăçне ачасемпе çыхăнтарнă. Вăл Чистайри педагогика училищинчен вĕренсе тухнăранпах, 1983 çултанпа, шкулта ĕçлет. Училищĕпе кăна çырлахман-ха вăл: куçăн мар майпа института вĕренме кĕрет. Унта та ăнăçлă вĕренсе алла диплом илет.
Елизавета Владимировна 30-мĕш çул Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкел шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет. Çаплах 5-мĕш класс таранччен чăваш чĕлхипе литературин предметне илсе пырать. Малашне ача пĕлӳ тĕнчине еплерех ăнланасси кĕçĕн классенче вĕрентекен учитель мĕнлерех вĕрентнинчен килет-çке.
Аслă классенче вĕрентекен ĕçтешĕсем те хисеплеççĕ Елизавета Владимировнăна.
– Вăл ертсе пынă класри ачасене малалла пĕлӳ пама çăмăлрах. Вĕсен тавра курăмĕ анлăрах, – теççĕ ĕçтешĕсем. – Елизавета Владимировна ачасемпе яланах питĕ тимлĕ: темăна ăнлантарнă чух кашнин уйрăмлăхне шута илет. Унăн кашни урокĕ «чĕрĕ» иртет. Вĕрентекенпе ачасем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Елизавета Павлова ачасене урокра темăна кăна мар, тăван халăхăн йăли-йĕркине, пуплеври йăнăшсене асăрхама, чĕлхе уйрăмлăхĕсене курма хăнăхтарать. Лайăх та тĕрĕс калаçма, тăван чĕлхене юратма, хăйсене тытма вĕрентет. Вăл ачасене пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма мĕн пĕчĕкренех хăнăхтарать.
Питĕ тĕрĕс çулпа ертсе пырать ачасене Елизавета Владимировна. Ахальтен каламаççĕ çав: «Мĕн акан, çавна вырса илен», – тесе.
Ялта кашни çын пĕр-пĕрин куçĕ умĕнче, учитель вара пушшех те. Вăл яланах çынсемпе сăпайлă. Ырă çын. Никама та усал сунмасть. Ачасене те çапла пулма вĕрентет. Пур ĕçе те тĕплĕ тума хăнăхтарать.
«Мĕн вăл çемье телейĕ?» – тесе ыйтсан, Елизавета Владимировна: «Çемьере пĕр-пĕрне юратни, хисеплени, ача-пăча сывлăхлă пулни – акă вăл çемье телейĕ», – тет йăл кулса.
Вĕсем мăшăрĕпе Александр Владимировичпа виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Асли, Дмитрий, университет пĕтернĕ хыççăн Аксура Информаципе методика центрĕн директорĕ. Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ ывăл ӳстереççĕ. Иккĕмĕшĕ, Николай, иккĕмĕш аслă пĕлӳ илет. Халĕ Мускавра строительство компанийĕнче инженер пулса ĕçлет. Кĕçĕн ывăлĕ, Данил, 6-мĕш класра вĕренет. Вăл ашшĕ-амăшĕ çумĕнче-ха, вĕсене савăнтарса тата пулăшса пурăнать.
Елизавета Владимировна питĕ тăрăшуллă. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ тăвакан вĕрентекен пулни класа кĕрсенех палăрать. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче кирек мĕнле тĕллев лартсан та вĕçне çитерме тăрăшать. Мĕн тунипе кăна çырлахмасть, малалла ăнтăлать. Çавăнпа та ăна ачасем питĕ юратаççĕ. Аслă классене куçсан та ун патне пыра-пыра каяççĕ. Вĕсем кирек мĕнле ыйтупа та пыма пултараççĕ. Малтан вĕрентнĕ учитель вĕсене итлесе ялан кирлĕ сĕнӳ парать. Паян кун вĕренекенсем çеç мар, 20-25 çул каялла шкул пĕтернисем те уявсемпе саламлаççĕ, шкула кĕрсе тухса тĕл пулаççĕ.
Елизавета Павловăна шкулĕпех хисеплеççĕ. Вăл çамрăксемшĕн тĕслĕх, тĕрек. Шкулта иртекен мероприятисене хатĕрленнĕ вăхăтра ялан кирлĕ идейăсем, хатĕрсем тупса парать. Тĕрĕссипе каласан, аслă педагогсемшĕн вăл – шанчăклă юлташ. Вĕсем пĕр-пĕринпе кашни ыйтăва сӳтсе яваççĕ. Елизавета Владимировна педагогикăпа психологи лару-тăрăвне питĕ тĕплĕн сӳтсе явма тăрăшать, пулăшать те. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл психолога вĕренсе тухнă.
– Елизавета Павловăна çаплах эпир кĕçĕн классен методика пĕрлешĕвне вĕрентсе пыма шанса панă. Вăл хăйĕн ĕçне питĕ тĕплĕн, лайăх пурнăçласа пырать. Унра темле вăй-хăват пур. Вăл ачасене те, учительсене те хавхалантарма пултарать, – тесе каласа парать ун çинчен шкул директорĕ Иван Георгиевич Мишин.
Елизавета Владимировна çинчен çырмалли питĕ нумай. Вăл уроксем ирттернипе çеç мар, кружоксем те ертсе пырать. Сăмахран, «Юный Архимед» кружока ачасем хаваспах интересленсе çӳреççĕ. Унта çӳрени харама каймасть, паллах. Унта çӳрекенсем конкурссенче малти вырăнсем йышăнаççĕ. Çак вĕренӳ çулĕнче те Е.В.Павлова вĕренекенĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсем йышăнма ĕлкĕрнĕ. Тĕслĕхрен, Никита Антипов Раççей шайĕнче математикăпа иртекен олимпиадăра 3-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Родион Федулов та Раççей шайĕнче иртекен «Инфознайка» конкурсра диплом илнĕ. Республика шайĕнче иртекен «Литературная кладовая» конкурсра Артур Андроновпа Игорь Леонтьев свидетельствăсем илнĕ. Районта çут çанталăк çинчен ирттернĕ конкурсра вара Игорь Леонтьев I вырăн илнĕ. Çапла, унăн вĕренекенĕсем пĕр конкурса та хутшăнмасăр юлмаççĕ.
Çĕнĕ Тимушкел шкулĕн вĕрентекенĕпе Елизавета Владимировнăпа калаçма питĕ кăмăллă, интереслĕ те çăмăл. Вăл шкулти ĕçсем çинчен те, ачасен пултарулăхĕ пирки те питĕ тĕплĕн те кăсăк каласа пама пултарать. Çав шкулта нумай çул ĕçлесе вăл пĕлмен япала та, ĕç те çук темелле.
«Сувар» хаçатпа та вăл тачă çыхăну тытать. Вĕренекенсен ĕçĕсене ярса парса пичетлеттерме тăрăшать. Унпа Çĕнĕ Тимушкел шкулĕ мăнаçланать, паллах. Эпир те вĕсемпе килĕшетпĕр. Малашне те пирĕн вулакансем асăннă шкул ачисен тата вĕрентекенсен ĕçĕсемпе паллашасса шанатпăр.
 
: 961, Хаçат: 5 (995), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: