Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Куллен массăллă хыпар хатĕрĕсенчен чуна çӳçентерекен хыпарсем илтетпĕр: е тинĕсе нефть юхса тухнă, е вăрмансем пушарта пĕтеççĕ, е çут çанталăк катаклизмĕсем тавралăха сиен кӳреççĕ. Анчах чылай чухне çаксемшĕн этем айăплă пулса тухать. Вăл хăйне тирпейсĕр тыткаланипе тавралăх вараланать. Кунта уйрăм çынсем урама, кӳлĕсемпе вăрмансене çӳп-çап пăрахнине те шута илмелле, паллах. Çавăн пекех пысăк производство предприятийĕсем экологие сиен кӳмен технологисене ĕçе кĕртме васкаманни те пур. Çак çитменлĕхсене пĕтерме пулать-и? Шанăç пур.
Пĕлтĕр августăн 12-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.В.Путин 2013 çулта Раççей Федерацийĕнче Тавралăха упрассин çулталăкне ирттересси çинчен Указ кăларнă. ТР Президенчĕ Р.Минниханов та обществăна çут çанталăка хӳтĕлесси çине ытларах тимлĕх уйăрттарас тĕллевпе 2013 çула Экологи культурипе тавралăха упрассин çулĕ тесе йышăнса Указ кăларнă.
Иккĕленместпĕр, кăçал чăнах та обществăн тĕрлĕ шайĕнче экологи ыйтăвĕсене çĕклĕç, чылай çивĕч ыйтăва татса парĕç. Анчах çулталăкра обществăра экологи культурине ӳстерме пулать-ши? Тавралăха таса тытасси кашни çынран килет-çке. Апла ачасене пĕчĕкрен çут çанталăка упрама, пулăшма вĕрентмелле. Кунта ашшĕ-амăшĕ, ача сачĕ, шкул çинче пысăк яваплăх. Çарăмсан районĕнчи Йăвашкелĕнчи ача садĕнче çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Президентсем экологи çулталăкĕ пуласси çинчен пĕлтериччен малтан Е.В.Кудряшова ертсе пыракан ача сачĕн ĕçченĕсем çак ыйтупа тахçантанпах тăрăшса ĕçлеççĕ. 2012 çулта, тĕслĕхрен, виççĕн пĕрле – С.В.Красновăпа И.Н.Анисимова воспитательсем тата Елена Валерьевна хăй, автор программи хатĕрленĕ. Республика шайĕнче ăна ырласа йышăннă. Садик ĕçченĕсем шăпăрлансене, кĕçĕннисен ушкăнне 25 ача çӳрет, çут çанталăка юратма вĕрентеççĕ, куллен ал айне, ура айне пулакан япаласенчех юмахри сăнарсене асăрхама хăнăхтараççĕ. Программăн тепĕр ырă енĕ – ачасен ашшĕ-амăшне те çак ĕçе явăçтарни. Вĕсем ачисемпе пĕрле мĕн-тĕр ăсталани хутшăнусене те çирĕпрех тума пулăшать.
Елена Валерьевна 1992 çулта Елабугăри педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнăранпах ача садĕнче – 20 çул. Çакăнтан 17 çулне заведующире вăй хурать. Чăваш хĕрĕ шăпăрлансем пĕр-пĕринпе килĕштерме вĕренччĕр, тĕнчери нумай интереслĕ япала çинчен пĕлччĕр тесе нумай тăрăшать, ĕçтешĕсемпе пĕрле тĕрлĕ вăйăсем шутласа кăларать.
Садикре чăваш чĕлхипе, культурипе тĕплĕнрех паллаштарасси çине те вирлĕ пусăм тăваççĕ. Елена Кудряшова пире чăваш чĕлхин пӳлĕмне кăтартрĕ. Кунта йăлт чăваш классикĕсен кĕнекисенчи пек: сăпки те пур, кравачĕ те. Чăваш тумĕ тăхăннă пукане те вырăнтах. Çапла пĕчĕк йăвашкелсем калаçма вĕреннипе пĕрлех тăван чĕлхене, культурăна хисеплеме, çывăх курма пуçлаççĕ. Ӳлĕм, çитĕнсен те ку ачасем тăван чĕлхерен ютшăнмĕç, чăваш пулнишĕн вăтанмĕç.
 
: 864, Хаçат: 5 (995), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: