Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни ялне районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ теме хăнăхнăран-ши, ытти хутăш ялсенче, нумаях пулмасан та, чăвашсем пурăнни çинчен тепĕр чух манатпăр. Вĕсем те тăван чĕлхене, культурăна аталантарма тăрăшнине асăрхамастпăр та. Çăлкуçри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул, тĕслĕхрен, ку енĕпе питĕ пысăк ĕç тăвать.
Çак шкула темиçе ялтан тĕрлĕ халăх ачи вĕренме çӳрет: чăваш, тутар, мăкшă, вырăс, халĕ тата азербайджан, грузин, узбек та хушăннă. Хутăш ялсем пулнăранах ĕнтĕ вăл вырăс шкулĕ шутланать. Пĕр шутласан, ĕç коллективĕ ачасем тăван чĕлхене вĕренччĕр тесе тăрăшмалла та мар пек е ытти çĕрти пек: «Ашшĕ-амăшĕ вĕрентме хушмасть, чăваш чĕлхи ним тума та кирлĕ мар», – тесен те пысăк çылăх мар вĕсене, ыйтакан çук-çке, çитменнине ача сачĕсенче чăваш ачисене тăван чĕлхепе вуçех те калаçтармаççĕ вĕт. Çапах та шкул коллективĕ, тав ăна уншăн, апла шутламасть. Шкул директорĕ М.Смирнов кашни ача хăйĕн тăван чĕлхине пĕлме тивĕç тесе çирĕплетет. Çавăнпа кунта пуçламăш I-IV классенче ачасене этнокультура программипе вĕрентесси йăлара.
Республикăн патшалăх чĕлхисене (вырăспа тутар) вĕреннипе пĕрлех чăвашсем – чăвашла, мăкшăсем – мăкшăлла ăс пухаççĕ, акăлчан чĕлхи те программăра пур. «4-мĕш класран вара ачасем тăван чĕлхене кружоксенче вĕренеççĕ», – тесе пĕлтерчĕ çак шкулта нумай çул директор пулса тăрăшакан М.Смирнов.
Шкул директорĕ Михаил Михайлович тата пуçламăш класс учителĕсем: Валентина Степановна Смирнова, Юлия Михайловна Горланова, Наталья Геннадьевна Степанова акă ĕнтĕ 6-мĕш çул чăваш ачисене тăван чĕлхене вĕрентеççĕ. Сăмах та çук, чăвашла калаçман ачасене чăвашла вĕрентесси вĕсене те çăмăл мар, çапах та майне тупаççĕ вĕт-ха. «Эпир чăваш ачисен ашшĕ-амăшĕсемпе пуху ирттерсе тăван чĕлхен кирлĕлĕхне ăнлантартăмăр. Тен, çамрăк чух тăван чĕлхене пĕлни кирлех те мар-тăр, анчах каярах, çулланнăçемĕн, несĕлсене, вĕсен чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлес килет вĕт-ха. Ашшĕ-амăшĕсенчен никам та: «Чăваш чĕлхине ан вĕрентĕр, кирлĕ мар вăл», – темерĕ», – пĕлтерчĕ кун пирки Михаил Михайлович.
Тĕрĕссипе, çак шкулти учительсен чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика хатĕрĕсем те алă айĕнче питех çук. Наталья Геннадьевна, тĕслĕхрен, Шупашкара пĕлĕве ӳстермелли курссене вĕренме кайсан кирлĕ литературăсем илсе килнĕ. Хăш-пĕр литературăна заказпа кӳртернĕ. Чăваш Майни шкулĕпе тачă çыхăну тытнине те ăшшăн пĕлтерчĕç вĕсем: «Кайса çӳретпĕр, кирлĕ чух телефонпа та шăнкăравлатпăр. Пире вĕсем пур енчен те пулăшаççĕ. Эпир ку шкула ачасене те кайса кăтартрăмăр ĕнтĕ», – терĕç çăлкуçсем. Хăйсем хастар пулнипе халĕ Çăлкуç шкулĕ вырăнти ЧНКЦпа та тачă çыхăну тытать. «Районта чăвашсемпе çыхăннă пĕр мероприятирен те хăвармаççĕ, хамăр та юлма тăрăшмастпăр. Чăваш артисчĕсем Чăваш Майнине килсен те эпир кайма тăрăшатпăр», – теççĕ вĕсем. Палăртса хăварар, Çăлкуç пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулĕнчи чăваш ачисен çитĕнĕвĕсем те пур. Тĕслĕхрен, 2011-2012 вĕренӳ çулĕнче «Чĕвĕлти чĕкеç» Пĕтĕм Раççей конкурс-вăййинче 4-мĕш класс ачи III вырăн йышăннă.
– Чăвашла пĕлмен ачасене 1-мĕш класра вĕренме йывăртарах, анчах 4-мĕш класс тĕлне эпир çăмăллăнах хутшăнма вĕренсе çитетпĕр. Сăвăсем те калатпăр, юрă та юрлатпăр. Ачасене пуринчен ытла калаçма, вăйăсем выляма килĕшет. Шкулта, ялта пулакан мĕнпур мероприятире ачасене чăвашла юрлаттарма е сăвă калаттарма тăрăшатпăр. Ачасене ку питĕ килĕшет, – пĕр саслăн пĕлтерчĕç учительсем.
Тăван чĕлхене вырăс шкулĕнче вĕрентессине çĕнĕрен чĕртесси, чăнах та, çăмăл ĕç мар, çавăнпа йывăрлăхĕ çăлкуçсен куç умĕнчех. Тĕслĕхрен, вĕсене ачасене тăван культурăпа çывăхрах паллаштарма чăваш тумĕсем çук. «Хамăр ăсталанă тухья пур-ха, ăна ачасем хаваспах тăхăнса пăхаççĕ. Мероприятисене хутшăнма чăваш тумĕсем пулсанччĕ те çав. Пире, ТР ЧНКА ку енĕпе мĕнпе те пулсан пулăшаймĕ-ши?» – пĕлтерчĕç вĕсем чун ыратăвне. Сăмах май, ТР ЧНКА председателĕ К.Яковлев шкула хăй те пырса курма шантарнă-мĕн, анчах хальлĕхе çитеймен-ха. Çăлкуç вăтам шкулĕн учителĕсем Тутарстанăн тĕп чăвашне çав тери кĕтнине пытармарĕç, мĕншĕн тесен кун пек тĕлпулусем вĕсене малалла тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантараççĕ. Ман шутпа, çăлкуçсем пек тăрăшуллă чăвашсенчен пирĕн пурин те тĕслĕх илмелĕх пур.
 
: 901, Хаçат: 5 (995), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: