Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Элмет районĕнчи Клемтел, шутласан, пĕчĕк ял мар. Ял хутлăхне ку ялсăр пуçне тата Пакраш, Пуленкке тата Чишма ялĕсем кĕреççĕ. Халăх шучĕ пĕчĕк маррине курах-тăр, вырăнти шкула та хăй вăхăтĕнче 365 ача вĕренмелĕх тунă. Вун-вун çул каялла кунта чăнах та ĕнтĕ ачасем йышлăн вĕреннĕ. Каярах, ытти çĕрти пекех, ку тăрăхра та çуралакан ачасен шучĕ сахалланнă. Паллах ĕнтĕ, шкулта вĕренекенсен йышĕ те пĕчĕкленнĕ. Юлашки çулсенче çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынă май Клемтел тăрăхĕнче те ачасем унчченхинчен нумайрах çуралаççĕ-ха. Шкулта вĕренекенсен шучĕ те майĕпен ӳссех пынă. Анчах… Шел пулин те, оптимизаци текенни Клемтел шкулĕн айккипе иртеймен çав. 2011-2012 вĕренӳ çулĕ вĕçленсен ялти вăтам шкула пĕтернĕ, кунта халĕ пуçламăш шкул çеç юлнă. Мĕн чухлĕ хуйхăрман-ши клемтелсем кун пирки? Таçта та çырса та пăхнă, тĕрлĕ пуçлăхсем патне те кайнă, усси пулман. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче Клемтел шкулĕнче 55 ача вĕреннĕ пулсан, хальхинче çитмĕле яхăн вĕренекен килмелле пулнă шкула. Шел пулин те, 5-11 классен пĕлтĕрхи сентябрьтен 12 километрти Чăваш Сиреньелне çӳреме тивет.
Клемтел шкулĕ ачасене тарăн пĕлӳ парассипе районта яланах палăрса тăнă. Олимпиадăсене, конкурссене, фестивальсене, ытти тĕрлĕ мероприятисене нихçан та хутшăнмасăр юлман клемтелсем, кулленех призлă вырăнсем йышăнса таврăннă. Халĕ те литература, методика пособийĕсем тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем çук. Пуçламăш классенченех тарăн пĕлӳ пама тăрăшаççĕ кунти педагогсем.
Клемтелĕнчи пуçламăш шкулта халĕ 1-4 классенче 26 ача вĕренет. 1-мĕш класс ачисене Людмила Ивановна Языкова вĕрентет, 2-мĕшпе 4-мĕшсене – Валентина Николаевна Миронова. Пĕчĕк коллектива Элина Геннадьевна Уливанова ертсе пырать. Вăлах уроксем хыççăн юлакан ачасен ушкăнĕшĕн те яваплă. Туслăн, килĕштерсе, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса ĕçлеççĕ вĕсем. Урăхла мĕнле пултăр-ха?
 
: 885, Хаçат: 5 (995), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: