Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«90-мĕш çулсенче вăрăсем урамра кăнтăр кунĕнчех çынсен шашкă çĕлĕкĕсене хывса илетчĕç пулсан, халĕ машина салонĕсене çаратаççĕ», – терĕ ТР ШĔМ Уголовнăй шырав управленийĕн çаратусене уçса парас енĕпе ĕçлекен уйрăмĕн ертӳçи Н.Черных çак кунсенче иртнĕ черетлĕ брифингра.
Подполковникăн çакăн пек каламашкăн сăлтавĕ пурах çав, республикăра граждансен автомашинисен салонĕнчи япаласене çаратасси 2012 çулта 25 процента ӳснĕ. Кăçал январь уйăхĕнче Хусанта кăна, тĕслĕхрен, çакăн пек 7 преступление шута илнĕ те ĕнтĕ. «Преступниксем салона хăварнă хаклă япаласенчен (автомагнитола, сумка, телефон, ноутбук…) пуçласа ура айĕнчи кавир, умри кĕленчепе кустăрмасем таранах çаратаççĕ», – кĕскен пĕлтерчĕ кун пирки полици подполковникĕ. Шел, вăрăсене нумай чухне алăран ярса тытма та, йĕрĕ çине ӳкме те май çук. Мĕншĕн тесен вĕсене автомашинăсен хуçисем çăмăлттайла хăтланса хăйсемех майсем туса параççĕ: машинăна питĕрмеççĕ, хаклă япаласене курăнакан вырăнсенче хăвараççĕ, автомобиле сыхлакан стоянкăна лартмаççĕ.
Çул çитмен ачасемпе наркомансем кăна машинăсене çаратаççĕ тени тĕрĕс мар. Халĕ çак енĕпе лайăх хатĕрленнĕ преступниксен ушкăнĕсем (нумай чухне хамăр республика çыннисемех) ĕçлеççĕ, вĕсем вара чăн-чăн профессионалсем. Çĕнĕ оборудованисемпе (сканерсемпе) усă курса кирек мĕнле машинăна та çăмăллăнах уçма пултараççĕ. Çакна пĕлсе тăрсах хăш-пĕр машина хуçи 0,5-1 миллионшар тенкĕ укçа хунă сумкăна е хутаçа умри ларкăч çинче е бардачокра хăварать, хăй вара суту-илӳ комплексне е урăх çĕре кĕрет (тĕпрен илсен, шăпах суту-илӳ комплексĕсен умĕнче машинăсене çаратаççĕ-мĕн). Тĕрĕссипе, профессионал-вăрра начар выртакан япалана илме темиçе çеккунт та çитет вĕт. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр апрель уйăхĕнче Хусанта «МЕГА» суту-илӳ центрĕн стоянкине лартнă «Мицубиси АСХ» салонĕнчен 1,5 миллион тенкĕ укçа çаратнă. Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Хусана туя килнĕ хăнасен 2,5 миллион тенкĕлĕх ылтăн эреш тата 100 пин тенкĕ укçа хунă сумкине коттедж умне лартнă «Лексус RX » салонĕнче çĕрлене хăварсан, машина чӳречине çĕмĕрсе вăрланă.
Юлашки вăхăтра республикăри ача сачĕ, шкулсен умĕнче те машинăсене çаратнă тĕслĕхсем нумайланнă. Ашшĕ-амăшĕсем ачисене ача садне е шкула ăсатма кĕрсен машинăсене питĕрме манаççĕ, сумкисене те салонрах хăвараççĕ.
Сăмах та çук, хаклă машина – мăнаçланмалли пурлăх, анчах ăна иртен-çӳрен, тус-юлташ кăна ăмсанмасть çав, вăл профессионал-вăрăсе н тимлĕхне те лекет. Çак машинăна (паллă ĕнтĕ хуçин салонра хаклă япаласем, кĕсйинче пысăк укçа пурах) вĕсем темиçе кун сăнаççĕ, меллĕ самант тупăнсанах вара çаратаççĕ. Вăрăсем çаплах пысăк укçапа çӳрекенсене банксен, страхлакан офиссен, пысăк предприятисемпе организацисен умĕнче ятарласа сăнаса лараççĕ.
Статистика кăтартнă тăрăх, машинăна нумай чухне каçхине 23 сехетрен пуçласа ирхине 5 сехетчен çаратаççĕ-мĕн. Мĕншĕн тесен преступниксемшĕн вăл питĕ меллĕ вăхăт, пĕрремĕшĕнчен, тарса пытанма çăмăл, çул çинче машинăсем сахал, иккĕмĕшĕнчен, свидетельсем çук. Çавăнпа та йĕрке хуралçисем кун йышши преступленисен 20 процентне кăна уçса параяççĕ-мĕн.
Машинăсене çаратни хăрушă преступлени шутланмасть, çавăнпа яваплăх та çирĕп мар: штраф е условно срок. Ку вара вăрăсене çак тупăшлă «ĕçе» каяллах таврăнма май парать.
Йĕрке хуралçисем машина хуçисене хăйсен пурлăхĕпе сывпуллашас мар тесен çак ансат правилăсене асра тытма хушаççĕ:
– руль умĕнче мар пулсан та тимлĕхе çухатмалла мар;
– кустăрмана улăштарма е пĕчĕк юсав тума, заправкăсенче бензиншăн тӳлеме тухсан автомобиль алăкĕсене питĕрмелле;
– сумкăна, портфеле, барсеткăна тата ыттине курăнакан вырăнта хăвармалла мар;
– пысăк сумма укçапа çула тухсан хăвăрпа пĕрле тепĕр çынна илмеллех;
– урамра палламан çынсем кустăрма шăтнине е пĕр-пĕр япала ваннине пĕлтереççĕ пулсан вĕсемпе калаçăва хутшăнмалла мар, ун вырăнне юлташсене, кирлĕ-тĕк полици ĕçченĕсене чĕнтермелле;
– машинăна сыхлакан стоянкăсене çеç лартма тăрăшмалла е хăвăр картишре видеосăнав йĕркелемелле.
 
: 867, Хаçат: 5 (995), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: