Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ялта пурăнакан, ял хуçалăхĕнче е ытти çĕрте ĕçлекен çын çинчен пирĕн нихăçан та манмалла мар. Мĕншĕн иккенне, паллах, пурте лайăх ăнланатпăр. Уйрăмах ял хуçалăхĕнче çĕрне-кунне пĕлмен ĕçченсем пирки питĕ ăшă та ырă сăмахсем калас килет.
Иртнĕ ĕмĕрте пуçлăхсемпе ертӳçĕсене, çаплах пысăкрах должноçра ĕçлекенсене ĕç опытне пăхса лартнă. Урăхла каласан, çынна хушу паракан çын малтан хăй унăн вырăнĕнче ĕçлесе пăхмалла пулнă.
Пăва районĕнчи Чăваш Шуршу ялĕнче пурăнакан Леонид Кожевников çинчен те çавăн пек калаççĕ ял çыннисем.
Леонид Кожевников асăннă ялта çут тĕнче курнă, çакăнтах тĕпленме шутланă. Унăн сăмахĕпе, çын ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ. Шкул пĕтерсен вăл Ульяновск облаçĕнчи Синкелейри училищĕре механизатора вĕренсе тухнă. Унтан, паллах, салтака кайса килнĕ. Вăхăта нумай тăсман, Рункă ялĕн хĕрне Ларисăна савса çемье çавăрнă.
Механизатор дипломне илнине кура, çамрăк каччă «Новый путь» колхозра тракторпа ĕçлет. Нумай вăхăт çӳретмест вăл «хурçă ута», пĕр çултанах трактор бригадин бригадирне лартаççĕ. Ăста специалиста тӳрех асăрханă колхоз пуçлăхĕсем, çынпа калаçма тата ĕçлеме пĕлнине те сăнанă. Çапла Леонид Ефимович 14 çул механизаторсемпе пĕр чĕлхе тупса вăй хунă.
1985 çулта бригадира ял Совечĕн пуçлăхне суйласа лартаççĕ. 5 çул тăрăшать çав вырăнта Леонид Кожевников, тем чунĕ пымасть пулмалла, каллех колхоза таврăнать. Хуçалăхри сысна фермине ĕçлеме куçать. Тĕрĕссипе каласан, ферма заведующийĕ пулса вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕçленĕ.
Леонид Ефимович каланă тăрăх, вăл ĕçлеме пăрахсанах сысна ферми саланать.
Кожевниковсем ултă ача çитĕнтернĕ. Паянхи куна вĕсен тăхăр мăнук. Тĕпре ывăлĕ тата унăн çемйи пурăнать. Леонид Ефимовичăн мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пулсан та, вăл пĕччен мар, килте ăру тăсаканĕсем çумра.
Леонид Ефимович 1944 çулхи пулнă пулсан та, питĕ тĕреклĕ çын. Паян кун та килти хуçалăха çеç мар, ял хуçалăхне те ертсе пыма пултарать. Ахаль тăмасть, паллах, вăл. Нумай япалапа интересленет. Малашне те çавăн пек çирĕп пулмалла пултăр.
 
: 792, Хаçат: 5 (995), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: