Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çурт-йĕрĕн тӳлевсĕр приватизацийĕ вĕçлениччен нумай та юлмарĕ, закона вара черетлĕ улшăнусем кĕртнĕ.
Паян акă вăхăтлăх çукки социаллă найм килĕшĕвĕнче палăртнă тивĕçсемпе правăсем улшăннине пĕлтермест, пурăнмалли çурт-йĕрпе усă курма право пур граждансем пурте приватизацие хутшăнма пултараççĕ.
Закона кĕртнĕ улшăнусене пула, пурăнмалли çурт-йĕре приватизацилеме ирĕк илмелли çынсен ушкăнĕсене чакарнă. Унччен ирĕке çемьере пĕрле пурăнакан кашни çула çитнĕ çыннăн та тата 14-18 çулсенчи çула çитмен ачасен памалла пулнă. Унччен хăйĕн приватизаци прависемпе усă курнă çынсенчен те ирĕк ыйтнă. Хальхи вăхăтра вĕсен килĕшĕвĕ кирлĕ мар. Халĕ приватизаци прависемпе усă курманнисенчен кăна ирĕк ыйтмалла.
Сăмахран, хăйсен ачисен хваттерĕнче пропискăра тăракан, тахçан урăх çурт-йĕр приватизацине хутшăннă аслашшĕнчен ирĕк ыйтни халĕ кирлĕ мар.
Ку улшăнусем чылай çынна ыйтусене судра татса парассинчен хăтарĕç. «Çемьери пĕр çын, хăй унччен урăх хваттер приватизацине хутшăннă пулин те, ирĕк паманнине пула чылай çемье шар курнă. Суд кăна пулăшма пултарнă. Халĕ вара çурт-йĕре приватизацилесси ансатрах.
 
: 661, Хаçат: 4 (994)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: