Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексеевски районĕнчи Пăлак (Тиган Буляк) ялĕнче пурăнакан Иван Семенович Никитинпа эпир кĕркунне ял кантурĕнче ăнсăртран паллашрăмăр. Вырăнти влаçăн представителĕсем Хусанта çулсерен пулакан ял хуçалăх ярмăрккине хатĕрленетчĕç ун чух. Алăк умĕнче пахча çимĕç тултарнă ешчĕксем ларатчĕç. Ял çыннисем тĕп хулара ярмăркка пулнине пĕлсе килти ытлашши пахча çимĕçе кӳретчĕç. Çак вăхăтра кантурăн алăкне çӳллĕ арçын уçрĕ те кĕпе çакмалли кантрасен çыххисемпе кĕрсе тăчĕ. «Хула çыннисене çав тери кирлĕ япала ку», – терĕ вăл пĕр тикĕс явнă кантрасен çыххисене хут ешчĕксем çине тирпейлĕн хунă май сăпайлăн. Иван Семенович укçашăн мар, вырăнти ял хутлăхне ярмăрккăра суту-илӳ тума мĕнпе те пулин пулăшас тесе çеç тăрăшать-мĕн. «Пĕччен пурăнатăп, пенсире халь. Ахаль ларас килменнипе кантрасем яватăп ав, мунчала çыхатăп», – тăсăлать малалла калаçу.
Иван Семенович кун пек вак-тĕвекпе пенсие тухсан кăна, икĕ алла пĕр ĕç тенĕ пек, аппаланкалать-ха, вăхăтĕнче йывăр ĕçре самай пилĕк авнă. Вăл совхозра учетчик, тимĕрç пулнă. Каярах вара хуçалăхра юсав ĕçĕсене пурнăçланă май сава-пуртăпа ĕçленĕ.
Ылтăн алăллă пенсионер валли çулла кил-тĕрĕшре ĕçĕ çителĕклĕ-ха, ваннине-туснине вăхăтра пăта çапмалла, пахчари çум курăк та тĕлĕрмест. Кăвак çутăпа тăрсан та кун иртни сисĕнмест. Хĕлле вара вăрăм каçсене кĕскетесси ай-яй çăмăл мар. Çавăнпа Иван пичче ахаль ларас мар тесе кантрасем çыхать те. Кантра çыхать тенĕрен, унăн та майне пĕлмелле вĕт-ха, ку вара ĕмĕрĕпе пухăннă опыт, мăн асаттесенчен вĕренсе юлнă ăсталăх. Иван Семенович хăй мĕн пĕлнине çамрăксене те вĕрентнĕ пулĕччĕ те, шел, вĕсене кантра çыхма пĕлни кирлĕ мар. Ăруран-ăрăва куçнă ăсталăх çапла майпен манăçа тухнине хальлĕхе ăнланмастпăр çав.
 
: 972, Хаçат: 4 (994), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: