Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕршывăмăрта рынок самани хуçаланма пуçланăранпа самай вăхăт иртрĕ. Экономика хутшăнăвĕсене çĕнĕлле йĕркелени нумайăшне алă çавăрса яма пулăшрĕ, уйрăм çынсем, хуçалăхсем, регионсем шайĕнче те. Тĕпрен илсен çут çанталăк ресурсĕсемпе пуян вырăнсенче пурăнакансемшĕн çакă лайăх пулчĕ. Анчах, калăпăр район ял хуçалăх ĕçĕпе кăна йӳнеçтерсе пурăннă-тăк, колхозсем юхăннă хыççăн унта пурăнакансем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ. Çĕпрел районĕнче те ĕç çуккипе инçе çĕрсене çӳрекенсем чылай. Кун пек чух тăван районтах ĕçпе тивĕçтерекен тупăнни çынсемшĕн чăнахах та çăлăнăç пулса тăрать. Сăмахăм Чăваш Çĕпрелĕнчи çĕвĕ цехĕ çинчен пырать-ха. Ăна паянхи кун Петр Данилович Осипов уйрăм предприниматель тытса тăрать. Цех историйĕ вара Кивĕ Çĕпрелте пуçланнă теме юрать.
Чăваш Çĕпрел ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Виталий Васильевич Землемеров вăл вăхăтра районăн Халăха кулленхи йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен комбинатĕнче (КБО) вăй хунă. Анчах çĕршывра самана пăсăлсан, завод-фабрикăсемпе, колхозсемпе пĕрлех çакăн пек комбинатсем те юхăннă. Мал ĕмĕтлĕ Виталий Землемеров унти çĕвĕ машинкисене çухалма паман, Чăваш Çĕпрелне кӳрсе килнĕ. Çапла кун курнă кунти çĕвĕ цехĕ.
Пысăк мар вăл, тăватă çын кăна ĕçлет: Раиса Петровна Жирнова закройщица, Ираида Петровна Яшина, Зинаида Александровна Хрисанова тата Надежда Николаевна Жирнова. Вĕсене ĕç укçи енчен кӳрентермеççĕ, çĕленин 40 процентне тӳлеççĕ. Çапла уйăхне 8-10 пин тенкĕ илеççĕ çĕвĕçсем. Ĕç çук чух (юлашки хут çакăн пекки хăçан пулнине те астумаççĕ ĕнтĕ) цех «хуралласа» лармаççĕ, харкам ĕçĕсемпе тухаççĕ е килĕсене каяççĕ.
20 çул ял халăхне кăна мар, таврари ялсенче, Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республикинче пурăнакансене те тумлантараççĕ çĕвĕçсем. Шкулсемпе клубсем уяв мероприятийĕсем валли, пултарулăх ушкăнĕсем валли çĕлеттереççĕ. Чăваш кĕписем çĕлессипе ăста чăвашçĕпрелсем. Хакĕ те йӳнеçтерет, Шупашкарта е Кӳкеçре çĕлеттернинчен самай пĕчĕк. Тĕслĕхрен, чăваш арçын кĕпи вăтамран 2 пин тенке ларать, хĕрарăм кĕпи хаклăрах – 5-6 пин тенкĕ. Тăтăш çĕлеттерекенсене йӳнĕрех хакпа параççĕ. Цех çĕнĕ тумсем çĕленипе пĕрлех кивелме ĕлкĕрнисене те юсать. Ялта пурăнакансене «тӳлев кĕтмелле» çĕлесе парасси те пулмасть мар. Çĕнĕ çул умĕн Юр Пикепе Хĕл Мучи тумĕсене заказ паракансем ытти çулти пекех, пĕлтĕр те нумайланнă. Йышланмасăр, икĕ атлас «кĕрĕкĕ» те 6 пин тенке кăна ларать те.
 
: 771, Хаçат: 4 (994), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: