Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТЛĂ КĂНА МАР, УСĂЛЛĂ ТА
Тутарстанри ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕ нумай пулмасть çĕнĕ «Синеокая» слива сортне кăларнă. Вăл ытти сортсенчен ир ĕлкĕрнипе, сивве чăтассипе, тухăçĕ 15 процент пысăкраххипе тата витаминсем нумайрах пулнипе уйрăлса тăрать. Çапах та чи пахи – ăна хамăрăн климат валли кăларни.
ЕНТЕШСЕМ ПАТНЕ «ЕНТЕШ» КАЯТЬ
Анат Камăри Владимир Аппаковăн «Ентешсем» хресченпе фермер хуçалăхĕ февралĕн 21-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Экспо-Контур» курав центрĕнче иртекен регионсен хушшинчи «Картофель» курава хутшăнса республика чысне хӳтĕлет. Раççейре çĕр улми темипе иртекен чи пысăк курав шутланать вăл, кăçалхи шучĕпе пиллĕкмĕш пулать. Форумăн тĕллевĕ – çак культурăн юлашки çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарасси. Мероприятин планĕнче: наукăпа практика конференцийĕ, тематикăллă çавра сĕтелсем, суту-илӳ.
МАЛТАН ХĂЙСЕМ ВАЛЛИ
Тури Услонри Мурат Сиразин ĕçе тĕрлĕ енлĕ хатĕрленипе паллă фермер. Çитес вăхăтра тата мороженăй кăларма планлать вăл. Пылак çимĕçĕн пахалăхĕ юлашки вăхăтра питĕ япăхланнипе, выльăх-чĕрлĕх сĕт-çăвĕ вырăнне пальма çăвĕпе усă курни сывлăхшăн сиенлĕ пулнипе çак ĕçе пуçăнасшăн-мĕн Тутарстан фермерĕ. Çавăнпа та мороженăя качака сĕтĕнчен, пылпа чăх çăмартинчен кăна кăларасшăн вăл. Хуçалăхĕнче çак продуктсенчен пыл кăна çук. Ăна районти утарçăсенчен кăна туянма шутлать. Ятарлă оборудование вара Италирен кӳме хатĕрленет. Пылак çимĕçĕн пĕрремĕш партине фермер июнь уйăхĕнче кăларма палăртнă. Мороженăя чи малтан вырăнти дачниксем, ача-пăча лагерĕсенче канакансем тата ял çыннисем тутанса пăхĕç тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА.
ПĔРЛĔХРЕ - ВĂЙ ТА, ТУПĂШ ТА
Тутарстанăн кăнтăр-хĕвел тухăç районĕсенчи фермерсем килти кайăк-кĕшĕке ӳстерсе сутас ĕçе малашне пĕрле тăвĕç. Мĕслĕм районĕнче çак тĕллевпе хурпа кăркка пусса тирпейлекен цех уçăлмалла. Хальхи вăхăтра тĕп документсене хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Ӳстернĕ хурсемпе кăрккасене унта районсенчи фермерсем кӳрĕç. Коопераци вара продукцие тухăçлă сутма пулăшĕ.
 
: 969, Хаçат: 4 (994), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: