Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Йĕс кӳлĕ, Акăш, Кăнтăрлă, Вун икĕ хурăн кӳлли, Тăрна, Хăмăшлă, Такана, Кукăр, Хĕрлĕ – çак кӳлĕсем çумĕнче вырнаçнă Пăва районĕнчи Ескуль ялĕ. Вĕсенчен пĕри, Йĕс кӳлĕ, ял ячĕ пулса юлнă. Вĕсен кашнин хăйĕн историйĕ, легенди пур. Кӳлĕ тарăнăшне пĕлмесĕр шыва кĕме хушман ваттисем. Хĕрлĕ кӳлĕ тарăнăшне пĕлес теекенсем вун икĕ тилхепе çыхса антарса та тĕпне çитеймен тет. Çак илемлĕ, вăрманлă, шывлă вырăнсем кайăк-кĕшĕксĕр мар, паллах. Тăрнасем, акăшсем инçе çула вĕçсе кайнă чух çакăнта канма, апатланма чарăнаççĕ. Хур-кăвакалсем йăва çавăрса чĕпĕ кăлараççĕ.
«Кайăк – çунатпа, этем чĕлхепе вĕçет», – теççĕ халăхра. Çут çанталăк ылтăн çиппе тĕрлесе тумне улăштарнă вăхăтра, тӳпере вĕçекен кайăксем кăшкăрса тăван тавралăхĕпе уйрăлнă вăхăтра кун çути курнă Анатолий Яковлевич Ерусланов. Сăмахпа вăл чăнах та вĕçен кайăк пекех çӳллĕ вĕçсе улăхма пултарайнă.
Антал Назул 75 çул тултарнине уявлама ăна пĕлекенсем, пĕрле ĕçлекенĕсем, таврапĕлӳçĕсем, ял-йыш тăван ялĕнчи Культура çуртне пуçтарăнчĕç.
Анатолий Яковлевич тăван ялне юратнине хăйĕн произведенийĕсене кĕртсе çырнă. Çыравçăн пултарулăхне халалланă тĕлпулăва библиотека ĕçченĕ Г.Михайлова хатĕрленĕ, уява ача сачĕн воспитательници О.Силина ертсе пычĕ.
Ескуль ялĕ 1930 çулта Тăхăрьялти хăюллă çынсем куçса килсе тĕпленнипе пулса кайнă. Назулсен Яккупа Метрӳнен виççĕмĕш ачи пĕчĕк Толя паллă çыравçă пуласса никам та шухăшламан. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл литература патне туртăнни палăрнă. Шкулти стена хаçатĕнче те унăн вичкĕн йĕркисем час-часах тĕл пулкаланă. Пирĕн паллă поэтăмăр В.А.Ашкеров та хăйне çӳçĕ ытла вăрăм пулнипе «Мелке пуç» тесе çырса кăларнине аса илсе калаçрĕ.
Тăхăрьял музейĕн директорĕ В.И.Афанасьев А.Я.Еруслановпа тĕл пулнисем çинчен, хайлавĕсене пурнăçран илсе, чĕри витĕр кăларса çырни çинчен каласа пачĕ. Харпăр сăнара питĕ тимлĕн сăнаса вăл тиркевлĕ çырма пултарайнă.
Кашни çын хăйĕн çуралнă тăван кĕтесне юратать. Ескуль ялĕн сарлака урамĕнче хур, кăвакал хутшăнса какăлтатни, выльăх-чĕрлĕх макăрнă сасă илемлĕ симфони пек илтĕннĕ Анатолий Яковлевича. Çак юбилея ирттерес ĕçе хастар хутшăннă таврапĕлӳçĕ Михаил Хветке Ескуль ялĕ, Антал Назул Тăхăрьялта мĕнле вырăн йышăнни çинчен каларĕ.
А.М.Малышев таврапĕлӳçĕне вăхăтпа тан çырса пыракан çыравçăпа тĕл пулма тӳрĕ килеймен. «Анатолий Яковлевич произведенийĕсенче чăваш халăх философийĕ, чăваш çынни пурнăç çине мĕнле пăхни палăрса тăрать. Уйрăмах ун прозăллă сăввисем çак енĕпе палăраççĕ. Антал Назул урăх нимĕн те çырман пулсан та хăйĕн асамлă чĕлхипе чăваш литературине тата пĕр пусма çӳлелле çĕклерĕ», – терĕ вăл.
Юлашки çулсенче Тăхăрьялта çыравçăсене чысласси йăлана кĕчĕ. Ку питĕ аван пулăм. Эпир çапла хавхаланма пултарни çĕр ĕçне ĕçлесе пурăнакан халăх ĕçĕпе çыхăннă. Çак тĕлпулу та В.Чернов ячĕллĕ агрофирма пулăшнипе иртрĕ.
Хальхи вăхăтра чăваш çыннисем халăхсемпе пĕр тан пурăннишĕн савăнса, хуçалăх ертӳçисене, çамрăксене ĕçлеме пур енчен те ăнăçлăх сунса калаçрĕ Д.Шашкин шурсухал. Çак тĕллевпех çырман-и-ха пирĕн ентеш Антал Назул?
Ял ертӳçи, пуçлăхсем, хăнасем çыравçа аса илсе калаçнă хушăра ача садĕнчи, шкулти ачасемпе таврари культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Кашăк, шăнкăрав, кĕпе ухакан хăма, хут купăс каласа тăван кĕвĕсене выляса пачĕç.
Çыравçă çуралнă çурт умĕнче хăй аллипе лартса хăварнă улма йывăççисемпе пилеш ӳсеççĕ. Çак уявра хуçи ентешĕсемпе пĕрле ларса савăнайманнипе, вĕсем çинче ӳссе çитĕннĕ çимĕçсене тутанса та пăхайманнипе, вăхăтсăр çĕре кĕнине ăнланнăн хурланса силлене-силлене илеççĕ.
 
: 1550, Хаçат: 42 (720)

Комментарисем:

Лексей (2007-10-30 22:06:32):
Интернетра сăнÿкерчĕкĕсем тĕслĕ иккен! Хаçатра шурă-хура çех

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: