Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕ çула кĕтсе илни икĕ эрне кăна иртнĕ пулсан та, январĕн 13-мĕшĕнче Аксу районĕнчи Беловка ял халăхĕ ниме пăхмасăр клуб еннелле утрĕ. Сăлтавĕ пулсан мĕншĕн пĕрле пуçтарăнас мар-ха тепрер хут? Çак кун кунта елкăна тепĕр хут çутатса, Хĕл Мучипе Юр Пикене йыхăрса Кивĕ Çĕнĕ Çула кĕтсе илме шутларĕç. Уява вара театр кружокне çӳрекен ачасем ирттерчĕç.
Çичĕ сехет çитсен пуçланчĕ уяв. Таса мар вăйсем – тухатмăшсем (А.Бульбова, А.Гаврилова, А.Ефимова), пакăç (Д.Кожеманов), арçури (А.Бульбов), шăна кăмпи (Е.Фомина), шуйттан çури (Д.Статин) мĕнле кăна пăсас темерĕç пуль çак уява. Юр Пике те пулса кĕчĕç, Çĕнĕ Çулăн паллине – çĕлене (К.Семенова) те вăрларĕç, Хĕл Мучине (С.Кожеманов) те чĕлхесĕр турĕç, кучченеçсене те пытарчĕç, анчах та ыр кăмăллă ертӳçĕсем (И.Ефимов, В.Фомина) йĕркелесе ертсе пынипе, таса вăйсем – Юр Пике (А.Полорусова), скоморохсем (Д.Павлов, А.Павлов, С.Наумов), куян тус (Ю.Титова) пулăшнипе пĕтĕм пăтăрмахсене çĕнтерчĕç ачасем. Çамрăк артистсем курма килекенсене сцена çинче сăвăсемпе, юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç. Куракансене питĕ килĕшрĕ уяв. Артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Чăнахах та пултаруллă ку ачасем. 2012 çулхи сентябрь уйăхĕнче Кивĕ Тимушкел шкулĕнче вĕренекен Беловка ял ачисем валли Беловкăри пуçламăш шкулта театр кружокĕ йĕркелеме ирĕк парсан, çак ачасем питĕ савăнчĕç, хапăл тусах кружока çӳреме пуçларĕç. Кружок ертӳçине вара, режиссер пултарулăхне тĕпе хурса, кĕçĕн классен вĕрентекенне Елена Васильевна Кожемановăна шанса пачĕç. Çакна та каласа хăварас килет: Елена Васильевна пур енчен те пултаруллă. Спектакльсен сценарийĕсене çырать, декорацисене те хăех хатĕрлет, костюмсене те ачасемпе пĕрле шутласа тупаççĕ. Сăмах май, унăн вĕренекенĕсем вăтам шкула куçнă чух тестирование пур предметпа та 100 проценчĕпех лайăх иртрĕç.
Ку уяв-спектакль ачасен пĕрремĕш ĕçĕ мар. Октябрь-ноябрь уйăхĕсенче вĕсем ырми-канми хăйсен пĕрремĕш спектакльне хатĕрлерĕç. Кĕрхи каникулта пĕр кун сиктерми кружока çӳреме, хăйсем вылянине видео çине ӳкерме тытăнчĕç, мĕншĕн тесен спектакль «Мы живем в мире, где есть СПИД» конкурса хутшăнчĕ. Ӳкерекенĕ те Елена Васильевна хăех пулчĕ. Тăрăшса ĕçлени сая каймарĕ. Районти театр кружокĕсен кĕçĕн ушкăнĕсен хушшинче вĕсен «Иванушка в тридевятом царстве» ятлă спектаклĕ иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Тăватă уйăх кăна «пурăнакан» театр кружокĕшĕн çакă пысăк çитĕнӳ мар-им, ачасемшĕн пысăк савăнăç мар-им? Ачасем хăйсен çитĕнĕвĕшĕн питĕ савăнчĕç, малалла та тăрăшса ĕçлеме тĕллев лартрĕç.
 
: 839, Хаçат: 4 (994)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: