Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанăн тĕп хулинче вырнаçнă Туслăх çуртĕнче юлашки вăхăтра пĕрмай чăваш обществи хуçаланать. Концертсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ унта чăвашсем. Январь уйăхĕнче кăна миçе тĕлпулу пулчĕ. Кунта чăваш ӳнерçисен куравĕ пуçланнă. Январĕн 17-мĕшĕнче Раççей Ӳнерçĕсен союзĕн членĕн, ЮНЕСКОн «Новая эра» Тĕнче ӳнер академийĕн членĕн, чăваш ӳнерçин Георгий Фомиряковăн куравĕ уçăлчĕ.
Ӳнерçĕ-этнофутурист Шупашкар хулинче çуралнă пулсан, Етĕрне районĕнчи Чаканар ятлă чăваш ялĕнче çитĕннĕ. 20 çул ытла вăл хăй ĕçĕсенче наци тематикине аталантарса пынă. Чăваш халăхĕн чунне пĕлес тесе тăрăшнă. Хăйĕн творчествинче Георгий Фомиряков чăваш символĕсемпе, тĕррисемпе тата эрешĕсемпе усă курать. Çаплах руно çырулăхĕ те палăрса тăрать.
Куравра сахал мар ĕç тăратнă Чăваш Ен ӳнерçи. Пурте хăйне евĕрлĕ. Кашни ĕçне пăхса кĕнеке вуланă пек содержанине каласа пама пулать.
Курава уçмашкăн чăваш ӳнерçине сума суса ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, ТР Халăхсен ассамблейин председателĕ Фарид Мухаметшин та килнĕ.
– Çак курав питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Ăна профессиллĕ искусствоведсем пысăк хак парĕç. Шкул ачисене кăтартма тăрăшмалла, ăста ӳнерçĕсен ĕçĕсемпе паллаштармалла, – терĕ Фарид Хайруллович кашни ĕç патне пырса пăхса.
Паллă ӳнерçĕпе пĕрле Чăваш Енрен П.П.Хусанкай ывăлĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Атнер Хусанкай, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай та килнĕ.
Чăваш ӳнерçисен куравĕсем чаплă иртни, паллах, пирĕн автономи лайăх ĕçленипе пулса пырать. ТР ЧНКА пуçлăхĕ Константин Яковлев тăрăшнипе иртеççĕ çак куравсем.
Хусанти чăваш обществи ĕçлени те курăнать. Курава «Салам» фольклор ансамблĕ хитре юрăсемпе уçрĕ. Халиччен пулман пулăм. Кун пеккине Тутарстан Ӳнерçисен союзĕн представителĕсем курман та темелле. Чăвашсем хăйсен паллă çыннисене сума суса мероприятисене чаплă ирттернине мухтарĕç.
Январĕн 24-мĕшĕнче вара РФ тата ЧР Ӳнерçĕсен союзĕн членĕн Андрей Морозовăн куравĕ иртрĕ. Февралĕн 1-мĕшĕнче тата 6-мĕшĕнче ӳнерçĕн куравне курма пулать. Тĕлĕнмелле хитре ĕçсемпе паллаштараççĕ пире, Хусанта пурăнакан çынсене чăваш ӳнерçисем. Тавах вĕсене уншăн.
 
: 751, Хаçат: 4 (994)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: