Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чистай районне кĕрекен Юлдуз поселокĕнчи клубра Зинаида Петровна Шарафутдинова ĕçлеме пуçланăранпа 33 çул çитнĕ. 1979 çулта Елабугăри Культурăпа çут ĕç училищинчен хореографа вĕренсе тухнăранпах тăрăшать вăл çакăнта. Çак пысăк тапхăрта вăл директор та, илемлĕх ертӳçи те пулнă. Халĕ, культура учрежденийĕсен тытăмне улăштарнă хыççăн, Чистай Централизациленĕ культурăпа кану учрежденийĕн 25№ филиалĕн методисчĕ пулса тăрăшать. «Эпĕ çак ĕçе ачаран юрататăп. Çынсем валли уявсем йĕркелеме интереслĕ мана, анчах юлашки çулсенче документсемпе нумай ĕçлеме тивет», – ӳпкелешет З.Шарафутдинова.
Тĕпрен илсен культура, творчество ĕçне Зинаида Петровна Лилия Рифовна Камалтдинова режиссерпа килĕштерсе илсе пырать нумай наци çынни пурăнакан Юлдузра. Пĕр вăхăт кунта наци ыйтăвĕ çивĕч лару-тăрăва çаврăнма та тытăннă. Мероприятисем йĕркеленĕ чух яланах нацисен интересĕсене шута илет Зинаида Петровна. 2004 çулта пушар тухса клуб çунса кайни поселокри культура ĕçченĕшĕн пысăк чăрмав пулса тăнă, паллах. Апла пулин те ялти культура вучахне сӳнтермен, Чистая куçарнă хыççăн пушанса юлнă администраци çуртĕнче мероприятисем хатĕрленĕ.
Поселокра тивĕçлĕ канурисем сахал мар, инвалидсем те пур. Вĕсене юбилейсемпе, пысăк уявсемпе килĕсене кайсах саламлаççĕ. Юлдузра чăваш юррисене юратакансен клубĕ те ĕçлет. Унта пĕрмай çӳрекенсем пит нумайăн тееймĕн, 8-9 çын. Анчах поселокра чăвашсем, Зинаида Шарафутдинова сăмахĕсемпе, 66 çын пурăннине шута илсен çав тери сахал теме те çук. Ансамбле пенсионерсемпе пĕрлех çамрăк хĕрарăмсем, хĕр ачасем çӳрени савăнтарать, вăл вăрăм ĕмĕрлĕ пуласса шанчăк çуратать. Костюмсем енчен лару-тăру йывăрри вара клуб ĕçченне хаш-ш! сывлаттарать. Сцена тумĕсем пулнă клубра, тĕрлĕ наци костюмĕсем. Анчах вут-кăвар вĕсене шеллесе тăман – тĕпĕ-йĕрĕпе тĕп тунă. Эпир Юлдузра пулнă чух (2012 çулхи ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕ) Зинаида Петровна Хĕл Мучипе Юр Пике тумĕсене ăçтан тупасси пирки пуçне ыраттаратчĕ.
Халь тата çĕршывĕпе чапа тухнă «Бурановские бабушки» коллектив хыççăн Юлдузри кинемисем те сцена çине туртăнаççĕ, дискотекăсене çӳреме те хавас вĕсем, 50 çултан иртнисем валли ятарласа йĕркелеме ыйтаççĕ. Çуллахи вăхăтра вĕсем ыйтнине пурнăçлама çăмăл ĕнтĕ, çамрăксем валли урамрах ташă каçĕсем ирттернине аслăрах çултисем валли те йĕркелеме пулать. Çанталăк сивĕтсен, пăсăлсан йывăртарах лекет, шкулпа хутшăнусем лайăх пулин те, пĕрмай унти спорт залне йышăнма çук, администраци çуртĕнче çакна тума пӳлĕмĕсем сивĕ те, пĕчĕкрех те.
Çук, юлдузсем клуб çук тесе пĕр самант та алă усса ларман. Пушă çĕрте, хăйсен вăйĕ çине шанса кăна поселокăн йăлана кĕнĕ уявĕсене тивĕçлĕ шайра илсе пыма пултарнă. Çĕнтерӳ кунне çуллен чаплă ирттернĕ, пушар хур кӳнине пăхмасăр. Тата çакăн пек уявсенчен пĕри – Панулми сăпасĕ. Юлдузсен Ял кунĕпе Хула кунне пĕрле ирттересси те йăлара пулнă. Анчах 2012 çулта вĕсене уйăрнă: Хула кунне сентябрьте, «кĕр мăнтăрĕпе» ирттернĕ. Унăн кульминацийĕ Çĕнĕ çăкăр конкурсĕ пулнă тесен тĕрĕс пулать-тĕр. Унта кукăль ăста пĕçерекенсем активлă хутшăнса икшер приз çĕнсе илнĕ. Ял кунне вара çĕнĕ Культура çурчĕ уçăлсан уявлама йышăннă.
Пĕлтĕр Юлдузра пурăнакан ытти халăх çыннисем пĕрремĕш хут чăвашсен Уявне курчĕç. Халиччен клуб ĕçченĕсем кунта çак мероприятие ирттермен. Поселокри асанне-кукамайсемпе , мăнаккасемпе пĕлтĕр пĕрремĕш хут ирттерчĕç. Çынсен кăмăлне кайнă çĕнĕ мероприятие кăçал халăх тата йышлăрах пухăнасси пирки иккĕленместпĕр. Çитменнине, Зинаида Петровна асăрханă тăрăх, Юлдузра пурăнакан чăвашсен юлашки çулсенче чăвашлăх туйăмĕ вăраннă кăна мар, аталанса ытти халăх ывăл-хĕрĕ хушшинче танлăн палăракан пулнă.
2012 çул Юлдузăн культура ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă çул пулчĕ. ТР Президенчĕн программине тĕпе хурса март уйăхĕнчех Культура çуртне тума пуçланă. Çак тĕллевпе республика 9 миллион тенкĕ куçарнă, çак сумма çумне район бюджетĕнчен те укçа хушнă. Строительсем тăрăшса ĕçленине кура «çĕнĕ пӳрте» çу вĕçĕнчех кĕме шутланă. Унти чи пĕрремĕш мероприятие те палăртнă – Ял кунĕ. Анчах тĕрлĕ чăрмавсене пула Культура çуртне уçасси кунран куна куçса пынă, ноябрĕн 28-мĕшĕнче вара чăнах та уçăлнă. Çĕнĕ Культура çурчĕ пысăках мар, куракансен залĕ те 150 вырăнлăх кăна. Анчах унта ачасемпе ĕçлеме те, тумланма та, методистпа режиссер валли те пӳлĕмсем пур. Культура çурчĕн хăйĕн котельнăйĕ, шывĕ, газĕ.
Çĕнĕ çула та тивĕçлипе, хăйсен Культура çуртĕнче кĕтсе илчĕç юлдузсем, кăçалхи пĕрремĕш мероприятисене те ирттерме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, 40 çултан иртнисем валли уяв каçĕ йĕркеленĕ.
Зинаида Петровна Юлдуз нумай нациллĕ поселок пулнине яланах асра тытать, çавăнпах апрелĕн 2-мĕшĕ тĕлне, Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалласа мероприяти йĕркелесшĕн. Ăна туслăх фестивалĕ манерлĕ ирттересшĕн. Тен, çак уяв та ӳлĕм поселокăн йăлана кĕнĕ уявĕсенчен пĕри пулĕ.
 
: 972, Хаçат: 3 (993), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: