Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕн Культура керменĕнче хăтлă, ăшă. Творчество ĕçченĕсем валли условисем туса пама тăрăшни куçкĕрет. Ĕçченсем çакна курса тата хавхалануллăрах тăрăшаççĕ. Ансамбльсем, театрсем темиçе те кунта. Эпир ачасемпе ĕçлекен Лилия Владимировна Лукинапа тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл «Звездочка» ача-пăча театрĕн режиссерĕ, 2006 çулта Елабугăри культура училищинчен вĕренсе тухнăранпах шкул ачисене пултарулăхне сцена çинчен кăтартма хăнăхтарать. Пĕр вăхăт Лилия Владимировна халăх театрне те ертсе пынă-ха, анчах ача-пăча театрĕ йĕркелесси пирки сăмах тухсан унăн ертӳçи пулма Лукинана шаннă. Кӳшӳ ялĕн ачисенчен тăнă пĕрремĕш ушкăн. Вĕсемпе спектакльсем хатĕрлесе ача сачĕсене тухса çӳренĕ. Пурте кăмăллă юлнă çамрăк артистсен курăнăвĕпе. «Звездочкăна» çӳрекен ачасене вара репетицисем, пĕрле сцена çине тухасси килĕшет кăна мар, туслăрах, уçă кăмăллăрах пулма пулăшать. Калас пулать, йĕркепе килĕшӳллĕн ача-пăча театрне 12 çул тултарнисене, аслăраххисене илмелле. Пурте пĕлекен «йывăр çултисем» труппăра чăнах та йышлă. Анчах 2012 çулта çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçлансан кĕçĕн классенче вĕренекенсем те «Звездочкăна» çӳреме ирĕк ыйтса килсен Лилия Владимировна хирĕçлеймен – йышăннă. Аслăраххисем пирки (хайхи «йывăр çултисем») ӳпкелешнине илтмерĕмĕр, пачах урăхла. Вĕсем çинчен ыррине кăна калать: репетицисенче те пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, костюмĕсене те пĕрле хатĕрлеççĕ. Культура çурчĕ те пулăшать-ха костюмсемпе, анчах хăйсем тĕллĕн çĕлемелли, шутласа кăлармалли те пайтах. Пĕлтĕр «Звездочка» республикăн ача-пăчапа çамрăксен театрĕн зонăри смотрĕнче грант çĕнсе илнĕ. Паллах, награда укçине костюмсем туяннă çĕре тăкакланă. Лукинан театрĕ пысăк мар, пурĕ те 11 ача тата аслисем те пур – Наталья Тимофеевнăпа Олег Борисович Прохоровсем, мăшăрсем. «Здравствуй, принцесса» спектакле лартнă чух режиссер короле вылякан çитĕннĕ çын çуккипе аптранă. Сценăна юратакан шкул ĕçченĕ Наталья Тимофеевна мăшăрне пулăшма ыйтнă, лешĕ хапăлласах килĕшнĕ. Çапла лару-тăруран тухнă «Звездочка».
Л.Лукина ертсе пыракан театра тĕрлĕ халăх ачисем çӳреççĕ. Вырăсĕ те, чăвашĕ те, тутарĕ те пур. Лилия Владимировна хăй те чăваш, Кивĕ Саврăшра çуралса ӳснĕ вăл. Çавăнпа ертӳçĕ ачасемпе чăваш спектакльне лартма ĕмĕтленнинчен тĕлĕнмелле те мар пулĕ. Тĕпрен илсен пьеса суйласа илесси яваплă, пурне те тивекен интереслĕ самант – вĕсем Интернетра, библиотекăра тупнă кашни пьесăна пĕрле пăхса тухаççĕ, килĕшнине лартаççĕ. Шел те, чăвашла пьесăсем, ачасемпе лартма юрăхлисем тупма çăмăлах мар тесе пĕлтерчĕ пире Лилия Владимировна, эпир пынă чух хăй Ефим Никитинăн «Хуняма» пьесине кăсăклансах пăхатчĕ. Ку камите авторĕ аслисем валли çырнă пулĕ-ха та, ачасем лартсан, тен, кулăшларах та пулĕ. Чăваш драматургĕсем çитĕнекен ачасене лартма пьесăсем çырмаççĕ-тĕк…
«Звездочкăна» çӳрекенсем хăйсене çын çинче тыткалама та вĕренеççĕ, чĕлхи те япшар вĕсен, ачасен туслăхĕ пирки асăнтăмăр ĕнтĕ. Тата тепĕр лайăх ен парать вĕсене ача-пăча театрĕ: хăйсен ĕçне хаклама хăнăхтарать, репетицисенче, сцена çинче тăрăшни кăмăла тултарнипе пĕрлех енчĕке те укçа кĕртет. Труппа ялсене те тухса çӳрет-çке, Аксура та спектакльсем лартать. 40 тенкĕ тăракан билетран 40 проценчĕ труппăра юлать. Рынок саманинче çакă та хавхалантарать: ашшĕ-амăшĕ валли парне илме вĕсенченех укçа ыйтма аван мар-çке, мороженăй, шоколад валли те кĕсьере укçа пулсан лайăхрах.
Костюмсем пирки пуç ватмах тивмест Аксури культура ĕçченĕсен. Мĕншĕн тесен районти Культура çурчĕн хăйĕн костюмерĕ, çĕвĕçĕ. Вĕсен гардеробĕнче халăх костюмĕсем, концерт костюмĕсем пайтах, типтерлĕн вешалка çинче çакăнса тăраççĕ. Вĕр-çĕнĕ пек курăнакан тума кивçенле парса яма та шел пулĕ çав (темĕнле тавăрса парĕç-ха?).
Лилия Владимировна вара костюмсем кăна мар, пуканесем ăсталама та маттур. Массăллă мероприятисене çын çӳллĕш пуканесем «хутшăннине» пурте кăмăллаççĕ, çитĕннисем те ачасем пек савăнаççĕ. Çакна йĕркелӳçĕсем пĕлеççĕ, паллах. Çавăнпа Аксури Культура çурчĕ Хусана пукане тума заказ панă. 23 пин тенке «ларнă» хайхискер, культура учрежденийĕшĕн самай хаклă. «Чăваш шăпчăкĕ» чăваш юрăçисен конкурсĕ тĕлне хăйсемех пукане тума шут тытнă, вулакан тӳрех тавçăрчĕ-тĕр, çак яваплă ĕçе Лилия Лукинана хушнă. Аксури искусствăсен шкулĕн ĕçченĕ Крестина Николаевна Серкова формăсем тума пулăшнă, Лилия папье-машерен чăваш каччипе хĕрĕн пуçĕсене ăсталанă, костюмерсем тум янтăланă. Туслă ĕçĕн результачĕ пурне те савăнтарнă: фестиваль-конкурса хутшăнакансене те, Культура çурчĕн администрацине те, самай укçа перекетленĕ-çке (виçшер пин тенке ларнă пуканесем). Çакăншăн ăстаçăна хавхалантарса преми те панă. Халĕ культура ĕçченĕсем ытти халăхсен пуканисене те хатĕрлесшĕн. Чăваш каччипе хĕрĕ вара пĕр мероприятирен те юлмаççĕ тесен тĕрĕс пулать: Уявра та пулаççĕ, сабантуйне те тухаççĕ, район кунĕ, республика кунĕ, тыр-пул уявĕ… Пурне те асăнса пĕтерĕн-и?
 
: 750, Хаçат: 2 (992)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: