Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАНРА та декабрь уйăхĕнче юр питех çуманнине, вырăн-вырăнпа 30 градус сивĕ тăнине пула уй-хирсенчи кĕрхи калчасем лайăх хĕл каçасси иккĕленӳллĕ пулнипе ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕн çумĕ М.Нуртдинов ТР Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура хуçалăхсене запасри вăрлăха йăлтах сутма васкамалла маррине, страхлакан фонда май уйăхĕн вĕçĕчченех тытмаллине каланă. Кунсăр пуçне вăл çур акине лайăх хатĕрленмелли çинчен те аса илтернĕ. Мĕншĕн тесен июнь уйăхĕн пĕрремĕш çурринче типĕ çанталăк тăрас хăрушлăх пур.
 
АЛЕКСЕЕВСКИ районĕнче (Аслă Тиган ялĕ) сĕт пуçтаракан тепĕр пункт уçнă. Вăл халĕ районти халăхпа хуçалăхсенчен кăна мар, кӳршĕллĕ районсенчен те сĕт йышăнма пултарать. Пунктра тĕрĕсленĕ, фильтр витĕр кăларса сивĕтнĕ хыççăн сĕте ятарлă машинăсене ярса «Вимм-Биль-Данн» компанин Ĕпхӳри, Мускаври тата Чулхулари филиалĕсене тирпейлеме ăсатаççĕ. Пункт сĕте вăтамран литрне 10 тенкĕпе пуçтарать, укçана кашни 10 кунран тӳлет. И.Сунеев ертӳçĕ каланă тăрăх, малашне сĕтĕн улшăнман хакне палăртма шутлаççĕ, çапла тусан сезона пăхмасăр пĕр хак пулать. Хальхи вăхăтра пункт кунсерен 85-шер тонна сĕт йышăнать, çулла 180 тонна çитерме планлать.
 
ПĂВА районĕнче 2013 çулта кăна 21 пин ытла тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тума планлаççĕ. Çитес вăхăтра хулара социаллă ипотекăпа 45 хваттерлĕ çуртăн строительстви пуçланмалла. Кунсăр пуçне вĕрентӳ, сывлăх сыхлав, культура сферисенче ĕçлекенсен кооперативсем урлă çурт-йĕр туянма та май пулать. Тутарстанра çакăн пек кооперативсем йĕркелесси пирки ТР Министрсен Кабинечĕ ятарлă постановлени йышăннă.
 
ЛЕНИНОГОРСКРА нефтяниксен шучĕпе лартнă спорт объекчĕсен çумне çитес вăхăтра тепĕр объект хушăнать. Вылямалли икĕ площадкăллă теннис корчĕн строительстви унта пĕлтĕр август уйăхĕнче пуçланнă. Çĕнĕ комплексăн универсаллă урайĕ теннис кăна мар, волейбол, баскетбол выляма та, тĕрлĕ эстафетăсем ирттерме те май парать. Объекта 2013 çулхи август уйăхĕнче, Тутарстан нефчĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн, уçма палăртнă.
 
ЧИСТАЙРИ ача-пăча библиотекинче çемçе теттесен «Юратнă упа çури» куравне йĕркелессине пĕлтерсен, хула çыннисем хапăлласах унта хутшăнма кăмăл тунă. Хăйсен юратнă теттисене (хăш-пĕрисене 50 çул каяллах кăларнă пулнă), çав шутра хăйсен аллисемпе çĕленисене те, илсе килнĕ. Çĕнĕ çул умĕн уçăлнă курава ача-пăча нумай килнĕ. Библиотека ĕçченĕсем вĕсене кашни теттен историне каласа панă.
 
ЕШĔЛВАР. Тутарстанри наркоконтроль сотрудникĕсем нумай пулмасть марихуана сутакан преступниксен ушкăнне тытса чарнă. Хусанти таксист наркотика курттăммăн сутнă çеç мар, Васильево поселокĕнчи коттеджĕнче ӳстернĕ те. Çак ĕçре ăна хут уйăрттарса пĕрлешмен арăмĕ пулăшнă-мĕн. Хĕрарăма 500 грамм марихуана сутнă чух, тепĕр темиçе сехетрен наркооранжерея хуçине коттеджра тытса чарнă. Вĕсене закона пăснăшăн 15 çул таран тĕрмене лартма пултараççĕ.
 
: 832, Хаçат: 2 (992), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: