Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш чĕлхипе литературин республика олимпиадин ыйтăвĕсене ыттисем хĕрсех хуравланă вăхăтра Апас районĕнчи Черккĕн вăтам шкулĕн каччипе хĕрĕсем Павел Тихоновпа Анна Игнатьева, Ангелина Терентьева ĕçе вĕçленĕччĕ ĕнтĕ. Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсене хумханса кĕтнĕ хушăрах пушă вăхăта усăллă мĕнлерех ирттересси пирки хĕрсех плансем тăватчĕç. Мĕн калăн, çамрăклăх!
– Ĕнер олимпиадăна хатĕрлентĕмĕр, паян ыйтусене виçĕ сехет хуравларăмăр, халĕ кансан та юрать, – терĕç вĕсем шӳтлĕн. «Регина» хăна çуртĕнче канăва мĕнле йĕркелемеллине çак шкул ачисем пуринчен те лайăхрах пĕлеççĕ тесен те юрать. Кунта ăçта мĕн вырнаçнине аслăрах пиччĕшĕсемпе аппăшĕсенчен илтнех-çке. Апас районĕнче чăваш этнокомпоненчĕллĕ шкулсем урăх çуккине кура çуллен район чысне олимпиадăра çак шкул хӳтĕлет. Çавăнпа ку шкултан олимпиадăна темиçе хут хутшăнакан вĕренекенсем те пур. Анна Игнатьева та, тĕслĕхрен, кунта пĕрремĕш хут мар. «Малтан бассейнра ишетпĕр, кайран каток çине конькипе ярăнма каятпăр», – терĕ вăл савăнăçлăн.
Сăмах май, кăçалхи олимпиадăна килнисене ытти çулсенчи пек, пӳлĕмсене хĕр ачасемпе арçын ачасене уйрăмшарăн мар, пĕр районтан килнисене пурне те пĕрле вырнаçтарнă. Капла олимпиадăна хатĕрленме çăмăлрах тенĕ ахăр. Апла пулин те çамрăк яш-кĕрĕме паллашма чăрмантармасть ку. Вĕсем мĕн чухлĕ çĕнĕ юлташ тупнă ав. Апассем те катока, бассейна хăйсем кăна кайма хатĕрленместчĕç. Вĕсен туслă çыхăнăвĕ кайран та татăлмасть, Интернет урлă малалла тăсăлать.
Çĕнтерӳçĕсен вара çитес вăхăтра тата тепĕр хут та тĕл пулма тивет. Шупашкарта Тутарстан чысне хӳтĕлемелле пулать-çке. «Шкулта юлашки çул вĕренетĕп вĕт, Шупашкарта иртекен регионсен хушшинчи олимпиадăна та каяс килет-ха ман», – терĕ Аня кун пирки. Эпир вĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕсем паллă марччĕ-ха. Каярах çеç çĕнтерӳçĕсен ячĕсене пĕлтĕмĕр. Çапла вара Аньăн Шупашкара каяс ĕмĕчĕ пурнăçланатех, вăл 44,5 балл пуçтарса 11-мĕш класс ачисен хушшинче мала тухнă, çаплах Павелăн та 9-мĕш классен хушшинче чи пысăк балл – 37. Ангелинăн кăтартăвĕ япăх мар-ха, чăн та, вăл хальхинче çĕнтерӳçĕ те, призер та пулайман. Темех мар, умра тепĕр çул пур-çке-ха, кăçал 10-мĕш класа кăна каять-çке.
Аня шкул пĕтернĕ хыççăн ăçта, мĕне вĕренессине палăртса хунă ĕнтĕ. ППЭ тытса алла аттестат илсенех Хусана аслă шкула килме хатĕрленет. Çапах та пикен вăрттăнлăхне хальлĕхе уçмăпăр, каярах студент пулсан, тен, тĕл пулăпăр та тĕплĕнрех каласа парăпăр.
Халĕ вара олимпиадăна хутшăннă мĕнпур ачана çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа вĕренӳре тата çитес çул пуçламăшĕнче Шупашкарта иртекен чăваш чĕлхипе литературин регионсен хушшинчи олимпиадăра кăçал та пысăк çитĕнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. Тăван чĕлхепе республика олимпиадин чăваш чĕлхипе литературин комиссийĕн председателĕ Ю.М.Виноградов пĕлтернĕ тăрăх, Тутарстан ачисен чăваш чĕлхипе литературин пĕлӳ шайĕ ытти регионсенчи чăваш ачисенчен чылай лайăхрах. Кăçал та çаплах пултăрччĕ.
 
: 992, Хаçат: 52 (990), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: