Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Телефонпа шăнкăравласа çывăх тăвансене инкекрен хăтарма тесе пысăк сумма укçа ыйтнă тĕслĕхсем нумайланни çинчен йĕрке хуралçисем массăллă хыпар хатĕрĕсем урлă çине-çинех пĕлтереççĕ пулин те ултавçăсен серепине лекекенсем çавах чакмаççĕ. Пачах урăхла, нумайланаççĕ. Кăçал 11 уйăхра кăна республикăра çакăн пек 500 ытла преступление шута илнĕ, халăха 20 миллион тенке яхăн сиен кӳнĕ.
Шулĕксем питĕ лайăх психологсем пулнине те пĕрре мар асăннă-ха, анчах... Çынна хамăра шаннă пекех шанма хăнăхнă çав эпир. Çывăх тăван инкеке лексен мĕнле пулăшмăн? Декабрĕн 12-15-мĕшĕсенче, тĕслĕхрен, Лениногорск хулинчи темиçе ватă çынна телефонпа шăнкăравласа хăрушă хыпар пĕлтернĕ хыççăнах вĕсем урамра тăракан икĕ хĕре кĕнеке хушшине пысăк сумма укçа хурса балконран ывăтса панă. Шел, çак преступление тăвакансене, хутшăнакансене полици тытайман-ха.
Сотовăй çыхăну урлă тунă преступленисем ытларах Хусан, Çырчалли, Ешĕлвар, Чистай пек пысăк хуласенче палăрнинчен тĕлĕнмелли çук. Яллă вырăнсенчен укçа «уçлама» кансĕртерех. Мĕншĕн тесен почта çĕрле ĕçлемест (кун пек шăнкăравсем нумай чух çĕрле пулаççĕ), терминал вара ялсенче çук.
«Çитĕннĕ кашни çын телефон шулĕкĕсенчен шар курать», – терĕç кун пек преступленисем пирки йĕрке хуралçисем ТР ШĔМĕнче çак кунсенче иртнĕ черетлĕ брифингра. Шел те, телефон урлă шулĕкле ĕçсем тунине шута илессипе Тутарстан Раççейре пиллĕкмĕш вырăн йышăнать-мĕн. Тĕпрен илсен, шăнкăравсем пирĕн республикăна ытти регионсенчи (ытларах Самар облаçĕнчи) тĕрмесенчен килеççĕ. Вĕсен шучĕ кăçал самай нумайланнă. Преступниксем ют регионсенчи тĕрмесенчен шăнкăравланипе преступление уçса парасси бюрократи чăрмавĕсене пула йывăрланать. Çапах та шулĕксем хăш регионтан шăнкăравланине уйăрма хăнăхса çитнĕ пирĕн йĕрке хуралçисем. Тĕслĕхрен, Новосибирскран, Курган облаçĕнчисем телефон урлă хăйсем пысăк çĕрте ларакан чиновниксем пулнине пĕлтерсе сĕтел хатĕрлеме, хаклă ĕçме-çиме илме укçа куçарма хушаççĕ.
Ытти çулсенче пирĕн республикăри тĕрмесемпе колонисенчен çакăн пек шăнкăравсем 1-2 çеç пулсан, кăçал кунта та «халапçăсем» палăраççĕ. Ку енĕпе 62 уголовнăй ĕç пуçарнă. Пирĕннисем ют регионсене шăнкăравласа абонента йӳнĕ хакпа топливо сĕнеççĕ-мĕн.
Тĕрмере ларакансем халăха çакăн пек пысăк сиен кӳнине кура, преступленисене чармалли майсем кирлех. Телефонсене туртса илни кăна çителĕксĕр кунта, мĕншĕн тесен йĕплĕ пралук леш енне телефонсем, SIM-карттăсем тĕрлĕ майпа лекеççех. Мĕншĕн тесен йĕплĕ пралук леш енче телефон хăйне евĕрлĕ бизнес шутланать. Çыхăну хатĕрĕсене почтăпа янисĕр, пысăк тиевлĕ грузпа кĕртнисĕр пуçне учрежденисен сотрудникĕсенчен хăшĕ-пĕри хăй те пулăшать. Кăçал, тĕслĕхрен, 16 сотрудника çакăн пек преступленишĕн тытса чарнă. Çавăнпа УФСИН оперативлă шырав ĕçĕсене йĕркелекен уйрăмăн ертӳçи Р.Бариев каланă тăрăх, çакăн пек учрежденисем валли ятарлă сасă пусармалли хатĕрсем вырнаçтарма ыйтса республика ертӳçисем патне çыру хатĕрленĕ. Кун пек хатĕрсене пĕр учреждение вырнаçтарма кăна 4 миллион тенкĕ кирлĕ-мĕн.
Паллах, тĕрмерисем кăна телефонпа шăнкăравласа улталамаççĕ. Ирĕкре те шулĕксем сахаллăн мар, вĕсене тытма самай йывăр, мĕншĕн тесен SIM-карттăсене ют регионсемпе хуласенче регистрациленĕ.
Республикăра социаллă шулĕкле ĕçсем те нумайланни палăрать. Шулĕксем ватăсем патне социаллă ĕçченсем, сантехниксем пек килеççĕ. Сивĕсем пуçланнăранпа Хусанта суя сантехниксем, ЖЭУ ĕçченĕсем çӳренĕ тĕслĕхсем пур. Шел те, вĕсене хальлĕхе тытайман-ха. Çак çынсем ватăсем патне ăшă пăрăхĕсене «тĕрĕслеме» килеççĕ те, юсама е улăштарма тесе нумаях мар укçа ыйтаççĕ. Пĕри карчăка е старике калаçтарнă вăхăтра тепри ват çын укçине ăçтан илнине сăнать, кайран пурлăхне вăрласа тухать. Нумай пулмасть тата Ешĕлвар хулинче шулĕк пĕр хĕрарăмăн «пăскăнчăкне» 80 пин тенкĕлĕх «тасатнă».
Паллах, хамăр тимлĕ пулмасан пире полици сыхласа пĕтереймест. Çавăнпа кашни çын тимлĕ пулмалла, телефонпа шăнкăравлакансене тӳрех шанмалла мар, инкек пирки хыпарлаççĕ пулсан та малтан тăвансене шăнкăравласа ыйтса пĕлмелле. Енчен те укçа куçарма хушаççĕ пулсан кун çинчен çийĕнчех полицие шăнкăравламалла. Хваттере ют çынсене тӳрех кĕртмелле мар, вĕсем асăннă учрежденисене малтан шăнкăравласа тĕрĕслемелле.
 
: 951, Хаçат: 52 (990), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: