Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«РФ ШĔМĕн сотрудникĕсене социаллă гаранти парасси тата закон кăларакан уйрăм актсене улшăнусем кĕртесси çинчен» закон 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче кăна вăя кĕчĕ-ха, Тутарстанри 308 сотрудник (205-шĕ хальхи вăхăтра çак ведомствăра ĕçлекенсем, 57-шĕ тивĕçлĕ канăва тухнисем тата ĕç вăхăтĕнче чирлесе вилнĕ пĕр сотрудникăн çемйи) вара Çĕнĕ çула çĕнĕ хваттер туянма сертификат илчĕ те.
РФ ШĔМĕн регионсенчи урăх нихăш подразделенийĕ те çĕнĕ законпа Тутарстан чухлĕ усă курайман. Çапла вара ТР ШĔМĕн сотрудникĕсем валли çурт-йĕр туянма е лартма пĕр хутчен парăнакан тӳлев валли кăçал кăна 716649815 тенкĕ укçа уйăрнă. Кӳршĕллĕ Самар облаçĕ – 512, Чулхула облаçĕ – 105, Чăваш Ен 69 миллион тенкĕ кăна илейнĕ. Çакă кирлĕ документсене федераллă центра Тутарстан чи малтан тата вăхăтра хатĕрлесе панипе çеç çыхăннă-мĕн.
Декабрĕн 27-мĕшĕнче ТР ШĔМĕн акт залĕнче 281 сотрудника ТР Шалти ĕçсен министрĕ А.Хохорин, ТР Премьер-министрĕ И.Халиков тата ТР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ А.Гусев сертификат парса чысларĕç. Палăртса хăварам, ыттисем сертификата август тата ноябрь уйăхĕнче илнĕ.
– Эсир тутарстанла ĕçлерĕр, урăхла каласан çăмăллăхпа усă курмалли майпа закон тухнă тухманах усă курма тăрăшрăр, – тесе мухтамасăр чăтаймарĕ Ильдар Шафкатович йĕрке хуралçисене çак савăнăçлă пулăмпа тата Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă май. Çаплах вăл ТР Президенчĕн ятĕнчен ТР ШĔМ ĕçченĕсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ, республикăри йĕрке хуралçисемпе пăтăрмах пулнине пăхмасăр çак лару-тăруран тивĕçлĕн тухнине палăртрĕ.
Пĕр хутчен парăнакан социаллă çăмăллăх илме ТР ШĔМĕн ĕçченĕсемпе пенсионерĕсенчен заявленисене апрель уйăхĕнчен кăна йышăнма тытăннă пулин те 1365 сотрудник черете тăнă та ĕнтĕ. Çак çăмăллăха тивĕçнисенчен хальлĕхе ытларах хусансемпе (161) çырчаллисем (58). ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Хохорин çакна районсем хальлĕхе çăмăллăхпа усă курма васкаманнипе кăна çыхăнтарчĕ. Ӳлĕмрен те должность, звани, район е хулара ĕçленине пăхмасăр мĕнпур сотрудникăн çак çăмăллăхпа усă курса çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май пуррине пĕлтерчĕ вăл. Чăн та, сертификата кама парассине Мускав çеç татса панине те каларĕ. Çĕнĕ законпа районсем те усă курччăр тесех пуль мероприятие ятарласа видеоконференци режимĕпе йĕркеленĕччĕ. «Кун пек реклама хыççăн заявленисем нумайланаççех», – шӳтлерĕ министр кун пирки.
Хваттер туянма е çурт-йĕр лартма пĕр хутчен парăнакан тӳлев панăшăн ТР ШĔМĕн ветеранĕсен ятĕнчен те, хальхи вăхăтра ĕçлекен сотрудниксен çемйисен ятĕнчен те тав туса ăшă сăмахсем каларĕç çав кун. ТР Премьерĕ И.Халиков вара ТР ШĔМĕн сотрудникĕсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассинче малашне те республика пулăшасса шантарчĕ.
Паллах, хваттер кирек мĕнле çыншăн та пысăк парне, ТР ШĔМĕн сотрудникĕсемшĕн те çавах, çăмăл мар професси çыннин уйрăмах çирĕп тыл – кил – пулмаллах. Сăмах май, ТР ШĔМ сотрудникĕсем 2006 çултанпа пурĕ 1091 хваттер илнĕ. 2005 çулта хута кайнă «Солнечный город» инвестициллĕ проектпа 574 сотрудникăн çемйи çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма планлать. Паянхи кун тĕлне вĕсенчен 328-шĕ хваттерлĕ пулнă та ĕнтĕ, 2013 çулта тата 246-шĕ хваттер илĕ.
 
: 869, Хаçат: 52 (990)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: