Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАН «Сельская молодежь РТ на 2011-2015 года» тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе программăсен «Социальное проектирование на селе» конкурс ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ – ял çамрăкĕсем валли социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе прогаммăсене тупса палăртасси тесе пĕлтерет ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин пресс-служби. ТР аграри çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн 17 районти уйрăмĕ çак конкурсра çĕнтернĕ. Проектсем пурте ялти актуаллă проблемăсемпе çыхăннă. Çавăнпа гранта тивĕçнĕ проектсене районсенче çулталăкра пурнăçа кĕртĕç.
* * *
Атăл урлă пăр çийĕн каçмалли Ешĕлвар-Нижние Вязовые çул декабрĕн 24-мĕшĕнче уçăлнă. Тутарстанра МЧС ĕçченĕсем ирĕк панă пăр çийĕнчи пĕртен-пĕр çул вăл хальлĕхе. Хĕллехи вăхăтра республикăра кун пек виçĕ çул (Ешĕлвар – Нижние Вязовые, Аракчино – Тури Услон, Соколка – Мамадыш районĕнчи Новозакамский) уçма планлаççĕ. Хальлĕхе пăр хулăнăшĕ 25-30 сантиметр, çавăнпа ун çийĕн 1,5-2 тонна таякан машинăсем (талăкне 150 машинăран ытла мар) каçма пултараççĕ. Çыран хĕррине шлагбаумсем те, çул çинче кирлĕ знаксем те лартнă ĕнтĕ. Автомобилистсем пăр çийĕн тӳрĕ каçса çула 50 километра яхăн кĕскетеççĕ. Çаплах правилăсем çинчен те манмалла мар, урăхла каласан, пăр çинче сехетре 20 километр хăвăртлăхран иртмелле мар, хăрушсăрлăх пиçиххийĕсене салтмалла, алăксене кăшт уçă тытмалла.
АНАТ КАМĂРА пурăнакансем вырăнти телерадиокомпанин «Прямая связь» тӳрĕ эфирта хула мэрĕпе тĕл пулса ытти çулсенчи пекех çулталăка пĕтĕмлетнĕ, чи çивĕч ыйтусене сӳтсе явнă. Хула çыннисем ытларах ÇКХ, транспорт, картишсенчи парковкăсен, çĕнĕ микрорайонсенчи инфраструктура, çурт-йĕрпе тивĕçтересси, сывлăх сыхлав ыйтăвĕсемпе интересленнĕ. Телерадиокомпани журналисчĕсем ыйтусене халăхран эрне маларах йышăнма пуçланă. Тӳрĕ эфир вăхăтĕнче те студие çĕр-çĕр ыйту килнипе мĕнпур ыйтăва пăхса тухма программăн вăхăчĕ çитеймен. Çапах та мэр пĕр ыйту та пăхса тухмасăр юлмасть тесе шантарнă. Çавăнпа вĕсене кирлĕ службăсемпе ведомствăсене валеçсе панă, хуравсене Анат Кама хаçачĕсенче çитес вăхăтра пичетлĕç.
ЕЛАБУГĂРА район администрацийĕ ыр кăмăллăх елкине ирттернĕ. Хулари Культура çурчĕн пысăк залне çав кун районпа хулари нумай ачаллă, инвалид çемьесенчен 600 яхăн çамрăк хăна пуçтарăннă тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Ачасене Хĕл Мучипе Юр Пике кĕтсе илнĕ, капăр чăрăш йĕри-тавра юрлаттарнă-ташлатта рнă. Район администрацийĕ пĕчĕкскерсене парнесĕр те яман.
ÇĔПРЕЛ. Декабрĕн 20-мĕшĕнче район центрĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ икĕ объект хута кайнă. «Акчарлак» бассейнпа нумай функциллĕ центра уçмашкăн ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин хутшăннă.
Палăртса хăварар, Çĕпрел районĕнче хальччен çакăн пек пысăк спорт сооруженийĕсем çукчĕ-ха. Ăна «Единая Россия» парти программипе тата республика пулăшнипе лартнă-мĕн. Халĕ спорт комплексне районта пурăнакан кирек кам та çӳреме пултарать.
 
: 889, Хаçат: 52 (990), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: