Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (04.06.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 20 - 22 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнче Тяхин хушамата илтсен тӳрех больница çинчен сăмах пынине пĕлеççĕ.
Светлана Ивановнăпа Владимир Витальевич Çĕпрел районĕн больницинче иртнĕ ĕмĕртенпех ĕçлеççĕ. Вĕсене больницăна çӳрекен çынсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Нумай çын вĕсен аллисем витĕр тухнă темелле.
Питĕ кăмăллă та сăпай тухтăрпа Светлана Тяхинăпа пире район больницин заведующийĕ паллаштарчĕ. Унăн пултарулăхĕпе мăнаçланчĕ, ăста специалист пулнипе мухтарĕ.
Светлана Ивановна, Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел ялĕнче çуралса ӳснĕскер, амăшне пăхса мĕн пĕчĕкрен медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. 8 класс хыççăн Светлана Ульяновск облаçĕнчи Карсунри медицина училищинче вĕренсе медсестра дипломне илме тивĕçнĕ. Унпа кăна çырлахман вăл, Шупашкарти Чăваш патшалăх университетне медицина факультетне вĕренме кĕрет. Унта вара вăл хăйĕн шăпипе тĕл пулать. Çапла 1-мĕш курс хыççăн Владимир Тяхина качча тухсан Хусанти медицина институтне вĕренме куçать. Владимир стоматолога вĕреннĕ.
Икĕ çамрăк специалист малтан Ульяновск хулинче пурăннă. Анчах та тăван çĕршыв хăй патне чĕннĕ курăнать. Владимир Витальевич та Çĕпрел районĕнченех, Хăймалу ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çапла Тяхинсем район больницинче ĕçлеме пуçлаççĕ. Владимир малтанах шăл тухтăрĕ пулса çĕпрелсене сахал мар сипленĕ. Светлана вара…
Светлана Ивановна Çĕпрел район больницин ача çуратмалли уйрăмăн заведующийĕ. Вăл – пысăк категориллĕ акушер-гинеколог. Унăн алли урлă миçе хĕрарăм тухман-ши? Мĕн чухлĕ ача çуралман-ши? Шучĕ çук.
Ăста специалист çаплах УЗИ аппарачĕпе те хăех пăхать. Кашни тĕвве чухлать. Диагноз лартать.
Владимир Витальевича вара шăл тухтăрĕ пулса икĕ çул ĕçленĕ хыççăн рентген кабинетĕнче ĕçлеме ыйтаççĕ. Паянхи кунччен те вăл темиçе ĕçпе ĕçлеет.
Тяхинсем çинчен çырса та пĕтерме çук. Вĕсен профессийĕ питĕ кăсăк. Пурнăçра мĕнпе кăна, тĕрĕссипе каласан, мĕнле чирпе тата çынпа кăна тĕл пулма тӳр килмен-ши вĕсен? Ĕçре, паллах, тĕрли пулать. Çапах та вĕсене çĕпрелсем питĕ хисеплеççĕ. Вĕсен ăсталăхне, çынлăхне, кăмăл-туйăмне питĕ çӳллĕ шая хураççĕ.
Светлана Ивановнăпа Владимир Витальевичăн ывăлĕ Виталий те, хĕрĕ Александра та ашшĕ-амăшĕ çулĕпе каяс теççĕ. Виталий 22 çулта. Вăл сывлăх сыхлав енĕпе вĕренет. Александра та медицина ĕçченĕ пулса çынсене сывлăх кӳмешкĕн ĕмĕтленет. Сашенька халĕ 11-мĕш класра. Экзаменсем парсан вăл Хусанти медицина институтне вĕренме кĕме хатĕрленет. Александра Тяхина ылтăн медаль кандидачĕ.
Тĕрĕссипе каласан, Тяхинсем питĕ туслă та ырă кăмăллă çемье. Хăйсен сывлăхĕ çинчен çеç мар, çынсене те сыватма шутлаççĕ. Çынсене сывлăх кӳмешкĕн вара вĕсене Турă халалланă пулас.
 
 
 
: 1554, Хаçат: 51 (989), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: