Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2012 çулăн иккĕмĕш çур çулĕнче «Сувар» хаçата çырăнтарассипе эпĕ тăватă районпа яваплă. Вĕсенчен пĕри – Чистай районĕ. Декабрĕн 13-мĕшĕ тĕлне асăннă районта 101 çын «Сувар» çырăннă. «Пирĕн районта чăвашсем пурăнакан ялсем сахал», – тесе калама пултараççĕ чистайсем. Эпĕ пĕлекенни кăна пилĕк ял.
Чи сахал чăваш пурăнакан ялăн почтинче пултăмăр. Данауровка вырăс ялĕ шутланать. Апла пулсан та ял хутлăхĕнче те, почтăра та чăвашсем ĕçлеççĕ.
Валентина Крайнова почта уйрăмĕн начальникĕ пулса 6 çул ĕçлет. Начальник кăна та мар, хăех хаçат-журнал салатать, хăех çырăнтарать, укçине те хăй алли урлă кăларать. Укçа тенĕрен, пенси парать.
Данауровка ялне Валентина Владимировна Аксу районĕнчи Çĕнĕ Аксуран килнĕ. Почта ĕçĕпе вара тахçанах явăçнă темелле. 11 çул вăл Крутая Гора ялĕнче почтальонка пулса ĕçленĕ. Данауровкăра почта уçăлсан вара инçете çӳремен, хăйĕн ялĕпе çеç çыхăну тытать.
Валентина Крайнова сăмахĕпе кунта «Сувар» хаçата питех нумай çырăнмаççĕ, пурĕ те 9 çын çеç вулать.
– Ялан пĕр çынсем çырăнаççĕ. Хăйсемех ыйтса илеççĕ. Эпир никама та ирĕксĕрлеместпĕр, – тет почта начальникĕ.
Чăваш Ялтан ялĕнче те пулса курма май пулчĕ суварçăсен. Çак ял почтине виçĕ ял кĕрет. Чăваш Ялтанпа Ишельелĕнче чăвашсем пурăнаççĕ. Акбулатово тутар ялĕ шутланать. Тутарстанра пичетленсе тухакан чăваш хаçатне вара кунта та нумаях мар çырăннă. Пурĕ те 20 çеç. Кун пек сахал çырăнаççĕ пулсан Чăваш Ялтан почтальонкин Назира Ильинăпа Ишельел почтальонкин Галина Ивановăн сумкисем самаях çăмăл.
Почта уйрăмĕн начальникĕн кăкăрĕ çинче Елена Петровна Корнетова тесе çырнă пейджик асăрхарăмăр. Чăвашсенни пек мар хушамата курсан начальникпе вырăсла калаçас терĕмĕр. Пирĕн телее, Елена Петровна чăвашах пулса кайрĕ. Питĕ кăмăллă. Хамăр çын.
Валентина Петровнăпа калаçса кайнă май кăçал çулталăк вĕçлениччен вулакансен шутне кăштах та пулсан ӳстерме сăмах пачĕ. Çавăнпа та эпир Чистай районĕнче пурăнакан ентешсем хăйсем валли Çĕнĕ çул парни тăвасса шанатпăр.
Эпир вара пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламлатпăр.
 
: 885, Хаçат: 51 (989)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: